Комментари хушас

26 Пуш, 2016

«Хăйăртан çурт хăпартрăм...»

Сусăр çамрăксен «Доброта и мир» центр ертÿçипе Татьяна Васильевăпа Шупашкарти суту-илÿ комплексĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Вăл общество организацийĕн членĕсене çакăнти темиçе куравпа паллаштарма тĕллев тытнă. Кÿмери çамрăксем те килте ларасшăн мар, çын хушшине тухасшăн, тавракурăма аталантарасшăн.

Татьяна Тимофеевна пур ыйтăва та вăхăтра татса пама хăнăхнă. Хальхинче те тÿлевсĕр экскурсие нумайăн пуçтарăннă. Анна Буланковăпа унăн ывăлĕ Иван та кунтах. Вĕсем пирки тинтерех хамăр хаçатра çырнăччĕ. Центр ертÿçи те ыттисем пекех кÿмепе килессе шухăшламан та. Вăл, тем тума та ĕлкĕрекенскер, çакăнта утса мар, чупса çитессĕн туйăннăччĕ. «Эпĕ хама чирлĕ тесе шухăшламастăп. Хăш чухне кÿмере ларнине те манатăп», — шалт! тĕлĕнтерчĕ вăл мана.

Ксения Собчакпа, Роман Абрамовичпа юнашар

Малтанах динозаврсен тĕнчипе паллашма кĕрсе кайрăмăр. Çĕр çинчен çухалнăскерсем çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă пекех. Пĕри — çăмартаран тухать, тепри хÿрипе вылятса кăшкăрать... Игуанодон, сăмахран, 4 метр сарлакăш, 12 метр çÿллĕш пулнă, 3-5 пин килограмм тайнă. Пирĕн эрăчченхи 140-120 миллион çул каялла пурăннăскер мĕнешкел мăнаçлă курăннă ахăр.

Тепĕр залра экскурсие килнисем Борис Березовскипе, Ксения Собчакпа, Роман Абрамовичпа асăнмалăх сăн ÿкерĕнме палăртрĕç. Кунтах Николай Валуев та, Дмитрий Нагиев та, Стас Михайлов та, Иван Ургант та... пур. Тĕнчипе паллă çынсен кĕлеткисене ăвăс шăратса ăсталанă. Аякран пăхсан, чăнах, чĕрĕ пекех. Вăхăтăн-вăхăтăн çÿçентерет те.

Амăшĕпе пĕрле килнĕ Иваншăн юмах сăнарĕсем кăсăклă. Пĕр кĕтесрен теприне туххăмрах çитет вăл. Кĕлеткене улăштарса кăтартакан тĕкĕр патне те тăрса пăхать арçын ача.

Никам та киле васкамасть. Кунта килнисен, паллах, зоопарка та кĕрсе курас килет. Турат çинчи игуана куç шăрçине те вылятмасть. Чĕрех-ши вăл? Акă тинех унăн пĕр тĕртĕмĕ туртăнса илчĕ. Сывлать, пурăнать иккен. Тыркас çын пекех икĕ ури çинче тăрать. Арлан çемйи питĕ пысăк. Енот аллипе тытсах çиет. Кролика алла илме те, сысна çурине ачашлама та юрать кунта.

«Çакнашкал тĕлпулусем малалла пурăнма хавхалантараççĕ», — пĕр саслăн ăнлантараççĕ экскурсие килнисем. Çак самантра вĕсен пичĕ йăл кулăпа çуталнине кирек кам та асăрхĕ. Капла çÿресен кун иртни те сисĕнмест. Çак тĕнчере нимĕн те чуна ыраттармасть тейĕн. Утайманнисене, хăнăхнă йăлапа, килех леçсе хăвараççĕ.

