Комментари хушас

22 Пуш, 2016

Паллă атлет - ырă тĕслĕх

Елчĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче республикăри çамрăк штангистсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Помост çине тухнă 15-17 çулсенчи çĕре яхăн йывăр атлета, вĕсен тренерĕсене тата тимĕр вăййине юратакансене спорт уявĕ пуçланнă ятпа ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Сергей Сильвестрович Пăла тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ, ЧАССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Анатолий Убасева Хисеп хучĕпе тата хаклă парнепе чысларĕ.

— Елчĕк районĕнчен çĕршывĕпе палăрнă вун-вун çĕр ĕçченĕ, педагогсемпе ăсчахсем, çавăн пекех тĕнчипе паллă атлетсем тухнă. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте кăна 20 ытла штангист Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ, — терĕ С.С.Шелтуков.

Елчĕксем ăмăртура та лайăх результатсем кăтартрĕç, кашни виçерех малти вырăна йышăнчĕç. Патăрьел районĕн тата Шупашкар хулин пĕрлештернĕ командисем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Йывăр атлетика иртнĕ ĕмĕр варринче чи малтан Шупашкар тата Улатăр хулисенче, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче аталанма пуçланă.

Вăрнар тăрăхĕнчи пăхаттирсенчен ĕлĕкрех Александр Клочков, Анатолий Иванов, Александр Чурсин, Станислав Евдокимов тата Анатолий Авруйский уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă. Пурте вĕсем хăй вăхăтĕнче штанга е кире пуканĕ йăтассипе республика чемпионачĕсенче кăна мар, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă. Республикăри пĕрремĕш спорт мастерĕ тата тĕнче рекордсменĕ, Айкăш ялĕнче çуралса ÿснĕ В.А.Андреев 1963-1967 çулсенче çĕршыв чемпионачĕсенче, Пĕтĕм Союзри халăхсен спартакиадинче тата тĕрлĕ çĕршывра ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче темиçе хут çĕнтернĕ. Вăрнар поселокĕнчи Вячеслав Ластухин та — çĕршывĕпе паллă штангист. Вăл 2011 çулта Раççей чемпионатĕнче ылтăн медале тивĕçрĕ, Китайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Шел те, юлашки çулсенче Чăваш Енĕн варринче вырнаçнă районта физкультурăпа спорт япăхрах аталанать. Тÿнтерле çак тĕслĕх район ертÿçисем ăна аталантарас тĕлĕшпе кирлĕ чухлĕ тăрăшманнинчен те килет пулĕ. Вĕсене эпир нарăс уйăхĕнче Вăрнарти физкультурăпа сывлăх комплексĕнче йывăр атлетика енĕпе иртнĕ республика чемпионатĕнче те, çак кунсенче Шупашкарта пулнă ЧР Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче те курмарăмăр. Унта чăваш халăхĕнчен тухнă чи пирвайхи тĕнче рекордсменĕн 80 çулти юбилейне ирттересси çинчен те сăмах пычĕ, анчах Виктор Андреевичăн тăван районне ертсе пыракан пуçлăхсемсĕр...

Петр СИДОРОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.