Патриотлăх – пирĕн тĕп пахалăх
Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулари шкулсен шырав отрячĕсен членĕсемпе — Пĕтĕм Раççейри "Астăвăм вахти — 2016" акцие хутшăннă ачасемпе — тĕл пулчĕ. 29-мĕш шкул тата 4-мĕш гимнази вĕренекенĕсем экспедици вăхăтĕнче тупнă япаласене кăтартрĕç, патриотизм ĕçне хутшăннă май çуралнă туйăмĕсемпе, шырав юхăмĕн малашлăхĕпе çыхăннă шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарчĕç.
— Раççей Президенчĕ Владимир Путин патриотизм тĕп наци идеи пулни çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕн шыравçăсем пурнăçлакан ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Леонид Черкесов. — Шырав отрячĕн йышĕнче пулнă çын пĕр патрон тупсан та вăрçă çине урăхла куçпа пăхма пуçлать. Хаяр вăрçă кÿнĕ хăрушă инкеке нихăçан та асран кăлармасть, шухăш-ăнлавĕ çинчен юлташĕсене, тантăшĕсене каласа парать.
Тĕп хула пуçлăхĕ Раççей патриочĕсене воспитани парса ÿстерес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, "Астăвăм вахтине" хутшăнма шырав отрячĕсене тивĕçлĕ хатĕрленĕшĕн вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе педагогĕсене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Тĕп хула ертÿлĕхĕ тата депутатсем "патшалăх-уйрăм çын ĕçтешлĕхĕ" меслетпе усă курса шкул ачисене 2014 çултанпа пулăшаççĕ. Çапла майпа çамрăк шыравçăсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вырăнсене çитсе курма, çапăçусенче пуç хунă салтаксен ячĕсене тупса палăртас тата тивĕçлĕ пытарас ĕçе хутшăнма пултараççĕ.
Кăçал 29-мĕш шкулти "Гвардеец" отряд Тверь облаçĕнчи Белый районĕнче икĕ эрнене яхăн пурăнчĕ. Унта çамрăк шыравçăсем Калинин фрончĕн 39-мĕш армин стрелоксен 135-мĕш дивизийĕ 1942 çулта Ржев-Сычевка операцине ирттернĕ вырăнсене тĕпченĕ. Походри евĕр пурнăç, кашни кунах шырав ĕçĕсене хутшăнни, вăрçă çулĕсенчи кивĕ япаласене тупни, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн "Георгий хăйăвĕ" отрядри аслă юлташĕсем чаплă лару-тăрура шыравçăсен ретне илни — ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхе тăрса юлĕ. "Гвардеец" отряд киле вăрçă хирĕнче тупнă нумай-нумай япалапа таврăннă. Вĕсем шкулти Çар Мухтавĕн экспоначĕсен йышĕнче курăмлă вырăн йышăнĕç.
4-мĕш гимназире вĕренекенсем "Астăвăм вахти — 2016" акцие Севастополь хулинче пулнă май хутшăннă. Крыма ачасем Севастопольти 6-мĕш интернат шкул йыхравĕпе кайнă. Çак икĕ вĕренÿ учрежденине ĕçтешлĕх килĕшĕвĕ çыхăнтарса тăрать. Делегаци 6-мĕш интернат шкулăн Çар Мухтавĕн музейне çитсе курнă. Музее стрелоксен 25-мĕш дивизине халалланă. Ун йышĕнче чăвашсем те çапăçнă. Çавăн пекех Севастопольти шырав организацийĕсен "Тивĕç" пĕрлĕхĕпе çыхăну тытма калаçса татăлнă, çакна çирĕплетекен килĕшĕве алă пуснă.
Шупашкар ачисем "Тивĕç" пĕр-лĕх членĕсемпе пĕрле "Астăвăм вахтине" хутшăннă, Мекензи тăвĕсем çинче шырав ĕçĕсем ирттернĕ. 1941-1942 çулсенче кунта Севастополе хÿтĕлесе хаяр çапăçусем пынă. Крыма кайнипе çыхăннă тĕп çитĕнÿ — Шупашкарта шыравçăсен юхăмне аталантарма пулăшакан ĕç-хĕл — Раççей регионĕсенчи шыравçăсемпе туслă çыхăнусем йĕркелени — пулса тăнă.
Хальхи вăхăтра Шупашкарта шыравçăсен юхăмĕ çĕнĕ варкăшпа пурăнать. Хула администрацийĕ шкул ачисене патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрнипе çыхăннă çакă. Шупашкарта шыравçăсен ултă отрячĕ, çар-патриотизм воспитанийĕн тăватă клубĕ, 30 музей, Çар Мухтавĕн кĕтесĕсемпе пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ, виртуаллă музейсем йĕркеленеççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсенчи музейсем çулран çул çĕнĕ экспонатсемпе пуянланаççĕ.
И.СЕРГЕЕВА