Комментари хушас

25 Çĕртме, 2016

Архиповăн ячĕ халăх асĕнчех

«Пуян çын кайсан пурлăх юлать, ыр çын кайсан ят юлать», — тенĕ. Ыр çын ятне халăх упрать. Чăваш халăхĕшĕн нумай ĕç туса хăварнă Геннадий Архипова асăнса Етĕрне хулинчи вăл пурăннă çуртра çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Асăну хăми çакрĕç.

Ырă ĕç пуçаруçисем — Етĕрнери библиотека директорĕ Нина Долгова, «Ленинская искра» колхоз ертÿçин заместителĕнче ĕçленĕ Николай Сапожников тата Тури Ачак шкулĕн учителĕ Татьяна Яжейкина. Асăну хăмине ырă кăмăллăх мелĕпе — нимелле тунă. Ăна Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ Ирина Архипова тата Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин уçрĕç.

Геннадий Николаевич пурнăçĕ 57 çултах татăлчĕ. Унăн малашне те тăван еншĕн, чăваш халăхне пĕр тĕвве чăмăртассишĕн ĕçлес кăмăлĕ пысăкчĕ. Шел, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнăскерĕн кун-çулĕ вăхăтсăр — пĕлтĕрхи нарăсăн 3-мĕшĕнче — татăлчĕ.

Геннадий Архипова тус-юлташĕ, унпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕ общество хастарĕсем аса илчĕç. Владимир Кузьмин Анат Явăшра çуралса ÿснĕ ентешĕпе мăнаçланнине палăртрĕ. Палăртма кăмăллă: ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Архипов «Хыпар» хаçатра та ĕçленĕ.

— Асăну хăмине çакни — Геннадий Николаевич ятне асра хăвармалли малтанхи утăмсенчен пĕри пултăр. Кайран кĕнеке те кăларăпăр. Вăл — пирĕн асра яланлăхах юлмалли çын, — терĕ ЧНК вице-президенчĕ Алексей Леонтьев.

Геннадий Архипов Чăваш наци конгресĕн президентĕнче ĕçленĕ çулсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче чăваш наци пĕрлĕхĕсемпе автономи центрĕсем уçăлнă.

Асăну хăмине уçма Самартан та, Тюменьрен те хăнасем хутшăнчĕç. Самар чăвашĕсен ертÿçи Николай Давыдов унăн пултарулăхĕ, ĕçченлĕхĕ, ырă кăмăлĕ пирки çапла каларĕ:

— Çынни пысăках та марччĕ, анчах ĕçĕсем çав тери пысăк.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Иванов Геннадий Архипов тăрăшнипе мĕнпур чăваш халĕ Республика кунĕнче Акатуйра ĕлĕкхилле çерем çинче савăннине палăртрĕ.

Аякран килнĕ хăнасем, Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакансем, юлташĕсем, пĕрле ĕçленĕ хастарсем Геннадий Архипов тунă ĕçсен пархатарлăхне, вĕсене нимĕнпе виçме çуккине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Ятне упрани — унăн ĕçне хаклани.

Елена ТРОФИМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.