Ирхи купăста калчи ÿстеретпĕр
Ăна /çав шутра чечеклĕ купăстапа брокколие те/ ăшăтакан теплицăсемпе парниксенче, пÿлĕмре ÿстереççĕ.
Вăрлăх хатĕрлесси. Ирхи купăста вăррине пуш /март/ уйăхĕн варринче хатĕрлеççĕ. Малтанах нумай вăрă акма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен хăш-пĕр сорт харăс ÿссе çитĕнет. Чи виçелли вăл – икĕ ăстрăмпа, 5-10 кун сиктерсе акни. Ун пек чух купăстапа çуллахи вăхăтра нумай вăхăт усă курма пулать.
Калча валли пĕр пек виçепе торф, хăйăр, çерем тăпри илмелле. Ăна вĕри шывпа икĕ хут пĕрĕхсе дезинфекцилесен аван. Çакăн валли 1 процентлă марганцовка шывĕпе усă курма юрать. Тăпрана çĕрĕк тăпри е компост хушма кирлĕ мар, çакă калчана хура туна чирĕпе чирлеттерме пултарать.
Ешчĕк е контейнер тарăн пулмалла мар – 3-4 см çÿллĕш пулсан çителĕклĕ. Вăрăсене пĕр-пĕринчен 3 сантиметртан тунă 1 см тарăнăш касăсене 1 см хăварса акмалла. Тăпрана хупланă хыççăн кăштах пусăрăнтармалла. Çиелтен пленкăпа хупламалла. Ешчĕксене куллен уçăлтарсан аван. 20-22 градус ăшăра калча 3-5 кунран шăтса тухать. Тепĕр 8-10 кунран вăрă çулçисем лайăх аталанасан калчасене пĕчĕк стакансене е чÿлмексене куçарса лартмалла /пикировка тумалла/.
Калчана пăхса ÿстересси. Чи кирли вăл –температурăна лайăх йĕркелесси. Меллĕ пулмашкăн пĕчĕк чÿлмексене çÿллĕ мар ешчĕксем çине лартса çутă çителĕклĕ лекекен чÿрече анине вырнаçтарма юрать. Малтанхи 2-3 кун температурăна 17-18 градус тытмалла. Каярахпа, калчасем лайăх чĕрĕлсен температурăна кăштах чакармалла, кăнтăрла 13-14, çĕрле 10-12 градус пулсан аван.
Калчана 18-20 градус ăшă шывпа тăпра типнине кура шăвармалла. Ытлашши ÿссе каясран уçă вырăна куçарса лартас умĕн пĕр эрне малтан шăварма пăрахмалла.
Икĕ хутчен апатлантармалла, пикировка тунă хыççăн пĕр эрнерен, унтан йăран çине куçарса лартас умĕн тепĕр эрне маларах. Çакна валли минерал удобренийĕсемпе усă курмалла/ вĕсем сутлăхра пур/.
Пĕрремĕш чăн-чăн çулçăсем тухсан калчана пиçĕхтерме тытăнмалла. Ăна сулхăн температурăпа /4-5 градус ăшăра/ кăна мар, вăйлă çутăпа та пиçĕхтермелле. Çакна валли ăна пÿлĕмрен тула, уçă çĕре илсе тухмалла. Вăл парникра е теплицăра ÿсет тăк пленка хĕррине уçса уçăлтармалла. Унсăрăн калча ытлашши тăсăлса каять.
Хура туна чирĕпе чирлесрен асăрханмалла. Калчасен аялти туни хуралать, ÿсен-тăран шанать, хăрать тăк пĕлсех тăрăр, сирĕн калча хура туна чирĕпе /черная ножка/ чирлет. Çакна асăрхасанах чирлĕ калчасене майĕпен кăларăр, ыттисене марганцовка шĕвекĕпе /10 литр шыва 3-5 грамм/ шăварăр, каярахпа каштах вăхăт шăвармалла мар, сиенленнĕ лаптăкари тăпрана кĕл е вĕтетнĕ кăмрăк сапăр.
Уçă вырăна куçарса лартмалли вăхăт тĕлне /ака /апрель/ уйăхĕн вĕçĕнче - çу /май/ пуçламăшĕнче/ калча 18-20 см çÿллĕш, 5-6 çулçăллă пулмалла.
Чи кирлĕ саманта шута илме ан манăр, калчасем сăмсаланма пуçласанах ешчĕксене сулхăн, çутă çĕре /7-8 градусран ăшă мар/ çĕре вырнаçтарăр. Унсăрăн калча тÿрех тăсăлса каять. Пÿлĕмре ÿстернĕ чух чÿрече çинчи ешчĕксене пленкăпа хупласа хăйне евĕр сулхăн пĕчĕк парник йĕркелеме тăрăшăр.