Комментари хушас

26 Çу, 2016

«Çырмара халĕ те фенол шăрши кĕрет»

«1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕ. Ăшă кун. Шкулта урок пырать. Класа директор кĕрсе пĕлтерÿ пачĕ: «Шкул чÿречисене уçма юрамасть. Уроксем хыççăн киле кайăр та çуртри чÿречесене те хупăр». Тăхтав вăхăтĕнче ачасем коридора шавласа тухрĕç. Ун чухне ял çийĕн хура тĕтĕм йăсăрланнине куртăмăр. Ку авари пирки нумай калаçрĕç. Тĕтĕм Çĕмĕрле хули патнелле мар, ялсем еннелле кайрĕ. Ун хыççăн вилнĕ выльăх-чĕрлĕхе грузовиксемпех пуçтарнă теççĕ. Авари пирки шăв-шав çĕклеме тăрăшмарĕç, ун çинчен сахаллăн пĕлнĕ. Çулталăкран çынсем чирлеме, вилме тытăнсан чылайăшĕ Мисчĕрен тарса пĕтрĕ. Никама пăхăнман лаборатори фенола пула усал шыçă аталаннине, мутаци пулнине ун чухнех пĕлтерчĕç», — çапла çырнă форумра Суворова хушаматлăскер. Авари пулнăранпа 20 çул хыçа юлнă. Анчах Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ поселокĕнче пурăнакансем çав куна ĕмĕрне те асран кăларас çук… Ку авари пирки «Иккĕмĕш Чернобыль» теççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.