Комментари хушас

8 Ака, 2016

Тĕп тĕллев - çынсен пурнăçне лайăхлатасси

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕнче ĕнер ĕçлĕ лару-тăру хуçаланчĕ. Кун йĕркинче — 25 ыйту, çапах тĕпре, паллах, республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительствин 2015 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

Президиумри, трибуна çинчи микрофонсем чăхăмланăшăн ĕнер куншăн яваплисем сăмах тивнипе кăна хăтăлса юлаймарĕçех-тĕр, çапах техникăпа çыхăннă кăлтăксем доклад тăвакана чăрмантармарĕç — микрофонсăр та зал илтмелле калаçма пултарать. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне çĕршыври пĕтĕмĕшле лару-тăру çăмăл маррине палăртнинчен пуçларĕ. Çакăн витĕмĕ, паллах, Чăваш Енре те сисĕнет. Апла пулин те иртнĕ çул республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 44,4 млрд тенкĕпе танлашнă, ăна туллин пурнăçланă. Хамăрăн 29,2 млрд тенке çитнĕ тупăшсем хушăнса пыни уйрăмах кăмăллă.

Михаил Васильевич Чăваш Енри предприятисем паян хăйсен продукцине чикĕ леш енне те нумай ăсатнине кăмăллăн палăртрĕ. Пестицидсем, водород перекиçĕ, электротехника, «АККОНД» канфечĕсем тата ыт.те — пирĕн предприятисем хăйсен продукцине тĕнчери 85 çĕршыва сутаççĕ. Çĕнĕ производствăсем уçăлни — ырă пулăм. Хĕвел батарейисем, жгут-проводсем, силиконакрил эмельсем, керамика изделийĕсем... — çĕнĕ продукци списокĕ çакăнпа кăна вĕçленмест. Предприятисем производствăна аталантараççĕ. «АККОНД» юнашарах çĕнĕ фабрика хута ярасшăн, «Юрма» производствăна çĕнетнĕ, «Оль­деевская» агрофирма теплицăсене реконструкцилет, «Çеçпĕл» предприятие Шупашкар районĕнче çĕнĕ завод тума 9,5 гектар çĕр уйăрса панă.

Çапах хăшпĕр предприятире йывăрлăх пуррине кура /сăмах «Трактор завочĕсем» пирки пырать-тĕр/ Михаил Игнатьев республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ 7% çитме пултарас хăрушлăх пуррине пытармарĕ: пирĕн ĕç-пуç çакнашкал япăх сценарипе аталанасран сыхланса пĕтĕмпех тумалла.

Агропромышленноç комплексĕ пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çитĕнÿсем пирки кăна мар. Усă курман çĕрсен лаптăкĕ çав-çавах пысăк-ха — «кашни гектара çаврăнăша кĕртмелле». Михаил Васильевич шухăшĕпе — Чăваш Енре сĕт туса илес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли майсем анлă. Сĕт — ялти яланах укçа кÿрекен çăлкуç. Раççейре сĕт дефицичĕ 8 млн тоннăпа танлашнине шута илсен ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле. Хальлĕхе вара республикăра кашни ĕнерен илекен вăтам сăвăм 4860 кг танлашать. Сакăр район 5 пинлĕ чикĕ урлă каçнă. Пилĕк хуçалăхра вара кашни ĕнерен 7 пин кг ытла сĕт сăваççĕ иккен. Вĕсемпе мăнаçланса ЧР Пуçлăхĕ кашнинех ятран асăнчĕ: «Асаново», «Ольдеевская», «Новый путь», «Ленинская искра», «Победа».

Çулсем тăвасси, вĕсене юсасси çине те алă сулман. Цифрăсем асăннă май Михаил Васильевич юлашки вăхăтра республикăри çулсем япăхланнин сăлтавĕ çинче те чарăнса тăчĕ: «Кăçалхи хĕлле температура улшăнăвĕ — минусран плюса çаврăнни — 21 хут пулнă. Çавна май çулсем сиенленнĕ. Регламентпа килĕшÿллĕн вăхăтра юсаман çулсем уйрăмах япăх. Вăйра тăракан стандартсем — совет саманинчен юлнисемех. Усă куракан технологисем çанталăк çапла улшăнса тăнине тивĕçтермеççĕ. Эппин, çĕнĕ технологисем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлеççĕ, анчах ку çулсем тăвассине татах хаклатĕ».

Çурт-йĕр тăвасси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, демографипе çыхăннă ырă туртăмсем, Чăваш Ен спортсменĕсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командисенчи йышĕ ÿссе пыни, туризм — докладра пĕр тема та сиксе юлмарĕ. Çапах коррупци пирки Михаил Васильевич пусăм туса калаçу пуçарчĕ. Коррупципе çыхăннă преступленисен шучĕ пĕлтĕр 30% чакнă, хыснана «çухалнă» 500 млн тенке тавăрса панă. Апла пулин те ку Михаил Игнатьева тивĕçтермест: «Интерессен хирĕçтăрăвĕнчен сыхланасси, муниципалитетсен тата патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туяннă, çĕр лаптăкĕсем панă чух «откат» илессипе кĕрешесси, коррупционерсем хăйсен пурлăхĕпе явап тытмалли мерăсем йышăнасси — çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем». Ку темăна асăрхаттарнăн вĕçлерĕ: «Влаç органĕсен должноçри çыннисен коррупцишĕн явап тытма тивессине пĕлсе тăмалла».

