Комментари хушас

20 Пуш, 2014

Алли «çăмăл»

ЧР ШĔМĕ асăрхаттарать: палламан-туман çынсене укçа вакласа панă май улталанасси те часах.

Çак кунсенче уголовлă шырав сотрудникĕсем асăннă йышши икĕ преступление уçса панă. Ку тĕслĕхсем иккĕшĕ те Шупашкарта пулнă. Гагарин урамĕнчи аптекăна тата Ярославль урамĕнчи лавккана пĕр арçын кĕнĕ. 100 тенкĕлĕх купюрăсен тĕркине пысăкрах банкнотсемпе улăштарса пама ыйтнă. Малалли - ултавçăсем питех те ăнăçлă усă куракан схемăпа: хайхи тĕркере укçа арçын каланă чухлĕ мар иккен - 2-3 банкнот çитмест. Ултавçă тепĕр хут шутлам тесе укçана каялла илет, унтан çителĕксĕр купюрăсене хушать, çав вăхăтрах банкнотсен пĕр пайне вăрттăн хĕстерсе юлать те тĕркене сутуçа тыттарать...

Преступленисене Чул хула çынни, маларах та ултавшăн судпа айăпланнă 35-ри арçын, тунине çирĕплетнĕ. Ăна Вологда облаçĕнче тытса чарнă.


Н.СТЕПАНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.