Комментари хушас

7 Ака, 2016

Чыса Мускавра хÿтĕленĕ

Çут çанталăка сыхлас, шкул ачисене пĕчĕкрен ăна упрама вĕрентес тĕллевпе республикăра та, Раççейре те тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ.

Шупашкарти «Еткер» центр шкул ачисем хушшинче çут çанталăкри пулăмсене сăнассипе конкурс йĕркеленĕ. Çакăнта Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекен Сергей Охтеров çĕнтерме пултарнă. Мускава ярса панă 333 ĕçрен хÿтĕлеме 142 автора хăйсене чĕнсе илнĕ.

Раççейри хĕрĕх тăхăр тăрăхран 119 вĕренекен килсе çитнĕ. Сергей Охтеров шкулти биологипе хими вĕрентекен Валентина Вячеславовна Константинова пулăшнипе «Влияние речного бобра на экосистемы малых рек» ятлă тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Чăваш ачин ĕçне сумлă комисси 35,6 балпа хакланă. Вăл тăваттăмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Сергей сертификат тата асăнмалăх медаль илме тивĕçнĕ.

Конкурса хутшăннисене Мускаври Никулин ячĕллĕ цирка илсе кайнă, вĕсем Пĕтĕм Раççейри выставкăна çитсе курнă.

Мускавра пĕрремĕш хутчен пулса курнă арçын ачан ĕмĕрлĕхех асра юлмалли самант темĕн чухлех пулнă.

— Хĕрлĕ площадьре, Мавзолейра, истори музейĕнче, Василий Блаженов храмĕнче пулса курни нихăçан та асран тухас çук, — тет маттур вĕренекен. — Кремль куранчĕсем еплерех янранине, вĕсене пĕрремĕш хутчен илтнине епле манăн!

Валентина Константиновна вĕрентекен çулçÿреве кайма спонсорла пулăшу панăшăн район депутатне Роман Николаевич Малова тата Валентина Михайловна Петрова предпринимателе чĕререн тав тăвать.

Галина ЗОТОВА.

Етĕрне районĕ,

Пĕрçырлан шкулĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.