Комментари хушас

7 Çу, 2016

Арканнă телей

...1945 çул. Хĕл çывхарать. Ял халăхĕ йĕтем çинче авăн çапать. Вăрçă чарăннă пулин те арçынсем таврăнайман-ха. Йывăр аманнисем çеç килнĕ, çавăнпах кĕлтесене ватăсемпе арçын ачасем турттараççĕ. Хĕрарăмсем молотилка умĕнче тăрăшаççĕ: кĕлтесене салатаççĕ, улăма айккинелле турттарса купа тăваççĕ. Сăвăрнă тырра михĕсене тултарса кĕлете хываççĕ.

Лашасем ывăннăран кăштах сывлăш çавăрма чарăннăччĕ кăна, ял енчен пĕр хĕрача чупса килни курăнчĕ. Çинçе сассипе аякранах кăшкăрать хăй:

— Анне, аннеçĕм, Иван кукка таврăннă! Хăрах алли аманнă унăн. Унпа пĕрле майра салтак та килнĕ.

Ара, ку Наçтуç хĕрĕ вĕт. Клавьен чĕри чĕпĕтсе илчĕ. Апла Иван майрапа таврăнчĕ эппин. Çынсем сисиччен айккинерех пăрăнса куççульне шăлчĕ хĕрарăм, вилнĕ упăшкине аса илсе ассăн сывларĕ.

Иванпа Клавье виçĕ çул тус

пулса çÿренĕччĕ. Питĕ ки­лĕ­шÿллĕччĕ вĕсем. Кĕркунне туй туса пĕрлешме те шухăшлатчĕç. Вăтăрмĕш çулсем хыççăн аванрах пурăнакан хресченсене кулаксем тесе пĕтерме тытăнчĕç. Çак усал пулăм Клавье ашшĕне те пырса тиврĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшса хуçалăха тĕреклетнĕшĕн пÿртне, хуралтисене пĕтĕмпех пăсса илсе кайрĕç. Пĕр мунчине çеç хăварчĕç. Кĕлетне те пĕр чухăн урлă укçалла çеç илсе юлчĕ, унран пÿрт туса кĕресшĕнччĕ.

Пĕчĕк мунчара выртса-тăма та çукчĕ. Çавăнпах Клавье тантăшĕ Верук патĕнче çывăрса пурăнатчĕ. Иккĕшĕ çав тери çывăх юлташсемччĕ. Хĕвел тухнă-тухман Клавье ашшĕне пулăшма килне васкатчĕ. «Кулак» тесе йышăннисен çурт тума йывăç е хăма тупма та йывăрччĕ, пур çĕртен те хĕстеретчĕç вĕсене. Çак пысăк инкеке пула Клавьепе Иван çав çул пĕрлешеймерĕç. Вăййа та сахалтарах тухатчĕ вăл. Каярахпа улаха та çÿреме пăрахрĕ. Инкеке пула усалланнă тăван мар ашшĕ ирĕк памастчĕ, хытă тытатчĕ, çилли кăраччĕ.

Çав вăхăтра Верук хăйĕн каччи пур çинчех Иван çумне çыпăçрĕ. Савнийĕнчен уйрăлса килне кĕнĕ пек туса тÿрех Иван патне каçнине куракансем те пулнă. Пĕррехинче Клавье ирпе-ирех килне кайма тухсан тин çеç кĕрекен Верука тĕл пулчĕ. Çав вăхăтра шăпах Ивансен хапхи шатлатса хупăннине, йытти вĕрнине илтрĕ. Ун чухне вăл çакă мĕне пĕлтернине тавçăрма та пултарайман. Ыйăхлăскер килне васкарĕ. Тем вăхăтран ялта «Верук йывăр çын» текен сăмах тухрĕ. Çакна пĕлсен ашшĕ хĕрне çавăтса хăех Иван патне кайса ячĕ, судпа хăратрĕ. Тепĕр эрнерен пĕчĕк туй пекки тусах пĕрлешрĕç çамрăксем.

