Хăнтăрсен йышĕ ÿсет
Вăрманлă Йĕпреç районĕнче Европа хăнтăрĕ çуллен йышланать. 2014 çулта 229-ччĕ, пĕлтĕр — 257.
Икĕ сăлтавне уйăрса палăртатăп. Юлашки çулсенче çак чĕрчун валли апат çителĕклех. Вăрман таврашĕнче çеç мар, ялсен çывăхĕнчи шыв-шур хĕрринче те. Йытă-качкаран, выльăхран хăрамасăрах этем пурăнакан вырăнсенче йăва çавăраççĕ. Пучинкепе Кĕлĕмкасси ялĕсен çывăхĕнчи пĕвесенче чылай çул каялла ĕрчемен. Мĕншĕн тесен çырма-çатрара йывăçсем сахалччĕ. Йышлă выльăх вĕсене çитĕнме памастчĕ.
Тепĕр сăлтавне хатĕрлев предприятийĕсем тир-сăрана йÿнĕлле йышăннăран сунарçăсем хăнтăр тытманнипе çыхăнтаратăп. Вĕсен хисепĕ — республикăри районсен хушшинче чи пысăккисенчен пĕри.
Хăнтăрсем ялсен çывăхĕнче çынсене савăнтараççĕ çеç. Пакшасем вăрман хĕррипе çÿрекенсен кăмăлне çĕклеççĕ. Вĕсен шучĕ Йĕпреçсен республикăри районсенчен чи нумай — 1200. Иртнĕ сунар тапхăрĕнче вăрманта сунарçăсем йышлăн çÿрерĕç: вăрман мулкачне тытрĕç. Вĕсене пĕлтĕр 700 шутларăмăр. Юлашки 2-3 çулта хисепĕ хушăнчĕ.
Пирĕн районта хир сысни те нумай. Иртнĕ çул 245 шута илтĕмĕр. Шартлама сивĕре шăнман шыв-шур пур. Вĕсенче ăтăрсем пурăнаççĕ. Тепĕр чухне Çĕпĕр хир качакисене куратăп та чун савăнать. Ешĕллĕхре пăшисем валли апат çителĕклĕ, çавăнпа лайăх ĕрчеççĕ. Пĕлтĕр 80 пуç шута илтĕмĕр.
Вăрман сăсарĕ — 70, тилĕ — 68, шашкă — 22, сăвăр — 33. Кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăра тискер чĕрчунсене çĕнĕрен шутларăмăр. Ку ĕçе сунарçăсене, çут çанталăк тусĕсене явăçтартăмăр.
Анатолий КАСКОНОВ,
чĕрчун тĕнчин тусĕ.