Комментари хушас

11 Çĕртме, 2016

Хăш эмеле тÿлевсĕр параççĕ/

«Хисеплĕ редакци, мана канăç паман ыйту хуравне тупма пулăшсамăр. Эпĕ — 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Мана 4 тĕрлĕ эмел /Финлепсин, Бензонал, Клоназепам, Сайзар/ тата Феназепам укол кирлĕ. Эпĕ укçан компенсаци мар, эмел тÿлевсĕр илме килĕшрĕм.

Малтанхи çулсенче Сейзар вырăнне Конвульсан ĕçеттĕм. Комсомольски район аптекинче ăна 900 тенкĕпе илеттĕм. Пĕррехинче Шупашкарта çав эмел хакĕпе кăсăклантăм. Унта Конвульсана 500 тенкĕпе сутаççĕ иккен. Фармацевтпа калаçу пуçартăм. Мана кирлĕ эмеле район аптекинче 900 тенкĕпе сĕннине ĕненесшĕн пулмарĕ вăл.

Сейзар, Феназепам эмелсене укçалла кăна параççĕ мана. Сейзаршăн, сăмахран, 1 уйăхра 1 пин тенкĕ ытла кăларса хума тивет. Вĕсене тÿлевсĕр илме май çук-ши? Тархасшăн, ăнлантарса парсамăр», — Комсомольски районĕнчи Александр Белковран çакнашкал çыру илтĕмĕр. Ăна çийĕнчех ЧР Сывлăх сыхлав министерствине ярса патăмăр, лару-тăрăва уçăмлатма ыйтрăмăр.

Редакцие министрăн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Богданова алă пуснă хуравĕ çитрĕ.

«Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх социаллă пулăшăвне тивĕçекен сусăрсем эмел тÿлевсĕр илме пултараççĕ. Çав эмелсен переченьне Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетет.

Ламотриджин препарачĕсем /Сейзар ятпа сутаççĕ/ перечене кĕмен. Бромдигидрохлорфенилбензодиазепин /Феназепам/ эмеле укол тумаллине мар, таблеткăна тÿлевсĕр илме май пур.

Александр Леонидовичăн тухтăрпа канашласа пăхмалла. Вăл перечене кĕртнĕ эмел суйласа илме пулăшĕ.

2015 тата 2016 çулсенче Александр Белкова эмелпе тивĕçтернĕ йĕркене министерство пăхса тухрĕ. Пĕлтĕр тÿлевсĕр 36 рецепт çырса панă, çав шутран 10-шĕ — карбамазепин препарачĕ /Финлепсин ретард/, 10-шĕ бензобарбитал препарачĕ /Бензонал/ тата Клоназепам препарачĕ /Клоназепам/ илме. 2016 çулта Карбамазепинпа тивĕçтерме — 3, Бензобарбитал илме 4 рецепт çырса панă. Аптека эмелпе вăхăтра тивĕçтернĕ.

Малашне, эмел тÿлевсĕр илес тĕлĕшпе ыйтусем пулсан, министерствăн «хĕрÿ лини» телефонĕпе шăнкăравламалла: 26-00-19. Специалистсемпе 8-тан пуçласа 17 сехетчен, шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне, çыхăнма пулать. 12-рен пуçласа 13 сехетчен — кăнтăрлахи апат вăхăчĕ».

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.