Комментари хушас

5 Ака, 2016

Строитель профессийĕ сумлă, ĕçĕ – хисеплĕ

Строительство отраслĕ хальхи саманара çÿллĕ шайри технологисем çинче никĕсленет. Апла пулин те вăл хальчченхиллех массăллă пулса юлать. Çакă пысăк яваплăх ыйтакан тытăмра тĕрлĕ енлĕ специалист чылай кирлипе çыхăннă. Çурт-йĕр е ытти объект хăпартнă чухне хăрушсăрлăх тĕлĕшпе çав тери тимлĕ пулмалла. Паллах, хăтлăх та юлашки вырăнта мар. Çавăн пек çивĕч ыйтусене татса пама пултаракан специалистсене хатĕрлессипе çыхăннă кăткăс ĕçе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультечĕ хăйĕн çине илнĕ. Специалистсене кирлĕ пек пĕлÿ парасси халăхăн пысăк йышĕн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннине ăнланнăран вĕренÿ пахалăхĕ те чи малти вырăнта кунта. Паян факультет мĕнле пурăнать? Вĕрентекенсем самана таппипе тан пĕлÿ парса пыраяççĕ-и? Вĕренме кĕрекенсем специальноçпа ĕçлес кăмăлпах килеççĕ-и? Çакăн çинчен калаçу пуçартăмăр та строительство факультечĕн деканĕпе Николай Сергеевич Соколовпа.

— Николай Сергеевич, 38 çул каялла йĕркеленнĕ факультетăн утса тухнă сукмакне тимлĕрех тинкерер-ха.

— Пилĕк пин ытла инженер вĕренсе тухнă çак хушăра. Вĕсенчен 326-шĕ — хĕрлĕ дипломпа. Чылайăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче строительство тытăмĕнчех вăй хурать. Вĕреннĕ вăхăтрах хастарлăхĕпе палăрнă яшсемпе хĕрсем самай пысăк çитĕнÿсем тунине паян вĕсем йышăнакан должноçсемех çирĕплетеççĕ. Хăшĕ-пĕрне кăна асăнар: Валентин Кандейкин — тулли мар яваплă «Стройкерамика» общество директорĕ, Александр Капитонов — «ТАВ» компани президенчĕ, Василий Антонов — асăннă компанин генеральнăй директорĕ, Сергей Степанов — «Гражданпромстрой» общество директорĕ, Алексей Черкасов — хула капиталлă строительствăн управленийĕн пуçлăхĕ, Николай Угаслов — «Тус» АХО генеральнăй директорĕ, ыттисем.

— Выпускниксем çапла мал туртăмлă пулса çитĕнÿсем тунипе факультетăн, паллах, мăнаçланмалла.

— Мăнаçланатпăр кăна мар, кирек мĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та вĕсем пулăшасса шанатпăр. Паллах, стройфак партнер-организацисемсĕр пĕр утăм та малалла каяймасть. Тавах пирĕнпе çыхăну тытакан, пире пулăшма яланах хатĕр организацисене.

Пулас строительсене вĕрентесси практикăпа питĕ тачă çыхăннă. Чылай чухне диплом проекчĕсемпе производствăра усă кураççĕ. Тĕрĕсрех каласан — темăсене строительство тата проект организацийĕсем студента хăйсем сĕнеççĕ. Чылай чухне çамрăк юлашки курсра вĕреннĕ чухнех вăл е ку пĕрлешĕвĕн ĕçченĕ пулса тăрать.

Самана хăвăрт улшăнса, аталанса пырать. Паянхи строительствăра усă куракан технологисене, оборудованисене, тĕслĕхрен, 20 çул каяллахисемпе танлаштараймăн. Çавна май хальхи предприятисене тивĕçтерекен специалист хатĕрлесе кăларас тесен преподавательсен квалификацине те ÿстерсех пымалла. Урăхла каласан — малта пыракан строительство организацийĕсен вĕрентекенсемпе çыхăну татмалла мар.

— Строитель специальноçĕсем — тĕрлĕрен. Ĕç рынокĕ ыйтнине кура унчченех йăлана кĕнĕ профильсем çумне çĕннисене те хушса пыратăр-и?

— Çапла. Строительствăн пĕр-пĕр объектне çĕклеме тытăниччен вăл мĕн хака кайса ларассине пĕлмелле. Проектăн бюджет планĕ те пулмалла эппин. Сметăпа хаксен йĕркеленĕвĕ тĕплĕ шутлав ыйтать. Çĕнĕ направленисенчен пĕрне — «Стоимостной инжениринг» ятлă вăл — уçасси çакăнпа сăлтавланчĕ. 2013 çулта вара тата тепĕр специальноç — «Кăткăс çуртсемпе сооруженисен строительстви» — уçăлчĕ. Юлашки çулсенче кунашкал ĕç чылай пуçараççĕ. Çĕр айĕнчи сооруженисем хăтласси уйрăмах кăткăс. Вĕсен проекчĕсене тăвас тĕлĕшпе норма никĕсĕсене çителĕклĕ таран йĕркелесе çирĕплетмен. Çавăнпа ку специальноçа алла илекенсем хальхи вăхăтра — питĕ кирлĕ ăстасем. Çĕнĕ профиле алла илнисен карьера пусмипе çĕкленес шанăç та пысăк.

