Тайма пуç сана, атте!
Вăрçă!.. Мĕн тери хăрушă сăмах! Паянхи кун та ăна илтсен чун-чĕре чиксе ыратать. Мĕн чухлĕ çын пурнăçне вăхăтсăр татман-ши вăл? Асап кăтартнă, çемьесене аркатнă, ачасене тăлăха хăварнă.
Эпир паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пурнăçĕсене, сывлăхĕсене шеллемесĕр çапăçнă салтаксене, тылра çĕнтерĕве çывхартма ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене хурланса та мăнаçланса аса илетпĕр, тав сăмахĕ калатпăр. Мăшăрĕсемпе ачисем, тăванĕсем хăйсене асра тытни салтаксене хăюллă та хастар çапăçма пулăшнă, вăй хушнă.
Манăн вара вулакана аттепе, Канаш районĕнчи Анат Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Мирон Сергеевич Сергеевпа, паллаштарас килет.
Атте 1913 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Канашри чукун çул деповĕнче ĕçленĕ. Каярахпа çемье Йĕпреç районĕнчи Костер поселокне пурăнма куçнă. 1936 çулхи авăн уйăхĕнче ăна çара илсе кайнă. Унта 1938 çулхи раштав уйăхĕччен чукун çул çинче пăравус машинисчĕн пулăшаканĕ пулса хĕсметре тăнă.
Хаяр вăрçă тапрансан çемьерен тÿрех иккĕн - аслă ывăлĕ Иван тата вăталăххи Мирон - фронта тухса кайнă. Иван Сергеевич 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчех алла пăшал тытнă. Шел, унăн кун-çулĕ кĕске пулнă. Çак çулах, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче, вăл йывăр аманса вилнине пĕлтерекен хут илнĕ çемье.
Çак çулах çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара Мирон Сергеевича та вăрçа ăсатнă. Вăл 12-мĕш прожектор полкне лекнĕ. 1942 çулхи кăрлач-раштав уйăхĕсенче 1079-мĕш зенит-артиллери полкĕнче пулнă. Унтан 1945 çулхи авăн уйăхĕччен 8-мĕш гварди çарĕнчи 23-мĕш çар ротинче тăнă. Берлина çитнĕ. Рейхстага илнĕ çĕре хутшăннă, унăн стени çине хăйĕн ятне-шывне çырса хăварнă. Сталинградшăн пынă çапăçура контузи илнĕ. 1945 çулхи авăн уйăхĕнче киле таврăннă.
Вăрçă çулĕсенче аттен такам та пулма тÿр килнĕ: прожекторист, наводчик, телефонист-сăнавçă... Шаннă ĕçе пур çĕрте те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă вăл, дисциплинăна çирĕп пăхăннă, яланах малти ретре пулнă, паттăррăн çапăçнă. Зенит çарĕн çыхăну линийĕсене хăй тĕрĕсленĕ. Ковель хулишĕн тата 1945 çулхи Висла юханшывĕн сулахай çыранĕшĕн пынă çапăçусенче Мирон Сергеев кĕçĕн сержант кăнтăрла та, çĕрле те сывлăшри сăнав çыхăну çарĕн посчĕсене çыхăнупа тивĕçтернĕ.
Тăван çĕршывшăн пынă юнлă вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Мирон Сергеева «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Хастарлăхшăн» медальсемпе Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă.
Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Кунта та пирĕн атте малтисен ретĕнче тăрăшнă. Колхоз председателĕ, платник... - пĕр ĕçрен те ÿркенмен, парăнман. Хуçалăха çирĕп тытса тăнă. Анне, Мария Степановна Степанова, колхоз утарĕнче тăрăшнă. Вĕллесене атте хăй ăсталанăччĕ.
Вăрçă суранĕсем ăна канăç паман. Сывлăхĕ хавшанă май юлашки çулсенче конюха куçрĕ. Унта нумай ĕçлеймерĕ, 57 çултах йывăр чирлесе пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анне ултă ачапа тăрса юлчĕ. Çемье пуçĕ кĕçĕннисене ура çине тăратма ĕлкĕреймерĕ.
Эпир аттепе чăннипех мухтанатпăр, мăнаçланатпăр! Унăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ ачисемшĕн кăна мар, мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрĕ. Вăл пире тăван çĕре юратма, хисеплеме, унпа мăнаçланма вĕрентнĕ, çĕршыва тивĕçлĕ çын пулса ÿсме пулăшнă.
Тайма пуç сана, атте! Эпир санпа тивĕçлипех мухтанатпăр!
Лариса СЕРГЕЕВА.