Ун чухне Клавьен чĕри епле чăтрĕ-ши? Иккĕшĕ ĕмĕр пĕрле юратса пурăнма ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Авлансан Иван хăй те вутри пек ăшаланчĕ. Ачи хăйĕн иккенне те шанмастчĕ. Ара, хĕр пĕр вăхăтрах икĕ каччă пуçне çавăрттарма пултарчĕ-çке. Çавăнпах Иван Клавьене урамра тĕл пулсан та: «Верукпа пурпĕрех пурăнаяс çук эпĕ. Уйрăлатăпах. Кĕт мана», — тетчĕ. «Авлантăн пулсан пĕрлех пурăнăр, ман валли те каччă тупăнĕ-ха», — пăрăнса иртме васкатчĕ хĕр. Клавье илемлĕ те маттур пулнăран унпа калаçас текен каччă сахал пулман, анчах вĕсене Иван хĕр патне çывхартман, сивĕтсех тăнă.

Тепĕр çултан, Çимĕк умĕн, Клавьене Мирун валли çураçрĕç. Уяв çитсен туй турĕç. Иван тем пек вĕткеленсе çÿрерĕ пулин те каччăпа хĕре пĕрлешме чараймарĕ. Клавье туй кунĕнче çав тери хурланчĕ, мĕншĕн тесен ăна мунчаранах илсе кайрĕç — пÿртне туса кĕрейменччĕ.

Çав вăхăталла Верук вилĕ ача çуратрĕ. Клавье качча кайнăран канăçсăрланакан Иван арăмне темиçе хут та кăлара-кăлара ячĕ, лешĕ ашшĕ вăрçнăран каялла пыра-пыра кĕчĕ.

Клавьепе Мирун çав тери килĕштерсе пурăнчĕç. Упăшки питĕ ĕçченччĕ, колхозра бригадирта тăрăшатчĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратрĕç вĕсем.

1941 çул. Арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайрĕç. Ял пушаннăçемĕн пушанчĕ. Мĕнпур йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем çине тиенчĕ. Мируна, бригадир пулнăран, кĕркуннеччен илсе кайманччĕ. Акă унăн та вăхăт çитрĕ. Тухса кайиччен ывăлĕсене йăтса илчĕ те: «Чипер ÿсĕр, ачамсем, аннĕре итлĕр», — терĕ. Сăпкара выртакан пĕчĕк хĕрне питĕнчен чуп турĕ те арăмне ыталарĕ. Пÿртне йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те: «Тен, нумаях та çÿремĕпĕр-ха, таврăнăпăр», — алăка лăпкăн хупса тухса кайрĕ вăл.

Мĕнпурĕ те пĕр çыру çеç илсе курчĕ арăмĕ. Тепĕр çур çултан упăшки çухални çинчен хут килчĕ. Чăт та тÿс, Клавье. Кун пек хыпар чылай киле çитме ĕлкĕрчĕ. Никамăн та, тем пек йывăр пулсан та, нăйкăшса ларма вăхăт çук. Вăрман касмалла, уй-хирти ĕçсене тирпейлемелле. Лашасене фронта янăран вăкăрсене кÿлетчĕç. Района тырă леçме каçа хирĕç тухса кайса тепĕр ирхине çеç таврăнатчĕç. Выçăллă-тутăллă пурăнакан ĕç халăхĕн ăçтан вăй тухнă-ши?

Верук ывăл çуратрĕ. Хăй тăна кĕреймесĕрех вилчĕ. Иван вăрçа тухса кайсан ывăлне аппăшĕ пăхса усрарĕ.

Никама та çăмăл килмерĕ ун чухне. Тинех акă вăрçă чарăнчĕ. Тем чул асаплă пулсан та халăх мире çĕнсе илчĕ-илчех. Анчах çухату та пысăк пулчĕ-çке: 500 киллĕ ялтан 200 ытла салтак фронтран таврăнаймарĕ. Миçе çын шăпине арпаштарса ячĕ-ши вăрçă? Арăмсем — упăшкасăр, ачасем — ашшĕсĕр, хĕрсем савнисĕр юлчĕç.

