Комментари хушас

8 Ака, 2016

Пысăк çĕршывăн пĕчĕк бизнесĕ

Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн пĕтĕмĕшле сăнавĕ Раççейре юлашки хут 2010 çулта пулнă. Халĕ авă черетли пуçланчĕ: иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче вăй илнĕскер кăçалхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен тăсăлать. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ çакнашкал мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттерни предпринимательлĕхĕн халăх хуçалăхĕнчи пĕлтерĕшне уçăмлатать, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем предприятисене экономикăри пĕрлехи кăтартусем енĕпе квалификацилессине тĕрĕс палăртма май параççĕ.

Раççейре паян влаçăн мĕнпур шайĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕревлемелли пирки калаçаççĕ. Анчах çакна пурнăçа кĕртмешкĕн патшалăхăн унăн ĕçĕ-хĕлĕ, ресурс хăвачĕ пирки пĕлмелле. Сăнав экономикăн пĕлтерĕшлĕ секторне пулăшупа эффективлă та ятран тивĕçтерме май парĕ.

Унсăр пуçне çырав бизнесшăн та усăллă: хăш производствăна кÿлĕнмеллине, регионти, муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи халăх мĕнле пулăшăва ытларах ыйтнине кăтартать. Харпăр хăй ĕçне тин йĕркеленĕ предприниматель чылай чухне информаци выçлăхне лекет: суйласа илнĕ тытăм енĕпе вăй хуракан пурри-çуккине пĕлмест. Сăнав кăтартăвĕсене тĕпе хурса çынсене чăннипех кирлĕ ĕçе суйласа илме, инвестицисене эффективлă хывма, конкуренци рынокне хаклама тата ыттине пĕлме май килет. Информаци ресурсĕ çĕршыври, регионти пĕчĕк тата вăтам бизнес лару-тăрăвне кăна мар, муниципалитетрине те сăнлакан пĕртен-пĕр çăлкуç пулса тăрать.

Пирĕн республикăра регистрациленнĕ 50 пин ытла пĕчĕк тата микропредприятин, уйрăм предпринимателĕн кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен статистика органĕсене отчет памаллаччĕ. Пĕтĕмĕшле сăнава федерацин 2007 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çинчен» 209-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн бизнес пĕрлĕхĕн çыннисен, хуçалăх субъекчĕ 2015 çулта ĕçлени-ĕçлеменнине пăхмасăр, пурин те хутшăнмалла, вăхăтра отчет памалла пулнă. Яваплăхран пăрăнакансене администраци енĕпе явап тыттараççĕ: должноçри çынсене — 10-20 пин, юридици сăпатĕнче тăракансене 20-70 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

Отчета чылайăшĕ электронлă мелпе çыхăну операторĕсем урлă е «web-сбор» тытăмĕпе янă, е çырнă формăна Чăвашстата çитернĕ.

Куçăм тĕлĕшĕнчен, татăклă йышăнусем тăвас, территорипе хутлăхри мобильлĕх енĕпе пуçаруллă пулни пĕчĕк бизнеса экономикăн уйрăлми пайĕ туса хурать. Чăваш Енри унăн регионти пĕтĕмĕшле продукци туса кăларассинчи тÿпи 31 процентпа танлашать, ĕç вырăнĕсен 40 проценчĕ унăн шутланать, вăл общество апатланăвĕн çаврăнăшĕн — 77, курттăм суту-илĕвĕн — 74, вак суту-илĕвĕн 49 проценчĕпе тивĕçтерет. Асăннă тытăм строительствăпа монтаж ĕçĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 74 процентне пурнăçлать, тĕп капитала инвестицисен 46 процентне хывать. Пĕчĕк предприятисемпе уйрăм предпринимательсем промышленноçăн пахалăхлă продукцине кăлараççĕ, кашни пиллĕкмĕш çăкăра пĕçереççĕ, кашни иккĕмĕш курткăна çĕлеççĕ, сĕтĕн — 20, минерал шывĕн 40 процентне, атă-пушмакăн 65 процентне туса кăлараççĕ. Пĕчĕк бизнес — йывăç материалсен тĕп хатĕрлевçи, чÿречепе алăк, сĕтел-пукан ăсталаканĕ, кĕнеке-брошюра пичетлекенĕ.

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ирттерекен пĕтĕмĕшле статистика сăнавне тăвас ыйтупа иркеленĕ брифингра Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова асăннă тытăм тÿпипе паллаштарнипе пĕрлех федераци шайĕнчи мероприятин тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Вăл палăртнă тăрăх — бизнес-пĕрлĕх предприятийĕсен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ отчет панă ĕнтĕ: Çĕмĕрле хулинче, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Элĕк районĕсенче вырнаçнисем кăтартусене маларах çитернĕ. Предпринимательсен пысăк йышĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннине тĕпе хурса патшалăх статистика службин специалисчĕсем отчетсене вырăна тухса йышăнассине йĕркеленĕ.

Çырав тĕллевĕ — предпринимательлĕхе кÿлĕннĕ хастарсене хăйсен хутлăхĕнче тивĕçлĕ вырăн тупма май туса парасси те.

Эльвира Максимова çирĕплетнĕ тăрăх — сăнав кăтартăвĕсене персонификацилемеççĕ. Уйрăм предприятин производствин çитĕнĕвĕсемпе интересленмест статистика служби, тĕллев — республикăри бизнес ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пĕтĕмĕшле информаци пухасси.

Тĕлпулăва пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем те хутшăнчĕç.

Чăвашстат ертÿçи журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май бизнес-çыравăн малтанхи кăтартăвĕсем кăçалхи тăваттăмĕш кварталта паллă пулассине, çитес çулхи çулла тулли пĕтĕмлетÿсене хатĕрлесе çитерессине пĕлтерчĕ.

Валентина ИЛЬИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.