Комментари хушас

30 Ака, 2016

Инкекрен сыхланасчĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççейре пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 367 çул çитет. Çак тата ытти сăлтава тĕпе хурса юнкун Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов журналистсемпе тĕл пулчĕ.

Малтанах генерал-майор пушар хăрушсăрлăхĕн республикăри лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне район-хулара «хĕрлĕ автан» 269 хутчен алхаснă /пĕлтĕр — 320/. Вĕсенче пурĕ 36 çын пурнăçĕ татăлнă /пĕлтĕр — 48/, 36-шĕ аманнă.

— Пушар шучĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах. 36 çынран 13-шĕ ÿсĕр пулни шухăшлаттарать. Чылай чухне пушар сăлтавĕсем пирки калаçатпăр. Вĕсем ытларах хăш вăхăтра тухнине кăçалччен нихăçан та тишкерменччĕ. Çакă палăрчĕ: канмалли кунсенче, уйрăмах шăматкун /48 пушар/ ытларах ĕçлеме тивет. Нумай чухне çĕрле 12-рен пуçласа 2 сехетчен хыпса илет çулăм. Çынсем вырсарникун тата тунтикун ытларах вилеççĕ, — халиччен каламан кăтартусемпе паллаштарчĕ Станислав Юрьевич.

Элĕк, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсем — чи çунаканнисем. Кунта вилнисен йышĕ те пĕлтĕрхинчен ытларах.

«Хĕрлĕ автан» яланхиллех электрооборудование тĕрĕс ĕçлеттерменрен, кăмакасене нормăпа килĕшÿллĕн вырнаçтарманран тухать. Çак икĕ сăлтав яланах малта. Çулăмпа хăрушсăрлăха тивĕçтермесĕр усă курни те — вĕсен йышĕнчех. Пирус туртни те, çÿп-çап çунтарни те, ачасем алхасни те инкек кÿрет. Автотранспорт çунни те тĕл пулать.

— Ĕнер кăна çулăмпа асăрханса усă курмаллине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх пулчĕ. Шупашкарта 16 хутлă çурт çĕнĕ тăрри çуннине нумай çын курчĕ. Строительсем çулăмпа хăрушсăрлăх нормине тивĕçтермесĕр ĕçленĕрен çăмăллăн çунакан строительство материалĕ хыпса илнĕ. Кун пирки систерме шăнкăравлакан нумайăн пулнă — çакă лайăх та. Граждан тивĕçне пурнăçлать-çке вăл, — терĕ Станислав Антонов.

Çанталăк уяртнă-ăшăтнă май пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăр çывхарать. Юлашки 5 çулта вăрмансенче пушар тухнă 9 тĕслĕхе шута илнĕ, хăрушлăха лекекен вырăнсене те палăртнă. Кунашкаллисен йышне республикăри 12 ял, сад пĕр пĕрлешĕвĕ, ача-пăчан сывлăхне çирĕплетмелли 4 лагерĕ тата кану 14 бази кĕнĕ. Тĕплĕ тĕрĕслев вĕсем çурхи-çуллахи тапхăра хатĕррине палăртнă.

— Вăрманта пушар тухас тăк унта еплерех ĕçлемелли паллă. Планпа килĕшÿллĕн, 866 çынран тăракан ушкăн хатĕр. 240 техника единици вĕсен аллинче. Ушкăн çирĕп те вăйлă темелле.

Çак кунсенче МЧС тытăмĕнче Раççейĕпех вĕренÿ иртнине те каламалла. Республикăри çăлавçăсем те ейÿ тапхăрĕнче, вăрманта пушар тухсан еплерех ĕçлемеллине, вăл ял çине куçсан халăха мĕнле пулăшмаллине тĕплĕ тишкернĕ, çирĕп вĕрентÿсем ирттернĕ.

Инкек ан пултăр тесен, паллах, чи малтан хамăрăн асăрхануллă пулмалла. Хăрушсăрлăх нормисене пăхăнмалла. Йĕри-таврари типĕ курăк-çулçа пуçтармалла, кăвайт тавра çĕр чавмалла. Витрепе шыв та лартмалла. Торфлă çĕр çинче кăвайт чĕртме юрамасть паллах. Вăрманта йывăç айĕнче çулăм тивертмелле мар. Чылай чухне çуртсем çине çÿп-çап çунтарнă кăвайтран хĕлхем вĕçет. Çавăнпах ку ĕçе пуçтарăнсан çулăма хуралтă таврашĕнчен чылай аякра пурнăçламалла.

Пресс-конференцие вĕçленĕ май Станислав Юрьевич пурне те паян Хĕрлĕ тÿремре иртекен «Хăрушсăрлăх кунне» пĕрле уявлама чĕнчĕ. Çавăн пекех çак кунсенче Наци музейĕнче пушарнăйсен тумтирне, ĕç хатĕрне курма пулать. Чăваш тĕррин музейĕнче вара республикăри МЧС тытăмĕнче тăрăшакансен пултарулăх ĕçĕсемпе паллашма май пур.

Татьяна НАУМОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.