Комментари хушас

28 Çу, 2016

Шупашкарта лайăх иртнине хăнăхнă

Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çулленех пресс-конференцирен пуçланать. Вăйă фильмĕсен конкурсĕн жюри председателĕ Вадим Абдрашитов пирĕн республикăн архивĕсенче 30 пин ытла кинопленка упраннинчен тĕлĕннĕ. Вĕсем 500 çул хăйсен пахалăхне çухатмаççĕ. Çав вăхăтрах цифра çĕнĕ йышши технологипе çырăнаканни 5 çултанах юрăхсăра тухать. Çавăнпах Голливуд фильмĕсене те пленкăна çырса упраççĕ.

«Программа директорĕ Сергей Лаврентьев кирек ăçта çитсен те Шупашкарти кинофестиваль интереслĕрех, лайăхрах иртни пирки калать. Эпир çакна хăнăхнă», — терĕç жюри членĕсем.

Раççей тава тивĕçлĕ артистне Сергей Фетисова курма яланхи пекех хавас. Вăл та Шупашкарти кинофестиваль ĕçĕпе кăмăллă. Хăйĕн çуралнă тăрăхĕнче, Орел хулинче, кинотеатрсем хупăннăшăн пăшăрханса калаçрĕ. Апла пулин те лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанать вăл.

Этника тата регионти кино конкурсĕн жюри председательне Эльга Лындина кинодраматурга Шупашкар илемĕ, тасалăхĕ тыткăнланă. Чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевлĕ вăл. Çавăнпах тÿрех экскурси программипе кăсăкланчĕ.

Çавнашкалах жюри йышĕнче — федерацин редакторсен гильдийĕн председателĕ Ирина Сергиевская, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Нателла Таидзе, Евгения Полякова киновед...

Кино ÿкерме укçа-тенкĕ çитменни экран çинче лайăх курăнни пирки сăмах хускатрĕç Мускав хăнисем. Пурпĕрех çĕнĕ фильмсем тухсах тăраççĕ. Вĕсем хăйсен кураканне тупаççĕ.

Билет илсе пĕтернĕ

Шупашкарти кинофестиваль Чăваш патшалăх филармони залĕнче уçăлчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çакă çамрăксене хамăр кинематографие хаклама, лайăххине суйласа илме май панине палăртрĕ. Пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ.

Çакăн хыççăн «Волжский» кинотеатрта Элла Манжеевăн «Чайки» илемлĕ фильмне кăтартрĕç. Çак ĕç — «Кинотавр-2015» кинофестиваль çĕнтерÿçи. Пулăç арăмне вылякан Евгения Манджиева ятарласах Шупашкара килессе жюри членĕсем те ĕненмен. Сăмах май, Калмыкире çуралнă актриса — тĕнчипе паллă топ-модель.

Тÿлевсĕр билетсене ирхинех илсе пĕтернĕ. Нумайăшĕн тăрса пăхма тиврĕ. Çакăншăн куракансем кăмăлсăрланчĕç. Кинофестиваль программине уçакан фильма пысăкрах заллă кинотеатрта кăтартмалла пулнă паллах.

Урăхла пурнăç

Ытларикун МТВ-центрти «Синема-5» кинотеатрти конкурс фильмĕсене курма та халăх нумай пуçтарăнни савăнтарчĕ. Ытти çулсенче зал çурма пушши кăмăла хуçатчĕ.

Финляндире ÿкернĕ «Мальчишка в беде» фильмра Оливерăн ашшĕпе амăшĕ аварире вилеççĕ. Кил хуçи пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕрен иккĕшĕн те пурнăçĕ татăлнине ĕненесшĕн мар арçын ача. «Вĕсен ниçта та васкамалла пулман», — çине-çинех калать вăл. Анчах чăнлăха улăштарма çук. Йĕрке хуралçисем йăлтах уçăмлатнă, айăплине палăртнă. Оливер хăйне ним пулман пекех тытма тăрăшать. Çакна ăнланма йывăр. Хăйĕн çуралнă кунне те пысăк йышпа уявласшăн вăл.

