Комментари хушас

17 Çу, 2016

Тĕп ыйту - ачасен çуллахи канăвĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тата хула округĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен хăшпĕр ертÿçипе ĕнер ирттернĕ канашлу çулла ачасен канăвне йĕркелемелли тата вĕсене сыватмалли кăçалхи тапхăра ача-пăчапа шкул лагерĕсенче еплерех хатĕрленнине тишкернинчен пуçланчĕ.

— Ачасен канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес, пушă вăхăтне усăллă ирттерме май туса парас тĕлĕшпе ĕçлеме ятарласа республикăн ведомствăсен хушшинчи комиссине йĕркеленĕ, — пĕлтерчĕ ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Сергей Димитриев. — Унăн членĕсем сывлăха çирĕплетмелли кампани мĕнлерех пынине тĕрĕслеме районсемпе хуласене çитĕç, вырăнта çав ĕçе пурнăçлакансене йĕркелÿпе методика пулăшăвĕ парĕç. Муниципалитетсен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕсене те туса хунă. Вĕсене тĕрĕслев-надзор органĕсенчен представительсем кĕртнĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ĕçлевпе социаллă хÿтĕлев министерствин сайтĕнче «2016 çулта ачасен канăвне тата сывлăхне çирĕплетесси» баннера уçса асăннă кампанипе çыхăннă информаципе паллашма пултарать. Сывлăха çирĕплетекен, канăва йĕркелекен 504 организацие патшалăх реестрне кĕртнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лагерьсен ĕç-хĕлне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă службăсемпе килĕшÿсем тума манмалла мар терĕ.

Кирлĕ пек кантарма тата сывлăха çирĕплетме кăçал 6-18 çулсенчи 99645 ача /республикăри мĕнпур йышăн 64,5%/, çав шутра çулла 89401-шĕ /89,7%/ валли тивĕçлĕ май тăвасшăн. Нумайăшĕ пушă вăхăта хула тулашĕнчи организацисенче, шкулсен, социаллă учрежденисен çумĕнчи лагерьсенче, палаткăсен «хулисенче», темиçе куна тăсăлакан çулçÿревсенче, экологипе туризм центрĕсенче усăллă ирттерĕ.

Пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 48563 ачана канма, сывлăхне çирĕплетме, вăхăтлăха ĕçе вырнаçма пулăшасшăн. Çÿлте илсе кăтартнă ĕçсене пурнăçламашкăн кăçал 441179,6 пин тенкĕ яма палăртнă.

— Шкул çумĕнчи кану лагерĕсене тытса тăма бюджетран укçа нумай уйăратпăр, — палăртрĕ М.Игнатьев. — Анчах унпа усăллă усă курассишĕн тăрăшаççĕ-и? Ачасене кунне темиçе хут апат çитереççĕ. Воспитани ыйтăвĕсемпе вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти кирлĕ чухлĕ йĕркелемелле. Ачасене шкултан ĕç планĕнче палăртнă вăхăтра çеç киле ямалла.

Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов çуркуннехи тапхăрта йывăç лартас ĕçе еплерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ.

— Хĕрÿ тапхăра агротехникăн чи меллĕ вăхăтĕнче — çу уйăхĕн 6-мĕшĕччен ирттертĕмĕр, — терĕ. — Паянхи кун тĕлне вăрман культурисем хывса 514 гектар çинчи вăрмана çĕнетнĕ. Çав шутра 10 гектарне — комбинацилесе, 29,2 гектар çинчи йывăçсене вăрăран тата тымартан шăтса çитĕнме пулăшатпăр. Вăрмана çĕнетмелли 2016 çулхи çур çулхи тĕллеве ăнăçлă пурнăçларăмăр. Кашни вăрманлăх учрежденийĕ хунав лартмалли плана тултарчĕ. Тĕллев 511 гектарччĕ, 514 гектар çинче лартрăмăр. Атăл леш енчи пушар хыççăнхи çунчăк лаптăкĕсенче йывăç лартма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Патшалăх Канашĕн, министерствăсемпе ведомствăсен сотрудникĕсем, экологин общество организацийĕсен хастарĕсем, волонтерсем, вĕренекенсем — пурĕ 300 çын — хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев министртан тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен çуркунне лартнă хунавсене чĕртессишĕн пĕтĕм ĕçе пурнăçлама ыйтрĕ. Пĕтĕм тĕнчери IX Шупашкар кинофестивальне ирттерме хатĕрленессипе çыхăннă ыйтупа культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Казакова пĕлтерчĕ. Вăл çу уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче пулĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.