Комментари хушас

7 Çĕртме, 2016

Бизнеса аталантарма çул хыврăмăр

Раççей Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов ĕçлĕ çулçÿревпе республикăра пулчĕ.

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Типĕ сĕтрен продукци хатĕрлекен Вăрнар завочĕ» общество тата «Август» фирмăн поселокри филиалĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Бизнеса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Уйрăммăн илсен Чăваш Ен предпринимателĕсем хăйĕн патне яракан çăхавсен шучĕ маларахри çулхипе танлаштарсан сахалраххине, çакă ырă туртăм пулнине палăртрĕ. «Апла пулин те вĕсене тавлаштаракан ыйтусем çав-çавах пур-ха, — терĕ. — Сăмахран, çĕрĕн кадастр хакĕ, бизнесменсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсем».

Борис Титов тĕлпулура çĕршыври ÿсĕм экономикин тĕллевĕпе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕ. Уполномоченнăй маларах унпа Раççей Президентне В.Путина паллаштарнă. М.Игнатьев Чăваш Енре çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе ырă улшăну куç умĕнчех: вакантлă вырăнсем ĕçпе тивĕçтерекен учрежденисенче шута илнисенчен икĕ хут нумайрах. Импорт продукци вырăнне республикăра туса кăларма пуçлани те лайăх витĕм кÿрет. Промышленноç производстви 14 процент ÿснĕ. «Правительство умĕнчи чи малтан пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри — бизнеса аталантарма тата республикăна инвестици хывма меллĕ май туса парасси», — терĕ вăл.

Тĕлпулу хыççăн М.Игнатьевпа Б.Титов журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Республика Пуçлăхĕ бизнесменсемпе тăтăш тĕл пулнине, уполномоченнăй институчĕ предпринимательсем тĕлĕшпе кăларнă йышăнусене — тĕрĕслев-надзорпа, саккуна пăсса пайтаçăсене хĕстернипе, ыттипе çыхăннă ыйтусемпе — хăшпĕр тÿрлетÿ кĕртме май панине пĕлтерчĕ. «Утăм хыççăн утăм туса бизнеса аталантарма çул хыврăмăр», — терĕ М.Игнатьев.

«Паян промышленноçпа ял хуçалăхĕ аталанаççĕ, пысăк технологиллĕ отрасльсем инвестици нумай илеççĕ. Çĕршыв чикĕ леш енне нефть сутнăран пысăк тупăш илсе чылай çул пурăннă. Халĕ хамăр производствăна тухăçлă йĕркелесе укçа ĕçлесе илмелле», — терĕ Б.Титов. Шупашкарти тĕп пасара çитсе курчĕ. «Çынсен тавар туянаслăхĕ 30 процента яхăн чакрĕ», — терĕç пахчаçимĕçпе пулă сутакан. Бизнес-омбудсмен налукçăсен тĕрĕслевĕсемпе кăсăкланчĕ. Икĕ сутуçăн хуравĕ хире-хирĕçле пулчĕ. Пĕрремĕш: «Вĕсем шăп», — терĕ. Иккĕмĕш: «Çав-çавах канăçсăрлантараççĕ». Виççĕмĕш, пенсионер пулин те производствăна хутшăнаканскер, çапла ыйтрĕ: «Ĕç паракансене ĕçлекен пенсионерсемшĕн Раççей пенси фондне хăçан укçа куçарма пăрахтараççĕ?» Уполномоченнăй ку ыйтăва РФ Финанс министерстви умне лартнине, анчах хальлĕхе татса парайманнине пĕлтерчĕ. Бизнес-омбудсмен сутуçăсемпе калаçнă хыççăн тавар çаврăнăшĕ Чăваш Енре çеç мар, маларах пулнă Удмуртире, Санкт-Петербург хулинче, çĕршывăн кашни регионĕнче пĕчĕкленнине, продукци туянакансемшĕн пыракан кĕрешÿре ваккăн сутакан пасарсем федераци сечĕсене выляса янине, патшалăхăн çавна шута илсе вĕсене хăшпĕр енĕпе, çав шутра налук тĕлĕшпе çăмăллăх памаллине палăртрĕ.

ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче вăл предпринимательсемпе çыхăннă ыйтусене икĕ сехете яхăн хуравларĕ. 17 сехет иртсен пресс-конференци ирттерчĕ. «Пасарсенче тавар çаврăнăшĕ пĕчĕкленни — кризис палли, — терĕ. — Экономика кăтартăвĕсем начарланаççĕ. Пасарта эрех сутма ирĕк паманни те вак суту-илĕве ура хурать. Вĕсенче апат-çимĕç сутакансем сахалланаççĕ, тумтир, апат шутланман ытти тавар сĕнекенсем йышланаççĕ. Удмурт Республикинчи пасарта аш тушки çине икĕ пичет çапса панăшăн икĕ статьяпа укçа тÿлеттереççĕ, Шупашкарти тĕп пасарта — пĕррепе çеç. Кунти ветслужба ырăраххине куртăм».

Çак йĕркесен авторĕ предпринимательсен прависене пăснă тĕслĕхсемпе паллаштарма ыйтрĕ. «Ку енĕпе Чăваш Енри лару-тăру, ахăртнех, вăтам кăтартуран кăштах лайăхрах. Эпир республика Пуçлăхĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов ĕçĕпе кăмăллă, — хуравларĕ Борис Юрьевич. — Ман пата республикăран ярса паракан çырусен хисепĕ пĕчĕкленчĕ пулин те пĕлтĕр 600 ытла илтĕмĕр. Вунултă уголовлă ĕç пуçарнă. Хăшĕ-пĕри çинчен паян та калаçрăмăр. Пермь облаçĕнчен 2 пине яхăн çыру. Çăхавсем кÿршĕ регионсенчен нумайрах».

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.