Шăтăк-путăк сапланать
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕ ăшă та хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарчĕ. Çулсем юртан тасалчĕç. Куншăн савăнмалла кăна. Анчах пĕлтĕр лакăм-тĕкĕме тултарнă асфальт чылай тĕлте тĕпреннĕ — каллех алтăк-кăлтăк пулса тăнă. Çак çитменлĕхе тăхтаса тăмасăр пĕтермелле. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен планеркăсенче аса илтерсех тăрать, транспорт министрĕнчен Владимир Доброхотовран, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕнчен Алексей Ладыковран çирĕп ыйтать.
Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче В.Доброхотов республикăри çул-йĕр управленийĕн тата «Чăвашавтодор» АУО ертÿçисемпе Игорь Прусаковпа тата Станислав Леоновпа тĕл пулнă, кăçал çул юсама палăртнă тĕллевсене сÿтсе явнă. Министр С.Леонова юсав ĕçĕн графикне хатĕрлеме, кашни участока яваплă специалистсене çирĕплетме, ĕçе Канаш хулипе Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен тытăнма хушнă. Ака уйăхĕн варринче Шупашкарти тата Канашри бетон завочĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Çакă ĕç калăпăшне ÿстерме май парать.
Çĕнĕ технологипе килĕшÿллĕн хатĕрлекен асфальт-бетонпа кирек-хăçан та усă курма пулать. Вăл сивĕре те лайăх çыпăçать. Çулталăк пуçланнăранпа регион тата муниципалитетсен хушшинчи çул-йĕр çинче 4 пин тăваткал метр шăтăк-путăка 460 тонна сивĕ асфальт-бетон хутăшĕ тултарса тикĕсленĕ.
Сивĕ асфальт яланхинчен пачах урăхла тытăмлă. Унта лайăх çыхăнтаракан ятарлă хутăш пур. Асфальта пусăрăнтарса якатма йывăр техника кирлĕ мар. Технологи 10 градус таран сивĕре те ĕçлеме май парать. Автотранспорт шăтăка хупласа тикĕсленĕ хыççăнах кайма пултарать. Строительсене хĕлле-çуркунне çăмăл мар. Çавăнпа чи малтан çул çинче техникăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсене юсаççĕ. Калăпăшлă ĕçе çулла вĕри асфальтпа пурнăçлаççĕ.
Техника — юсавлă, çулсем юрăхлă пулччăр тесе строительсем пуш уйăхĕнче, çулсем юртан йăлтах тасалсан, ланкашкапа çивĕччĕн кĕрешме тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра регион тата муниципалитетсен хушшинчи çул-йĕре «Чăвашавтодор» АУО, «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта», «СтройТЕК» ОООсем юсаççĕ. Сменăра 350 тăваткал метр лаптăка йĕркене кĕртеççĕ. Ĕçе куллен 30 ытла техника хутшăнать.
Шупашкар урамĕсенчи лару-тăрупа А.Ладыков вырăна çитсе паллашать. Кадыков, Пирогов, Ахазов, Чапаев, Валькевич, Хусанкай, Шумилов, Пролетари урамĕсенчи çулсем уйрăмах япăх. Вĕсенче «Дорэкс» АО, «Рэмисс», «Дорстрой» ОООсем, «Чăвашавтодор» АУО ĕçлеççĕ. 7 бригада пĕр кун хушшинче 250 тăваткал метр шăтăк-путăка 30 тонна асфальт тултарса тикĕсленĕ.
В.ВАЛЕНТИНОВ