Михаил Местецкин «Тряпичный союз» фильмне тĕрлĕрен йышăннине тÿрех асăрхаттарчĕ Сергей Лаврентьев. Ăна Германире кăтартнă. Çакăнта ÿкерĕннĕ ушкăн «Кинотавр» фестивальте арçын сăнарне чи лайăх калăпланăшăн диплома тивĕçнĕ.

Тивĕçлĕ канурисен пенси пĕчĕккипе, учительсене, тухтăрсене укçа сахал панипе килĕшмен çамрăксем пĕр ушкăна чăмăртаннă. Вĕсем тĕнчене тепĕр майлă çавăрасшăн. Каччăсен пурнăç йĕрки хăйне евĕрлĕ. Сăмахран, çăва çинче тренировка ирттереççĕ вĕсем. Кайран çĕнĕ юлташĕн Ваньăн дачине куçаççĕ. Ахаль те кивĕ пÿрте аркатаççĕ. Кермен пек çурт хăпартмаллаччĕ те вăйпиттисен. Çук, пÿрт стенисене йывăç вуллипе тĕкĕлеççĕ.

Кăвак нăрă çисе наркăмăшлансан та, шыва кĕнĕ çĕрте çухалсан та, дачăра бомба сирпĕнсен те пурте чĕрĕ юлаççĕ. Пурнăçран хакли, чăнах, нимĕн те çук.

Шупашкарти кинофестивальте çакнашкал йăла çирĕпленчĕ: сахал йышлă фильмсен конкурсĕнче çĕнтернĕ режиссер çитес çул вăйă конкурсне хутшăнмашкăн ирĕк çĕнсе илет. Пĕлтĕр гран-прие тивĕçнĕ Степан Бурнашев «Атын Олох/Другая жизнь» çĕнĕ фильм илсе килчĕ.

«Пирĕн тăрăхри çамрăксем çул çÿреме юратаççĕ. Анчах ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ. Ку фильм çак каларăш пĕлтерĕшне уçса парать», — экран çутăличчен сăмах илчĕ тĕп сăнара вылякан Георгий Бессонов.

Айсенпа Света Якутскра пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен пурнăç çулне тупнă: арçын — бизнесмен, хĕрарăм турфирмăра тăрăшать. Гринкард лотерея выляса илсен мăшăрăн пурнăçĕ тĕпрен улшăнать. Айсенпа Света Америкăна пурăнма куçаççĕ.

Кил хуçи йĕркеллĕ ĕçе выр­наçаймасть. Хĕрарăм вара карьера картлашкипе çÿлтен çÿле хăпарать. Обществăра хăйĕн вырăнне тупайманни çав тери пăшăрхантарать Айсена. Çитменнине, ултавçă аллине лекет вăл. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланми пулаççĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан тин йăлтах йĕркеленессе шанать мăшăр. Вĕсене урăхла пурнăç кирлĕ мар. Килтех лайăх. Çак фильм çуралнă çĕршыва хаклама, мăшăра хисеплеме, пуррипе çырлахма вĕрентет.

Чăвашкино кунĕ кирлĕ-и?

Наци кинематографине аталанма чăрмантаракан сăлтавсем тавра «çавра сĕтел» хушшинче калаçни — фестиваль историйĕнчи çĕнĕ страница. Конференцие Чăваш Ен, Пушкăртстан, Буряти, Чечня, Якути продюсерĕсем, кинорежиссерĕсем, сценарисчĕсем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикинчи кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков Иоаким Максимов-Кошкинский кино ÿкерме пуçланăранпа кĕçех 90 çул çитессе палăртрĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăвашкино кунне паллă тума сĕнет вăл. Ун чухне çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетме, малашлăх çинчен калаçма май пулĕ. Хальлĕхе вара режиссер хăйĕн, спонсорсен укçипе фильм ÿкерет. Унăн ĕçне тиркеме те аптăрамалла. Патшалăх укçа уйăрсанах пахалăх тавра калаçу пуçарни килĕшÿллĕ.

