ЧĔРРИ КĂНА МАР
Çапла сухан чĕрри кăна мар, пĕçерни те усăллă. Вăл хăйĕн паха енĕсене кун пек те çухатмасть.
Сухана тасатмалла, çурмалла урлă касмалла. Типĕ çатма çине каснă енĕпе хумалла, хупăлчапа витмелле, 10 минута вăйсăр çулăм çине лартмалла. Çавăн пекех 180 градуса çити вĕрилентернĕ духовкăра 5 минут пĕçерме юрать.
Сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсене çак мелпе пĕçернĕ сухана кулленех çиме сĕнеççĕ. Çимĕçре инсулин туса кăларассине вăйлатакан кÿкĕрт пур. Ăна кашни апат умĕн /ирхине — выç хырăмла/ кăштахшарăн çимелле тата апата хушмалла.
Е литр банкине пусармасăр пĕçернĕ сухан тултармалла, хĕрринченех вĕренĕ сивĕ шыв хушмалла. Холодильникре пĕр талăк лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Савăта кашни кунах шыв çĕнĕрен хушмалла. Курс — 3 эрне.
Шăнса пăсăлсан пĕçернĕ сухан нимĕрне услам çупа çурмалла хутăштармалла. Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Курс — сываличчен.
Çăпан тухсан 2 пай пĕçернĕ сухан нимĕрне 1 пай теркăланă хуçалăх супăнĕпе хутăштармалла. Çак хутăшран пашалу йăваламалла, çăпан çине хурса пластырьпе çирĕплетмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Икĕ сехетрен çыхха çĕннипе улăштармалла. Курс — çăпан шăтса пÿр юхса тухиччен, суран тасаличчен.