Çул уçăлсах пырать

«Хăйăртан çурт хăпартрăм. Вăл ишĕлмест. Унта çынсене хăтлă», — тет Татьяна Тимофеевна ощество ĕçне кÿлĕннине аса илсе. Малтанах арендăшăн, çутăшăн тÿлеме те укçа пулман. Анчах вăл йывăрлăха парăнакансен йышĕнчен мар. «Эпĕ çынна улталама хăнăхман, çавăнпах Турă пулăшнипе çул уçăлсах пырать. Майĕпен ĕç йĕркеленсе кайрĕ», — калаçăва тăсать хĕрарăм. Пуçлăх тилхепине 17 çул тытса пырать вăл. «Доброта и мир» центр йышĕнче паян — 62 çын. Йĕрке тăрăх 14-ран пуçласа 30 çулччен йышăнаççĕ унта. Аслăраххисене те никам та хăваламасть. Вĕсем пурте пĕр çемьери пекех туслă. Сусăр çамрăксен центрне килни мăшăр тупма та пулăшать иккен. Кун пек тĕслĕх — темиçе те. Пурнăç çулĕ çинче чуна çывăх çынпа тĕл пулни, паллах, кашниншĕнех нимрен хаклă. Юрату та çынна вăйлатать.

Çак эрнере Пăр керменĕнче хоккейла вылякансене курма кайса килчĕç çамрăксем. Çулла Дивеевăна çул тытасшăн, Болдинăна кĕрсе тухасшăн. «Эпир тĕнче курса çÿреме юрататпăр. Чĕмпĕрте те, Сергиев Посадра та пулнă. Истори вырăнĕсемпе паллашатпăр, мăнастирсене çитетпĕр. Пĕрре 6 кунлăха Питĕре тухса кайрăмăр. Пирĕн тĕле унта ентеш тупăнчĕ. Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер пире ыталасах илчĕ, кайран йăлтах кăтартса çÿрерĕ. Инçе çула тухса эпир хамăрăн чун хăватне тĕрĕслетпĕр: пултараятпăр-и е çук-и? Хальччен никам та ÿпкелешсе калаçнине илтмен. Апла тăк чăрмав çук пирĕншĕн», — палăртать хĕрарăм. Çакăнти çамрăксен кăмăлĕ куç умĕнчех лайăхланни, вĕсен пĕр-пĕринпе хутшăнас килни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чухне калаçманнин те чĕлхи уçăлать.

Концерт йĕркелеме те, ухă перес енĕпе ăмăртусене хутшăнма та, çутçанталăк илемĕпе киленме те вăхăт тупаççĕ вĕсем. Татьяна Тимофеевна сусăр çамрăксене ĕçе вырнаçтарма май тупать. Çав вăхăтрах спонсорсемпе çыхăну йĕркелет. Ертÿçĕн ырă кăмăлне кура укçан та, япалан та пулăшаççĕ, транспорт та уйăраççĕ. «Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр лăпланаймастăп, шăнкăравласах, кăсăклансах тăратăп», — тăсăлать калаçу. Вăл тăрăшнипех çак вăхăтра общество организацийĕн кассинчен — укçа, сивĕтмĕшĕнчен апат-çимĕç татăлман.

Упăшкине каçарнă

Татьяна Васильева — çынсене пулăшма ăнтăлакан хĕрарăм. 8 ачаллă çемьере çитĕннĕскере 3 çула çитичченех шăллĕне асăрхама ыйтнă. 2-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра Тимур команди йĕркеленĕ. Етĕрне районĕнчи Анат Явăшри ватăсене пулăшнă ачасем: кил таврашĕнче тирпейленĕ, йăран çумланă. Тарса çÿрекен тантăшĕсене ăса вĕрентме те сăмах тупнă пуçаруллăскер.

Кайран, пысăк çемье Чулхула облаçне куçса кайма пуçтарăнсан, ялти ачасăр икĕ ватă лара-тăра пĕлменскерне илсе юласшăн пулнă. «Хамăрăн пурлăха йăлтах ăна парса хăварăпăр», — ашшĕ-амăшне ÿкĕте кĕртме хăтланнă вĕсем. Çывăх çыннисем тĕпренчĕкне çич ют патĕнче хăварман.