Иртнĕ çулхи пĕтĕм чăвашсен «Асам» пĕрремĕш кинофестивалĕ пирки хамăр хаçатра çырнăччĕ. Шăпах жюри членĕсен сĕнÿ-канашĕ фильм ÿкерекенсене лайăхрах ĕçлеме пулăшасса шанас килет. Сăмах май, хальхи фестивале те «Асам» программинчи фильмсене кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, «Егор Шилов» /Евгений Герасимов/, «Пурнăç кустăрми» /Алексей Иванов/, «Помрачение» /Константин Ефремов/... кинофильмсене жюри те, куракансем те хак панăччĕ.

«Февраль» фильмăн продюсерĕ Адам Дунаев Чечен Республикинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Рекламăна пысăк укçа хываймастпăр. 3 çул каялла кăна республикипе 3 кинотеатр ĕçлетчĕ. Халĕ пысăк пур хулара та кинозалсем уçăлчĕç», — терĕ вăл.

Степан Бурнашев Якути халăхĕ наци фильмĕсене килĕштернинчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне. Унта «Сахафильм» киностуди тухăçлă ĕçлет. Вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе пĕтĕм тĕнчери кинофестивальсенче палăрнă. Çулталăкне 10 илемлĕ фильм кăлараççĕ. Унсăр пуçне документ фильмĕсем ÿкереççĕ. Çĕнĕ ĕçсене наци каналĕпе кăтартаççĕ.

Бурятсем Правительствăпа пĕр чĕлхе тупайманшăн пăшăрханса калаçрĕç. 2007 çулта кино ÿкерекенсене укçан пулăшма палăртнă, анчах кăштахран саккуна пăрахăçланă. Клубра мар тăк ача садĕнче, шкулта кино кăтартма май тупаççĕ вĕсем.

Чулхулари «КиННо» кино аталанăвĕн фончĕн президенчĕ Денис Лафанов Мускавра çуралнă. Вăл регионсенчи кино ÿкерес ĕçе вăйлатас тĕллев тытнă. Чулхулари киношкул ăнăçлă ĕçленине çирĕплетет. Унта лайăх специалистсене хатĕрлеççĕ. РФ Культура министерствипе, вырăнти чиновниксемпе тĕллевлĕ ĕçлес тĕлĕшпе те план хатĕрленĕ вăл.

«Çавра сĕтел» хушшине пуç­тарăннисем регионти киностудисен союзне йĕркелеме палăртрĕç. Вĕсем пĕр-пĕрин фильмĕсене кăтартма, ĕçтешĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшма шантарчĕç. Ку шухăша фестиваль йĕркелÿçисем ырласа йышăнчĕç. Тĕрлĕ халăх йăли-йĕрки, культури, пурнăçĕ, паллах, кăсăклă пирĕншĕн.

Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕн директорĕн заместителĕ Александр Магарин кинофестиваль программине кĕртнĕ фильмсене сенкер экранпа кăтартма сĕнчĕ. Вĕсем республика кураканĕшĕн интереслĕ. Ку шухăш та килĕшрĕ хăнасене.

5 миллионлăх кинооборудовани

Вулакансене ырă хыпар пĕлтерес килет. Çĕмĕрлери «Восход» культура керменĕ кинематографистсене пулăшакан федераци фончĕн конкурсне хутшăннă. Çавна май вĕсене кинооборудовани туянмашкăн 5 миллион тенкĕ куçарса панă. Тинех Çĕмĕрлесен ĕмĕчĕ çитрĕ. Халĕ вĕсем те пысăк экранпа кино курма пултараççĕ. Кинозал шăпах Чăваш Республикинчи кинофестиваль вăхăтĕнче уçăлчĕ.

Çавнашкалах çак эрнере ачасем валли фильмсем, кино ÿкерни çинчен кино тÿлевсĕр кăтартрĕç. Ăсталăх класĕсене, сумлă çынсемпе тĕлпулăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ.

Кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе çитес номерте паллаштарăпăр.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.