Комментари хушас

19 Çу, 2016

Лавр çулçи

Вăл организмра пухăннă тăвара ирĕлтерсе кăларма пултарать.

Лавр шĕвекĕ хатĕрлеме 5-6 грамм типĕтнĕ çулçă кирлĕ. Ăна малтан тин вĕретнĕ шыва яраççĕ. Çакна термосра тусан аван, ытларах усă парĕ. 8-12 сехет тытаççĕ, ун хыççăн сăрăхтараççĕ, кунне пĕчĕк сыпкăмпа ĕçеççĕ.

Виçĕ кун сипленеççĕ. Пĕр эрне иртсен сиплев курсне тăсаççĕ. Ун хыççăн 6-8 уйăхран çĕнĕрен пуçлаççĕ. Сипленнĕ чухне çыннăн ÿсен-тăран апачĕ çине куçмалла, пирус туртма, эрех-сăра ĕçме юрамасть.

Ура тарланинчен. Ура тăтăш тарласан тата унран лайăх мар шăршă тухсан 30 лавр çулçи илмелле, вĕретнĕ шыва ямалла, 5-6 минут пĕçермелле, 3-4 сехет лартмалла. Çак шĕвеке ура çунă чух шыва хушма та юрать. Кунсерен усă курмалла, пĕр сеанс 10-15 минута тăсăлма пултарать.

Ырă мар шăршăран. Шăл туни чирлесен çăвартан ырă мар шăршă тухать. Вăхăтра сиплемен стоматит чухне те çапла пулать. Шăрша пĕтерме 5-10 минут лавр çулçи чăмламалла. Апат çимессерен кашнинчех çапла тумалла. Чăмланă хыççăнах çиме, ĕçме тăхтамалла.

Диабетран. Çак чире лавр шĕвекĕпе кăшт çăмăллатма пулать. 10 лавр çулçи çумалла, 3 стакан вĕретнĕ шыва ямалла. Ăна термосра тытсан аванрах. 3 сехетрен шĕвеке лайăх сăрăхтармалла, апат çийиччен 30 минут маларах çур стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ – 2 эрне. Унăн усси юнра сахăр шайĕ чакнинче палăрать.

Куç çинчи урпаран. 3 лавр çулçине авăртса 1 стакан вĕретнĕ шыва ямалла, 15-20 минут тытмалла, чей пек ĕçмелле. Кунне 6-8 ĕçсен тепĕр кунхине урпа çухалать.

Пÿрлешкерен, вĕт шатраран. Лавр ÿт çăвне сахаллатма пулăшать. Кун пек чух шĕвек хатĕрлеме 5 лавр çулçине нумаях мар шур эрехе яраççĕ. Темиçе кунран унпа усă курма юрать.

Шăмă сыппи ыратнăран, ÿт шăтнинчен тата шăнăр туртнинчен. Сиплеме çу хатĕрлеççĕ. 30 гр лавр çулçи илмелле, вĕтетмелле, 200 мл тип çупа хутăштармалла. 10-12 кун тĕттĕм вырăнта лартмалла. Çакăн хыççăн хутăшпа ыратакан вырăнсене сĕрмелле.

Вирус инфекцине пĕтерме. Чирлĕ çын пÿлĕмне дезинфекцилеме усă кураççĕ. Лавр çулçине вĕретнĕ шывра 20 минут тытаççĕ. Унтан шĕвеке урăх савăта яраççĕ, пÿлĕмре лартаççĕ. Ытларах усă кÿме аромалампăпа усă курма юрать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.