ДИЕТОЛОГСЕМ СĔНЕÇÇĔ
Америка диетологĕсем чи усăллă улма-çырлапа пахча çимĕç списокне тунă. Унпа сире те паллаштаратпăр.
Панулми юнри холестерин шайне чакарать, апат ирĕлессине лайăхлатать.
Лимон çыхă тĕртĕмĕсемпе шăмăсене çирĕплетет, организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатать, инфекцисенчен сыхлать.
Банан апат ирĕлтерес тĕлĕшпе усăллă, хырăмлăх стенкисене пăрăçлă апатăн сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕлет.
Нимĕç пăрçи /бобы/ юнри холестерин шайне чакарать, юнри сахăр шайне йĕркене кĕртет, кăкăрăн тата ар парĕн усал шыççинчен хÿтĕлет.
Тĕслĕ купăста начарланма пулăшать, шлаксене кăларать, япăх холестерин шайне чакарать.
Кишĕр куç çивĕчлĕхĕшĕн питĕ усăллă, чĕре ĕçне лайăхлатать.
Çĕрулми шыçă процесĕсенчен хÿтĕлет, пыршăлăха лăплантарать.
Ыхра çут çанталăк антибиотикĕ, холестерин шайне чакарать, юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешекен хăватлă эмел шутланать.
Апельсин астма паллисене вăйсăрлатать, мышцăсем ленчешкеленсен, шăл тунисем чирлесен усăллă.
Грейпфрут юн пусăмне, холестерин шайне чакарать.
Пылак пăрăç шăнса пăсăласран, астмăран, бронхитран, склерозран хÿтĕлет.
Çумăр курăкĕ /спаржа/ шăк хăвалама пулăшать, пÿрене паха витĕм кÿрет.
Импĕр /имбирь/ пуç çаврăнсан, пыршăлăхран газ кăларма пулăшать, апат ирĕлтерессине лайăхлатать. Ăна кăштах пиçсе кайнă ÿт çине хума юрать.