Комментари хушас

29 Çĕртме, 2016

ПУХСА ТИПĔТЕТПĔР

Хăмла çырлин çулçине, çырлине хĕл валли типĕтсен питĕ аван пулмалла. Вĕсемпе тĕрлĕ чиртен сипленнĕ чухне усă кураççĕ.

Тар кăларать. Хăмла çырлин 100 грамм типĕ çулçине тин вĕренĕ 600 грамм шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Çĕрлене хирĕç 1-3 стакан вĕрилле ĕçмелле.

Шăк хăвалать. Хăмла çырлине çăка чечекĕпе пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, хупă савăтпа шыв мунчине лартса 30 минут вĕретмелле. Пÿлĕм температуринче 10 минут сивĕтмелле те сăрăхтармалла. Шĕвеке çĕрлене хирĕç 200 грамм вĕрилле ĕçмелле.

Шăнса чирлесен. 1 апат кашăкĕ типĕ хăмла çырлине тата 1 апат кашăкĕ типĕ çăка чечекне тин вĕренĕ 2-3 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Сивĕнсен марля витĕр сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3-4 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле. Е çурмалла хутăштарнă хăмла çырлипе çăка чечекне 1 апат кашăкĕ илсе тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Çĕрлене хирĕç 1-ер стакан вĕрилле ĕçмелле.

Ревматизм, полиартрит. 2 пай хăмла çырлине, 2 пай шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçине, 1 пай матрÿшкене /душица/ хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах 50-шар грамм ĕçмелле.

Геморрой аптратсан. Мăкăльсем çине хăмла çырлипе çулçин шĕвекĕпе примочка хумалла. 2-3 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 2 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.