Саккăрмĕшне те тытнă
Ăна полици 15 çул шыранă
Юлашки çулсенче инçетре, Белгород облаçĕнче, пурăннă 35 çулти çак арçынна шыраса тупнă май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ айăпланакан шыравра пулнине кура унччен чарса лартнă уголовлă ĕçпе тепĕр хут следстви пуçарнă.
Ăна хупса хунă ĕнтĕ, хурахла тапăнушăн, ушкăнпа каварлашса икĕ çынна вĕлернĕшĕн айăплав тăратнă. Арçыннăн 15 çул каяллахи преступленишĕн явап тытма тивет. Ун чухне вăл 20 çулта çеç пулнă. 2001 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче ирхине сакăр çынран тăракан ушкăн /йышра унпа пĕрле тата 18-19 çулсенчи пилĕк каччă, 34-ри тата 40-ри икĕ арçын пулнă/ Муркаш районĕнчи дача территорийĕнче Шупашкар предпринимателĕпе унăн водительне вĕлернĕ. Вĕсем бизнесмен пысăк укçапа Чулхулана тавар илме каймашкăн хатĕрленнине пĕлнĕ. Каварлашса çаратма тĕв тунă.
Предпринимателе хайхи дачăна пымашкăн çула май груз тиесе кайма тесе ÿкĕте кĕртнĕ. Лешĕ килĕшнĕ те — хурахсем предпринимательпе водителе тапăннă. Хĕненĕ, пăвса вĕлернĕ. Вилесене дача территорийĕнчех маларах чавса хатĕрленĕ шăтăка пăрахса пытарнă. Çаратнă 160 пин тенке хăйсен хушшинче пайланă.
Предпринимателе вĕлернĕ тĕслĕхпе икĕ кунранах, 2001 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче, уголовлă ĕç пуçарнă. Преступниксенчен пиллĕкĕшне, çав шутра тапăну йĕркелÿçине, часах тытса чарнă. Çулталăк иртсен суд приговор палăртнă. Преступлени йĕркелÿçине — 40 çулти арçынна — яваплăхăн чи çирĕп мерине палăртса вĕлерме йышăннă. Анчах çĕршывра кунашкал яваплăх тĕлĕшпе моратори пулнине кура пурнăç тăршшĕпех хупса усрамалли альтернативлă айăплав палăртнă. Ун чухне 18 тата 34 çулсенче пулнă икĕ преступнике 10 тата 9 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Ирĕкре юлнă виçĕ çамрăк тĕлĕшпе шырав пуçарнă. Иккĕшне тытса чарнă хыççăн 2003, 2008 çулсенче Чăваш Енĕн Аслă сучĕ вĕсене 15 çуллăха хупса хумалли приговор палăртнă.
Нумаях пулмасть вара юлашки, саккăрмĕш, фигурант та çакланнă. ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — 15 çул иртнĕ пулин те Чăваш Ен полицийĕ ăна шырассипе çыхăннă мероприятисене самантлăха та чарман. Çак тапхăрта çамрăк çын хăйĕн тăванĕсемпе çыхăну тытман, право хуралĕн органĕсен куçĕ тĕлне пулман. Паллах, тĕп сакайĕнче пытанса пурăнман. Ĕçе те çÿренĕ — официаллă мар майпа автомастерскойра тăрăшнă-мĕн. Уйăх каялла оперативниксем вăл Белгород облаçĕнче пытанса пурăннине çирĕплетекен информаци илнĕ. Чăваш Ен полицийĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем Белгородри ĕçтешĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ мероприятисем ăнăçу кÿнĕ — арçынна тытса чарнă. Ăна Кивĕ Оскол хулинчен Шупашкара илсе килнĕ ĕнтĕ — следстви пырать.
Н.КОНОВАЛОВ.