18 Çу, 2016
ÇĂМАРТА ШУРРИНЧЕН — ПАХА МАÇ
- Ÿте пĕçертсе ярсан чĕрĕ çăмарта шуррине теркăланă хăмăр хуçалăх супăнĕпе çурмалла хутăштармалла, питĕ лайăх пăтратмалла. Хатĕр маçа йĕтĕн пусма татăкне сĕрмелле, ыратакан тĕле хумалла, çыхăпа çирĕплетмелле. Компреса кунне иккĕ çĕннипе улăштармалла, пĕр талăк та тытма юрать. Маçа холодильникре икĕ талăкран ытла упрамалла мар.
- Рожа аптратсан шыçнă ÿте кăпăшлантарнă çăмарта шурри сĕрмелле. Çиелтен таса пусмапа витмелле, çыхăпа çирĕплетмелле. Компреспах çывăрмалла.
- Вырăнпа выртакан çыннăн ÿт шăтсан вĕретнĕ сивĕ 1 стакан тип çăва чĕрĕ çăмарта шурри хушса лăкамалла. Çак хутăша сиенленнĕ ÿте кунне 3 хут сĕрмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен. Сиплев витĕмне вăйлатма чирлĕ çын выртакан тÿшеке утă е лайăх типĕтнĕ эмел курăкĕсем тултармалла. Кравать айне сывлăша нÿретме савăтпа шыв лартмалла, шыва кашни кунах улăштармалла.
- Çыхăсене туртăнтарсан ыратакан тĕле 1 чĕрĕ çăмарта шуррине 1 апат кашăкĕ çăнăхпа тата 1 чей кашăкĕ спиртпа хутăштарса сĕрмелле. Çăтă бинтламалла, çаплах çĕр каçмалла.
- Пыра вĕри апатпа пĕçертсен 4 апат кашăкĕ тип çăва 2 çăмарта шуррипе хутăштармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.
- Псориазран сиплекен маç. 1 çăмарта шуррине, 1 стакан техника солидолне, 1 апат кашăкĕ пыла, 1 чей кашăкĕ ача кремне, 2 апат кашăкĕ хурăн тикĕтне, 20 грамм аптекăра сутакан кÿкĕрте /порошок серы/ хутăштармалла. Тĕттĕм вырăнта 2-3 кун лартмалла. Сиенленнĕ ÿте сĕрме усă курмалла.
- Чĕркуççи сыпписен артрозĕ тертлентерсен 1 çăмарта шуррине 1 апат кашăкĕ çăнăхпа лăкаса кăпăшлантармалла. Çак хутăша каçхине çывăрма выртас умĕн чирлĕ сыпăсене сĕрмелле, пергамент хучĕпе чĕркемелле, çăм пусмапа çыхмалла. Ирхине чĕркуççисене ăшă шывпа çуса тасатмалла. Процедурăна ыратни иртичченех тумалла.