Комментари хушас

24 Çĕртме, 2016

Пĕчĕккисем Олимп вăййисенче тупăшрĕç

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкарта ача садне çÿрекенсен хушшинче пĕрремĕш хут хĕллехи Олимп вăййисене ирттернĕччĕ. Хаваслă вăйăсем ачасене кăсăклантарнине, ашшĕ-амăшĕ те ачасен вăхăтне усăллă ирттерме май туса панăшăн тав туса ырă сăмах каланине кура Шупашкар хула администрацийĕ çуллахи Олимпиадăна та йĕркелеме йышăнчĕ.

Спорт уявне Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçрĕ: «Эпĕ хамăрăн олимпиецсене пĕчĕккисен Олимп вăййисене йĕркелес шухăша ырласа йышăннăшăн, воспитательсемпе уяв йĕркелÿçисене садике çÿрекенсене спортпа туслаштарма тăрăшнăшăн тав тăватăп. Пурне те пысăк çак пулăмпа саламлатăп тата шкулчченхи ÿсĕмрисен Олимп вăййисем уçăлнине пĕлтеретĕп!» Леонид Ильич хула администрацийĕн Вĕрентÿ управленийĕ шкулчченхи вĕрентÿ тытăмне аталантарма пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ, управлени пуçлăхĕн заместительне Елена Сахаровăна Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн сехечĕпе чысларĕ.

Çуллахи Олимп вăййисем хулари садиксенче ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕлĕн пĕр пайĕ шутланать. Вăйăсене хатĕрленни педагогсене, ачасене тата ашшĕ-амăшне пĕрлештерет кăна мар, воспитани ĕçне лайăхлатма та пулăшать. Çавăн пекех çак Вăйăсене Раççейĕн пĕрлештернĕ командине, Рио-де-Жанейро хулинче иртекен XXXI Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленекенсене, хавхалантарассишĕн йĕркеленĕ. Мероприятие çавăн пекех çĕртме уйăхĕнче çăмăл атлетика енĕпе Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатне халалланă.

Тĕп хулари 184-мĕш «Калейдоскоп» садикре иртнĕ çуллахи Олимп вăййисене ачасен шкулчченхи сакăр вĕренÿ учрежденийĕ хутшăнчĕ. Тĕрлĕ ăмăртура 250 яхăн çын тупăшнă. Хăнасем те йышлă пулнă. Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев, тĕрлĕ çулсенче Олимп вăййисене хутшăннă Виктор Семенов, Сергей Иванов, 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Олег Андреев хавхалантарни ачасен çĕнтерес туртăмне тата та вăйлатрĕ.

Пĕчĕккисем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕç. Теннис, тăршшĕне сикесси, команда эстафети, мини-футбол, чупасси — спортăн тĕрлĕ тĕсне парăнтарма тиврĕ вĕсен. Ăмăртăвĕ пĕчĕккисен пулсан та питĕ хĕрÿ иртрĕ. Ачасене аслисем алă çупса, ятран чĕнсе хавхалантарчĕç. Янкăр уяр çанталăк уяв хĕмне пушшех те вăйлатрĕ.

Кунашкал ăмăртусенче чи пĕлтерĕшли — пĕр команда тепринчен иртни мар, туслăх çĕнтерни. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Уçă сывлăшра вăхăта усăллă ирттерни, сывлăха çирĕплетме май килсе тухни пурне те килĕшрĕ. Юлташсемпе тата юратнă воспитательсемпе пĕрле тĕрлĕ вăййа хутшăнни пĕчĕккисен командисене пĕрлештерчĕ, туслăха çирĕплетрĕ.

И.СЕРГЕЕВА

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.