ВĂХĂТРА ТАТА ПИТĔ ТИМЛĔ СИПЛЕНМЕЛЛЕ
Пирĕн çĕр-шывра çынна инвалида кăларакан тата вилĕм патне илсе çитерекен амаксен хушшинче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе чĕрен ишеми чирĕ тата миокард инфаркчĕпе, инсультпа йывăрланнă артери гипертонийĕ уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Статистика тăрăх - чĕрен ишеми чирĕпе аптракансен 25 проценчĕ тăрук вилме пултарать. Инкекрен мĕнле хÿтĕленме пулать-ха? Çак ыйтăва республикăн кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн çумĕ, аслă квалификаци категориллĕ кардиолог Ирина Геннадьевна ЯКОВЛЕВА хуравлать.
- Чĕре - тĕлĕнмелле орган, хăйне евĕр чĕрĕ насос. Вăл кунне 100 пин хут, уйăхра 3 миллион хут тапать, талăкра 170 литр юн уçлать. Шухăшласа пăхăр-ха, вăл чарăнса ларсан пирĕн организмăн кашни клетки патне юн тымарĕсем тăрăх апат пырса тăма пăрахать, вĕсем вилеççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тĕнчере 34 миллион çын чĕре чирĕсемпе нушаланнине çирĕплетеççĕ. Раççейре чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ сывă маррипе çулсерен 1 миллион ытла çын вилет. Чăваш Енре 40 пин ытла çын гипертонипе аптрать.
Сывлăха упрас тесен чи малтанах хăрушлăх факторĕсене /мĕнле туйни, хăш-пĕр чире аталантарма пултаракан хăнăхусем пурри/ шута илмелле. Хăрушлăх факторĕсем мĕн чухлĕ ытларах - чир пуçланас хăрушлăх та çавăн чухлĕ ытларах. Çавăнпа хÿтĕленме пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Хăрушлăх факторĕсенчен чылайăшне алăра тытма пулать, хăшĕсене кăна улăштарма май çук. Вĕсем: арçын - 45 çултан, хĕрарăм 50 çултан аслăрах пулни, йăх тăсăмĕ - çывăх тăвансен хушшинче инсультпа е инфарктпа ытла та ир аптранă çынсем пурри. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптранă пулсан ачисен çак чирсем 10 çул иртерех пуçланма пултараççĕ.
Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен алла илме май пур факторĕсем: юн пусăмĕ ÿсни, юнри холестеринпа сахăр шайĕ пысăкки, пирус туртни, алкоголь, кĕлетке виçи ытлашши пулни, сахал хускални. Республикăра пĕлтĕр ирттернĕ диспансеризаци кăтартса панă тăрăх - тĕрĕсленнисен 68 проценчĕн /155017 çын/ инфекци мар вăрах чирсем аталанас хăрушлăх пур. Ыйтса пĕлнĕ тăрăх - çынсен 70 проценчĕ тĕрĕс мар апатланать, 14 проценчĕ сахал хускалать, 13 проценчĕ туртать, 7 проценчĕ эрехпе иртĕхет.
Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен хÿтĕленес тĕлĕшпе пĕрремĕш вырăнта сывă пурнăç йĕркине пăхăнни тăрать. Кулленхи рационра тăвар виçине талăкра 5 грамм /тулли мар чей кашăкĕ/ чакармалла. Ку юн пусăмне ртуть юпин 4-8 миллиметрĕ чухлĕ антарма пулăшĕ.
Кĕлеткен ытлашши виçинчен хăтăлмалла. Çухалнă кашни 10 килограмм пуçне юн пусăмĕ ртуть юпин 10 миллиметрĕ чухлĕ чакать.
Хускану хастарлăхне ÿстермелле. Кунне 30 минутран кая мар утмалла. Çак йĕркене пăхăнсан юн пусăмĕ 4-9 миллиметр чакма кирлĕ.
Юн пусăмне йĕркене кĕртме организма калипе магни çителĕклĕ пырса тăни пĕлтерĕшлĕ. Çак микроэлементсемпе абрикос, иçĕм çырли, типĕтнĕ иçĕм, курага, кабачок пуян. Диетăна пăхăнни юн пусăмне 8-14 миллиметр чакарать.
Алкоголь, эрех пачах юрамаççĕ.
Стреслă, хирĕçÿллĕ лару-тăрура хăвăра тытма пĕлмелле. Пурнăçа юратмалла. Паллах, ĕçпе канăва шайлаштарма тăрăшмалла. Талăкра 7-8 сехетрен кая мар çывăрмалла.
Рационран холестерин нумай çимĕçсене кăлармалла. Çак шутра - сÿтĕн, çăмарта, çуллă какай, услам çу, ытти. Холестерин - атеросклерозăн тĕп сăлтавĕ. Улма-çырлапа пахча çимĕç ытларах çимелле.
Сăмах май, холестерин шайне чакарма пĕрисене сывă пурнăç йĕркине пăхăнни те çителĕклĕ, теприсен тухтăр çырса панă эмелсене ĕçме е юна плазмаферез мелĕпе тасаттарма тивет. Кашни уйрăм тĕслĕхрех мĕн тумаллине тухтăр татса парать.
Гипертонипе чирлисен вара мĕн тумалла-ха? Çак чир ĕмĕрлĕхех пырать. Анчах унран пĕтĕмпех хăтăлаймасан та ăна алăра тытса тăма пулать. Сиплев комлекслă пулмалла, сывă пурнăçпа эмелсем ĕçессине шайлаштарса тăмалла. Артери гипертонийĕнчен вăхăт-вăхăтпа кăна сипленмеççĕ: лайăх туйсан та, чир палăрăмĕсене сисмесен те хăвăр тĕллĕн эмел ĕçмешкĕн пăрахма е сиплеве улăштарма юрамасть!
Çавăн пекех гипертонирен биологи тĕлĕшĕнчен хастар хушăмсем /БАД/ тата браслетсем сыватаймаççĕ. Çак япаласемпе усă курса чир шала каяссине хăвăрлататăр, вăхăта сая ярса инфарктпа инсульта çул уçса паратăр кăна.
Тухтăр патне вăхăтра кайсан, унăн сĕнĕвĕсене тимлĕ пурнăçласан вара сывлăха чылай лайăхлатма пулать. Çак тĕрĕслĕхе кашниех шута илессе шанас килет.
/Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕ йĕркеленĕ/.