Çапах чĕрĕ çын малаллах талпăнать. Иванăн майри ялти фельдшерта ĕçлеме пуçларĕ. Фронтри пекех ытларах салтак тумĕпе çÿретчĕ хăй. Иван колхозра бригадирта тăрăшрĕ. Мăшăрĕ Лена, ача çуратманскер, Иван ывăлне пĕрре те юратмасть тетчĕç. Ашшĕ çук чухне апат та çитермен-мĕн. Юрать ашшĕн аппăшĕ çав ачана пăрахмарĕ, ытларах вăл пăхатчĕ ăна. Иван çавăншăн Ленăна пĕрре мар кăларса ярса та пăхрĕ, лешĕ каяллах таврăнатчĕ, ялтан та тухса каймастчĕ. Чирлисемпе те тÿрккесчĕ вăл.

Клавьене тепĕр инкек пырса çапрĕ. Кÿршĕрен тухнă пушар унăн хуçалăхне те пĕтĕмпех кĕллентерчĕ. Аран-аран пĕр пĕчĕкрех пÿрт туса кĕчĕç çапах. Иван çав вăхăта Ленăран çине тăрсах уйрăлчĕ. Клавьене пĕрле пурăнма чĕнчĕ: «Ачасене пĕрле пăхса ÿстерме çăмăлрах пулĕ». «Эсĕ, Иван, çамрăк чухне те хăвăн сăмахна тытаймарăн, мана пăрахса урăх хĕре качча илтĕн, халь текех мана арăму пулма ан та ыйт», — çирĕп пулчĕ хĕрарăм сăмахĕ.

Клавьене пĕрле пурăнма чĕнекен Ивансăр пуçне те татах пулнă. Анчах хăй те тăван мар ашшĕпе çитĕннĕскер ачисене çав пурнăçа кăтартас темерĕ.

Çулсем иртрĕç. Лена тухса кайнă хыççăн яла урăх фельдшер килчĕ. Вăл та Иванăн арăмĕ пулса тăчĕ. Малтанах аванах пурăнчĕç. Крыльцаллă пысăк пÿрт лартрĕç. Ĕлĕкхи лутра çуртсен хушшинче вĕсен мăнаçлăн курăнса ларатчĕ. Арăмĕ урăх арçынсемпе çÿрени çинчен яла сăмах тухрĕ. Ку хыпар районта та сарăлчĕ паллах. Çавăнпах иккĕшĕ те ĕçсĕр тăрса юлчĕç, ĕçке ерчĕç. Пĕр хушăран Çĕпĕре, арăмĕн тăванĕсем патне, тухса кайма шухăшларĕç. Анчах Иван малтан Клавьепе тепĕр хут калаçас терĕ. Йăлăнчĕ, ача пек макăрчĕ, каçару ыйтрĕ. Тăван ялтан тухса каяс килменнине пĕлтерчĕ. «Халь ман ачасем ÿсрĕç ĕнтĕ, мана та арçын текех кирлĕ мар. Эсĕ вара арăмунтан ан юл, пĕрлех кай», — ятласах хуравларĕ хĕрарăм.

Тепĕр кун, çула тухас умĕн, Клавьесен умĕнчен иртнĕ чух, Иван чарăнса тăчĕ, ăна чÿречерен те пулин курасса шанчĕ. Çук, курăнмарĕ хĕрарăм. Вара аллине лаш! сулчĕ те арăмĕ хыççăн йывăррăн утрĕ. Клавье чÿрече айккинчен пăхса ассăн сывласа тăрса юлчĕ. Пĕрремĕш юратăвне пуçласа шеллерĕ вăл. Иккĕшĕн те телей пулмарĕ-çке. Иван çирĕпрех пулнă тăк пурнăç çапла çаврăнса тухмастчĕ пулĕ... Çĕпĕртен каялла килмерĕ вăл. Килĕнче ывăлĕ çемйипе пурăнчĕ.

Клавье тем чухлĕ хуйхă тÿсрĕ пулин те чылай пурăнчĕ. Ачисем ĕçчен те лайăх çынсем пулнишĕн хĕпĕртетчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн панă медалĕсене çавăркаласа пăхса ларнă май çынсен телейне аркатнăшăн Гитлера çав тери вăрçатчĕ.

Çĕр çинче яланах тăнăçлăх хуçалантăрччĕ!

Нина СТЕПАНОВА.

Йĕпреç районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.