Доклада вăл влаçăн тĕп тĕллевне çынсен пурнăçне лайăхлатассинче курнине аса илтернипе вĕçлерĕ.

Регламентпа килĕшÿллĕн парламентри кашни фракцирен темиçешер ыйту пачĕç. Тĕп оппозиционерсенчен пĕрне, сăмахран, республика аталанăвĕ мар, пачах урăххи интереслентерет пулас. Вăл Михаил Игнатьев пĕлтĕр Мордови пуçлăхĕпе тĕл пулмашкăн камăн вертолечĕпе вĕçнипе кăсăкланчĕ. Михаил Васильевич «эпĕ машинăпа çÿретĕп, те­пĕр чух — çуран. Сирĕн эпĕ вертолетпа вĕçнине ĕнентермелли материалсем пур-тăк — тархасшăн, тĕпчĕр» тесе хуравларĕ-ха, анчах депутатсенчен чылайăшĕ шавласа кайрĕ — «кунашкал ыйту килĕшÿсĕр, сессире сÿтсе явакан темăпа çыхăнман» тесе шуррине хура пек кăтартма тăрăшакан парламентарие вырăна лартрĕç.

Дмитрий Евсеев депутат тĕп хулари темиçе предприяти шăпипе интересленчĕ — Михаил Игнатьев кашнин пирки хăйĕн шухăшне каларĕ. «Коммуналлă технологисене» илес-тĕк — «унăн малашлăхне курмастăп. Уйрăм çын компанийĕ — уголовлă ĕç те пулчĕ. Тĕп хулари сетьсене ăна вун-вун çуллăха арендăна панă — пирĕн витĕм кÿмелли мел сахал». «Чăвашавтодор» пирки çапла каларĕ: «Ăна уйрăм çын туянчĕ, кайран каялла турĕç. Директор тĕлĕшпе ыйтусем пулнăччĕ — уголовлă майпа явап тытрĕ. Ку предприятие патшалăх харпăрлăхĕнче тытнин уссине курмастăп — сутлăха кăларăпăр». «Чăвашавтотрансри» ĕç-пуç та çăмăл мар: «Паян республикăра пассажирсене илсе çÿрес тĕлĕшпе çивĕчлĕх çук. Анчах хăй вăхăтĕнче тупăшлă мĕнпур маршрута уйрăм предпринимательсене панă, «Чăвашавтотранс» валли вара тăкаклисем кăна юлнă. Халĕ унта — çĕнĕ ертÿçĕ, лару-тăру лайăхланасса шанатпăр».

Олег Николаев эсер хăйне Чăваш Енре мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакнăшăн айăплама пăхнине те Михаил Васильевич татăклăн хуравларĕ: «Ку темăна политикăпа çыхăнтарма юрамасть. 90-мĕш çулсенче ял хуçалăх темине политикăпа çыхăнтарнă та — сĕтсĕр юлтăмăр. Турра шĕкĕр, республикăра сĕт пур. Ĕне усрасси вăрахлăх инвестицисем ыйтать — çакна шута илмелле. Тепĕр енчен, калăпăр, РФ Президенчĕн указĕсене пурнăçласа ялсенчи бюджетниксен шалăвне пысăклатрăмăр — тупăш хушăннă май вĕсем ĕне усрама пăрахрĕç».

Çĕнĕ Шупашкарти пуçлăхсен шалăвĕпе çыхăннă ыйтăва вара Михаил Васильевич тĕп­лĕ тĕрĕслеме шантарчĕ. Депутатсенчен пĕри каланă тăрăх — унти «Коммуналлă сетьсем» МУП гендиректорĕ 170-180 пин тенкĕ ĕç укçи илет, унăн заместителĕ — 140 пин. ЖКХри УК ертÿçин Осановăн — 100 пин... «Эпĕ çакна пĕлмен — тĕпчĕпĕр, эсир калани тĕрĕсех пулсан мерăсем йышăнăпăр, — терĕ Михаил Васильевич. — Эпир çирĕплетнĕччĕ: ертÿçĕ шалăвĕ ĕçлекенсен пĕтĕм йышĕн вăтам ĕç укçинчен 3-6 хутран ытла пулмалла мар. Тата — нимĕнле «ылтăн парашют» та!» Республикăри вăтам ĕç укçине илес-тĕк — «вăл Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи пĕчĕкки тени тĕрĕс мар», «чăнах та, пысăк тееймĕн, анчах ку пирĕн углеводородсем — нефть, газ — çуккипе те çыхăннă. Тĕллев — вăтам шалу виçине пултарнă таран ÿстерсе пырасси».

Парламент отчета ырларĕ те — малалла ĕçлерĕ. Кун йĕркинче — ЧР Конституцине, республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан, ытти саккун проекчĕсем. Ытларахăшне Министрсен Кабинечĕ сĕннĕ, вĕсене Правительство ларăвĕнче тишкернине эпир тĕплĕ çутатнă та — тепĕр хут каласа пани кирлех мар-тăр. Сăмах май, сесси ĕнер кăшт пĕчĕкленнĕ йышпа ĕçлерĕ. Анатолий Князев ĕç тăвакан влаç тытăмне куçнă май /вăл халь Коми Республикин ял хуçалăх министрĕ/ депутат полномочийĕсене вĕçлеме ыйтса çырнă — парламентарисем ăна тивĕçтерчĕç. Хăй залра çук пулин те Юрий Попов ăна ПКри ĕçшĕн тав турĕ, депутатсем алă çупрĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.