Комментари хушас

7 Ака, 2016

Çемье пурнăçĕ чечек пекех

Арçын тата хĕрарăм... Вĕсен хушшинче пулса иртекен вăрттăн ыйтусем тавра уççăн калаçма Михаил Сергеев сексологпа тĕл пултăмăр. Михаил Петрович — психотерапевт, суд психиатрийĕн эксперчĕ, медицина наукисен кандидачĕ.

Хĕрарăм хăйне ачашлаттарасшăн

— Сирĕн пата мĕнле нушапа ытларах килеççĕ?

— Арçынсене ар вăйĕ чакни, эрекци ĕçĕ пăсăлни, вăрлăх хăвăрт юхса тухни пăшăрхантарать, хĕрарăмсене — савăшура киленÿ туйманни. Çавсене пула çемьере пăтăрмахсем час-часах тухаççĕ. Арçын лайăх кансан, сывлăха çирĕплетсе тăрсан ар вăйне йĕркене кĕртме пултарать тĕк хĕрарăма хăйĕн ыйтăвне татмашкăн çăмăлах мар.

«Пултарулăхĕнче» иккĕленсен арçынсем кăсăклантаракан ыйту хуравне Интернетра шырама тытăнаççĕ. Анчах унта пĕр-пĕрне хирĕçлекен информаци чылай. Савăшу ăнăçсăр вĕçленсен, унаш­кал­ли пĕр хут çеç пулсан та, арçын йывăра илсе кулянать, сипленме васкать. Татти-сыпписĕр йăтăнакан реклама та арçынсене сисчĕвлентерет: 40-рен иртсен ар вăйĕ чакать, чылайăшне простатит çулăхать. Тепĕр чухне уролог патне йăнăшпа лекекенсем те пур. Тухтăр вăраха кайнă простатитран сиплеме тытăнать. Тĕрĕссипе пациентăн — шиклĕх синдромĕ. Çакна юратнă хĕрарăмран чылай вăхăт аякра пурăнни, çемье арканнă чухне чунра юлнă суран тата ытти те витĕм кÿреççĕ. Е тата мăшăрланиччен хĕр те, каччă та ар хутшăнăвне кĕмен тейĕпĕр. Хĕр ыратнипе çывăха яманнине пула туй хыççăнхи пĕрремĕш каç ăнăçлă вĕçленмесен те пултарать. Çапла мăшăрсем ар çыхăнăвне кĕмесĕрех пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ачашланипех çырлахаççĕ. Кун пек чухне мăшăра сексолог консультацийĕ кирлех.

Малалла вулас...

Алина ИЗМАН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.