Комментари хушас

21 Пуш, 2014

Пуç мимине ĕçлеттермелле

Вăхăт çитмесĕр ватăлас мар, ăспа-тăнпах çÿрес тесен пуç мимине тăтăшах ĕçлеттермелле. Мĕнле майпа-и; Кăсăклă кĕнеке вуланинчен пуçласа пуç ватмăшсен тупсăмне шырани, ют чĕлхе вĕренни таранах. Çаксем тимлĕхе ÿстернипе пĕрлех ас тăвăма лайăхлатма, пуç мимине çирĕплетме кирлĕ. Ку таранччен çÿç турине сылтăм алăпа тытнă пулсан халĕ сулахаййипе тураса пăхăр. Шăл тасатнă чух та çаплах тăвăр. Паллах, çăмăлах пулмĕ, анчах ку таранччен пăлахая пенĕ пуç мимин иккĕмĕш çуррине те ĕçлеттерни хăвăршăн çеç усăллăрах пулĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх. Апата куçа хупса çисе пăхăр, çимĕçĕн тутине, шăршине май пур таран лайăхрах туйма тăрăшăр.

Ал айне лекнĕ кирек мĕнле япалана илĕр. Ăна сăнласа пама мĕнле япала ячĕсемпе усă курма пулать; Миçе сăмах тупаятăр; Ансат пек туйăнакан çак ĕç ас тăвăма, тимлĕхе, тавра курăма ÿстерме пулăшĕ.

Аслă ăру çыннисен сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, вăхăтра çывăрмалла, тĕрĕс апатланмалла, уçă сывлăшра çÿремелле.

Ирина Голикова, терапевт.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.