ЛИМОН - ПИРĔН ЙӲÇĔ ТУС
Лимон — тĕлĕнмелле паха ӳсен-тăран. Унпа тĕрлĕ чиртен сипленнĕ чухне анлă усă кураççĕ. Ăна çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те туянма пулать, çавăнпа лимонпа сипленес тесен чăрмав çук. Çак рецептсенчен хăвăра кирлине суйласа илме пултаратăр.
Юн пусăмĕ пысăк
- Гипертонин пуçламăш тапхăрĕнче тата юн пусăмĕ час-часах ӳссе аптратсан вăррине кăларнă лимона хуппипех теркăпа хырмалла. 2 пай лимон пăттине 1 пай сахăрпа хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ çимелле.
- Лимон хуппине типĕтмелле те çăнăх пуличчен вĕтетмелле. 2 апат кашăкĕ çак çăнăха 2 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла, 30 минут пĕçермелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
- Юн пусăмне чакарма çак хутăш та пулăшать: 2 лимон, 50 аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши, 0,5 килограмм типĕ иçĕм. Вăррине кăларнă лимонсене, мăйăр тĕшшине, иçĕме аш арманĕпе авăртмалла, лайăх хутăштармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Кăмăл пулсан çак хутăш валли çур килограмм курага та илме юрать.
Юн пусăмĕ пĕчĕк
- Гипотонирен сипленме вăррине кăларнă 6 лимона хуппипех аш арманĕпе авăртмалла. Унтан 6 литр кĕрекен кĕленче савăта хумалла, вĕресе сивĕннĕ 1 литр шыв ямалла. Савăта хупăлчапа витсе холодильнике 36 сехете лартмалла. Çакăн хыççăн 600 грамм шĕвĕ пыл хушмалла, каллех холодильнике 36 сехете лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле.
Кунне 3 хут апатчен 30-40 минут маларах 50-шар грамм ĕçмелле. Хутăш пĕтсен татах хатĕрлесе 2-3 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.
Хĕрарăм чирĕсем
- Ача кĕтнĕ чухне токсикоза пула хăстарсан хырăм варрине, кăкăр кăшкарĕ айне, горчичник вырăнне çурмалла каснă лимон хумалла.
- Хăсасран хӳтĕленме мелиссан 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 10 минут лартмалла, сăрăхтармалла, çур лимон сĕткенĕ хушмалла. Кунне темиçе хут 50-100-шер грамм ĕçмелле.
- Кăкăр парĕ шыçсан /мастопати/ 2 лимон сĕткенне, чĕрĕ хупах тымарĕнчен хатĕрленĕ 100 грамм нимĕре, 100 грамм пыла, 100 грамм касторка çăвне пĕрле ярса пăтратмалла. Хутăша йĕтĕн салфеткăпа каçхине çывăрма выртас умĕн кăкăр çине хурса çирĕплетмелле. Çаплах çĕр каçмалла. Сиплев курсĕ — 2 эрне.
Арçынсем валли
- Ар парĕн аденомипе аптрасан чи малтанах пыршăлăха тасатмалла. 3 лимон сĕткенне, 200 грамм пыла, 200 миллилитр коньяка хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 1 уйăх. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.
Хырăмлăх ыратсан
- Хырăмлăх япăх ĕçлесен, хутлансан, апат анмасан, хырăм ай парĕ тĕлĕнче ыратсан, ăш пăтрансан, какăртсан кунне 6-7 хут çуршар чей кашăкĕ нимĕрленĕ лимон хуппине кăшт сахăр е пыл хушса çини усăллă. Çак хутăш та аван. 2-3 лимонăн вĕтетнĕ цедрине 1 литр шурă е хĕрлĕ иçĕм эрехне ярса тĕттĕм вырăнта пĕр эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле, сăрăхтармалла. Кăнтăрлахипе каçхи апатсем умĕн тата вĕсем хыççăн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Апат ирĕлессине лайăхлатма сахăрпа пĕрле пĕçернĕ лимон хуппине çимелле.
- Колит чухне клизма валли 1 стакан шыва çур лимон сĕткенĕ ямалла. Çак шĕвек хырăмлăхпа пыршăлăх мышцисем вăйсăрлансан питĕ лайăх пулăшать.
