Комментари хушас

31 Пуш, 2016

Ĕнерхи шкул ачисем - саунăри «лĕпĕшсем»

Чи авалхи профессисенчен пĕри проституци пулнине чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Анчах вăл саккуна хирĕçленине манар мар. Хĕр-хĕрарăм хăйĕн кĕлеткине укçалла сутни паянхи куншăн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Арсем те çак «тытăмра» «тар тăкасси» йăлана кĕрсе пырать-ши?

Сывлăхшăн лайăх

Вăхăта хаваслă ирттерме пулăшакан хĕрсен пĕлтерĕвĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта чылай. Вĕсен хушшинче арçынсем çырнисем те пур. Унашкал хыпарсем Интернетри сайтсенче туп-туллиех. Хĕрĕсем те, каччисем те хăйсен чиперлĕхне, «пурлăхне» вăтанмасăр кăтартаççĕ. Этемлĕхĕн вăйлă çуррин пĕр пайĕ интимлă пулăшу кÿрсе укçа ĕçлесе илме ăнтăлни ытларах интереслентернĕрен Интернетри телефон номерĕсемпе шăнкăравларăм. Каласа хăварам-ха: унта арçын мĕн çÿллĕш пулнине те, çÿçпе куçĕ мĕн тĕслине те... пĕлтернĕ. Мĕнли кирлĕ — суйла та суйла.

Кăтартнă телефон номерĕсенчен пурте тенĕ пекех хуравламаççĕ. Теприсем шÿтлесе çук номерсене çыраççĕ. Икĕ каччăпа çав-çавах калаçма май пулчĕ.

Тĕп хулара çуралса ÿснĕ Иван çур çул каялла Интернетра пĕлтерÿ тăратнă. Ĕç тÿлевне кăтартман. Ăна малалла мĕн пуласси кăсăклантарнă. Çак тапхăрта ун патне икĕ хутчен шăнкăравланă. Пĕрремĕшĕнче ăна икĕ пике канма чĕннĕ, саунăра тĕл пулнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.