Çамрăклах ĕçлеме пуçланă Татьяна Васильева. Киле таврăнсан пĕлĕшĕсем вăл е ку ыйтăва татса пама пулăшмашкăн ыйтнă унран. Общество ĕçне кÿлĕннишĕн савăнать çеç хĕрарăм. Татьяна Тимофеевна çине тăнипе пĕри хваттер илнĕ, тепри пепкине ача садне вырнаçтарнă. Унсăр пуçне пушă вăхăта общежитири юнашар пÿлĕмсенче пурăнакансен ачисемпе ирттерме юратнă вăл. Ушкăнпа вылянисĕр пуçне шкултан киле панă ĕçсене пурнăçланă вĕсем. Е йĕлтĕр сырса ярăнма тухса кайнă. Çил-тăвăл та, шартлама сивĕ те хăратман спортпа туслăскерсене.

Вăр-вар çак хĕрарăм хĕрĕх çул ытла пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнине ĕненес те килмест. Пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ вăхăтра сусăрланнă вăл. Алли-ури итлеми пулнă унăн. Амăшĕ хĕрне халăх мелĕсемпе сиплеме пуçланă.

«Мана сусăр арăм кирлĕ мар», — инкеке лекнĕ мăшăрĕнчен упăшки уйрăлса кайни чунне тата хытăрах ыраттарни паллă. «Анне, эпĕ сана нихăçан та пăрахмăп», — çавăн чухне амăшне хытă ыталанă пĕчĕк тĕпренчĕкĕ. Халĕ Инна çемьеллĕ, виçĕ ачаллă. Кĕрÿшĕ те, мăнукĕсем те Татьяна Тимофеевнăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Амăшĕ каланă тăрăх, хĕрĕ 7 чĕлхе пĕлет, пур ĕçе те тĕплĕ тăвать.

Упăшкине те каçарнă ырă кăмăллă хĕрарăм. Вăл та пырсах çÿренĕ малтанхи арăмĕн килне. Унăн тăванĕсемпе те çаплипех çыхăну тытать вăл.

«Балерина мар-и?»

Çĕнĕрен утма вĕренмешкĕн мĕн чухлĕ вăй кирлине Татьяна Васильева пĕр хăй кăна пĕлет. Сусăрланнă хыççăн 5 çултан санаторие каймашкăн путевка панă ăна. «Кĕлĕ çине пусайманран чĕрне вĕççĕн çÿреттĕм. «Эсĕ балерина мар пулĕ те?» — ыйтатчĕç сипленме килнисем. Манăн кÿмене ларас килмен — çавă çеç», — пытармасть пурнăçа юратаканскер.

Алă пÿрнисене çемçетес тесе çĕлеме, çыхма пуçланă вăл. Хăйсен шкапне çĕнĕ япалапа тултарнисĕр пуçне çынсенчен саккас йышăнма пуçланă. Алса-нуски кăна мар, çи-пуç та çыхса панă.

Çăмăл машина туянса руль умне те хăех ларнă Татьяна Васильева. Общество транспортĕнче палласа илнине те хăнăхнă хĕрарăм. «Япăх туйнă вăхăтра троллейбус водителĕсем шала кĕме те, урама тухма та пулăшаççĕ мана», — тет вăл хĕпĕртесе.

Асăрханса çÿренĕ пулин те, 2014 çулта ăнăçсăр ÿксе урине тăватă çĕртен хуçнă Татьяна Тимофеевна. Гипс илсен каллех çул çÿреме пуçланă вăл. 2015 çулта тепĕр урине хуçса больницăна лекнĕ. Çавăнтанпа кÿмере ларать хĕрарăм. Çанталăк ăшăтсанах ура тĕртĕмĕсене çирĕплетмелли хусканусем тума тытăнасшăн çаврăнăçуллăскер. Татах ура çине тăма ĕмĕтленет ертÿçĕ.

«Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши? Халĕ хамран хам тĕлĕнетĕп», — тет çитмĕле çывхараканскер. Паян та камăн та пулин çутă ĕмĕтне пурнăçлама вăйне те, вăхăтне те шеллемест вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.