- Вар хытсан 1 лимон сĕткенне, 1 çăмарта саррине, 1 стакан апельсин сĕткенне хутăштарса ĕçмелле.
Пĕвер чирлĕ
- Пĕвер пысăклансан вакланă 3 лимона тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Выç хырăмла тӳрех ĕçсе ямалла.
- Холециститран, гепатитран, пĕвер циррозĕнчен сипленнĕ чухне вăтам 4 лимон кирлĕ. 2 лимонăн цедрине касса илмелле, вăррине кăларса пăрахмалла та çимĕçне аш арманĕпе авăртмалла. 1 килограмм пыл, 200 миллилитр олива çăвĕ хушса йывăç кашăкпа пăтратмалла. Кунне 3 хут апатчен 30-40 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Усă курас умĕн пăтратмалла.
- Сарамак аптратсан 2 лимон сĕткенне 2 пуç ыхра сĕткенĕпе хутăштармалла. Апат хыççăн 2 сехетрен 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
- Ват хăмпин чирĕсенчен сипленме 3 кун ирсерен выç хырăмла хупписĕр тата вăррисĕр аш арманĕпе авăртнă 1 лимона çур чей кашăкĕ апат соди хушса çимелле. Çак хутăш хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухне те, хырăмлăх язвипе чирлесен те юрать.
Пӳрене пулăшать
- Лимон сĕткенĕпе хĕрен тымарĕн хутăшĕ шăк вăйлă хăвалать. Вăл ӳт тăртанннă чухне уйрăмах витĕмлĕ. 2-3 лимона аш арманĕпе авăртмалла, 150 грамм хĕрене вĕтĕ теркăпа хырмалла, пĕрле хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ çимелле.
- “Кахал” пӳре валли. Лимон цедрине /çӳхе хуппине/ касса илмелле, типĕтмелле те çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах çур чей кашăкĕ çак порошока пыл янă çур стакан шывпа сыпса ĕçмелле.
Сыпăсене сăтăрма
- Артрит, полиартрит нушалантарсан 3 лимон сĕткенне çавăн чухлех шурă эрехпе тата краççинпа, шултра теркăпа хырнă 2 апат кашăкĕ хуçалăх супăнĕпе питĕ лайăх пăтратса хутăштармалла. Çак хутăшпа çĕрлене хирĕç чирлĕ сыпăсене массаж тума усă курмалла.
- Сыпăсем шыçсан, полиартрит аптратсан вăррине кăларнă 4 лимона тата 3 пуç ыхрана аш арманĕпе авăртмалла. Хутăша 3 литр банкине хумалла, 2 литр вĕренĕ сивĕ шыв ямалла. Савăта хупăлчапа çăтă хупмалла, хура тĕслĕ хутпа е пусмапа чĕркемелле, 5 куна холодильнике лартмалла, кашни кунах силлесе илмелле. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 50-шар миллилитр ĕçмелле.
Шăлшăн лайăх
- Шăл, тунисем сиенленесрен хӳтĕленме ирсерен тата каçсерен шăла лимон сĕткенĕпе тасатмалла. Шăл щеткине йĕпетмелле те ун çине кăштах лимон сĕткенĕ юхтармалла.
- Шăл туни юнăхнинчен кунне икĕ хут икĕ лимонран юхтарнă сĕткен ĕçни пулăшать. Лимона хуппипех лайăх чăмласа çисен процедура витĕмĕ вăйланать.
- Шăл ыратсан 1 апат кашăкĕ нимĕрленĕ лимона тата 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ эмел шур курăкне /шалфей/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвекпе кашни 30 минутра çăвара чӳхемелле.
- Шăл ыратнине ирттермелли тепĕр меслет: 3 грамм нашатырь спиртне 4 чей кашăкĕ тин юхтарнă лимон сĕткенĕпе хутăштармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ мамăка чирлĕ шăл çине хумалла.
- Лимон сĕткенĕ тĕксĕмленнĕ шăла лайăх шуратать.
- Çăвар шыçсан /стоматит/ чӳхеме пĕр виçепе илнĕ лимон сĕткенне, вĕренĕ сивĕ шыва тата пыла хутăштармалла.