— Строительствăра пĕр пĕчĕк йăнăш та пысăк сиенпе тăкак патне çитерме пултарать. Апла-тăк стройкăра ĕçлекенсем тĕлĕшпе тĕрĕслев яланах кирлĕ.

— 2013 çултанпа пирĕн факультет Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин «Кадры для регионов» проектне пурнăçа кĕртме хутшăнать. Ку проекта республика экономикине аталантаракан приоритетлă енсемпе анлă квалификациллĕ специалистсем хатĕрлес тĕллевпе хута янă. Ăна пирĕн факультетăн строительство технологийĕсен, геотехникăпа экономика строительствин кафедри ертсе пырать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн юлашки виçĕ çулта пурлăх-техника никĕсне 8 миллион тенкĕлĕх пуянлатрăмăр. Унсăр пуçне программăна хута ямашкăн «Форст» наука-производство фирмипе «Коляда» экспертиза центрĕ пулăшрĕç.

Пирĕн факультет республика экономикинчен уйрăм тăрайманни çакăнтан та курăнать: строительство комплексĕн ертÿçисемпе специалисчĕсен пĕрлехи тытăмĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне Чăваш Енри тест ирттерекен центр пек аккредитациленĕ. 2011 çултанпа пирĕн патра пурĕ 1200 çын тест витĕр тухнă.

— Пулас инженерсемшĕн ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕ питĕ çывăх пек туйăнать.

— Çурт-йĕр проекчĕсене тăвасси, архитектура объекчĕсем çĕклессин ăнăçлăхĕ строителĕн пултарулăх шыравĕпе, анлă шухăшлавĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Студентсем ăслăлăх-тĕпчев ĕçне хутшăнса професси малашнехи ĕç-хĕлне тÿрĕ çул хываççĕ. Тĕпчевсемпе конкурссенче, конференцисенче паллаштараççĕ. Республикăра «XXI ĕмĕр ăслăлăхĕ» конкурс, регионсен хушшинче «Анлă Атăл çамрăклăхĕ» фестиваль йăлана кĕнĕ. Пĕтĕм Раççейре иртекен олимпиадăсене хутшăннă май студентсем çĕршывăн тĕрлĕ аслă шкулĕнче пулса кураççĕ. Тухса çÿрени çамрăксене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать.

— Паллах, факультет пурнăçĕ вĕренÿпе ăслăлăх çинче кăна никĕсленмест ĕнтĕ. Студентсемпе вĕрентекенсем общество ĕçĕсенче те хастар-тăр?

— Ку енĕпе йăлтах йĕркелесе тăракан орган — Студентсен канашĕ. Спорт, культура мероприятийĕсем, волонтер ĕç-хĕлĕ — таçта та ĕлкĕрме тăрăшаççĕ çамрăксем. ЧПУн ырă йăла пур: çуллен Спартакиада иртет. Унта хутшăнса пирĕн студентсем спортăн тĕрлĕ енĕпе пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. «Студентсен çуркунни», «Çăлтăр пулса тăр» фестивальсенче те малти вырăнсене йышăннă. Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте те, Республика “Студçуркуннинче” те пирĕн вĕренекенсем хăйсем тĕрлĕ енĕпе пултаруллине кăтартса пачĕç. «Атăлçи Татьяни» конкурса пирĕн вĕренекенсем икĕ хутчен хутшăнчĕç: 2014 çулта Татьяна Чернова — «Ăс-тавракурăм мисĕ», пĕлтĕр Татьяна Михайлова «Алă çупнин мисĕ» тата «Комсомольская правда» шухăшĕпе — «Атăлçи мисĕ» титулсене çĕнсе илнĕччĕ.

Спорт ăмăртăвĕсене студентсем яланах йышлăн хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ енĕпе çитĕнÿсем тăвакан хĕрсемпе каччăсемшĕн факультет ертÿлĕхĕ яланах хĕпĕртет. Занятисен тулашĕнчи çитĕнÿсем студентсене вĕренÿре те туртăнма хистеççĕ.

— Николай Сергеевич, малашлăхра факультет аталансах пытăр тесен мĕн енĕпе пусăм вăйлăрах тумалла пек?

— Пулас строительсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçре организацисемпе предприятисен хăйсен хастартарах пулмалла. Вĕренÿ программисем йĕркелеме хутшăнмалла, практика валли лапамсем уйăрмалла. Паянхи кун потребитель шайĕнче хатĕр ăстасене кăна кĕтсе ларни вырăнсăр, партнерла хутшăнусем вара чăннипех ырă “çимĕç” парĕç.

Ирина ПУШКИНА

калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.