«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…»
Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Шланкă ялĕнче çуралса ÿснĕ Резида Шăмăршă тăрăхĕнчи Палтиел йĕкĕтне качча килнĕ чухне Зиле 12 çулта кăна пулнă. Пурăна киле Зиле кÿршĕ каччипе çемье çавăрнă çамрăк хĕрарăмпа туслашнă. Унтанпа вĕсем яланах пĕрле. Ялти çынсен çурт тăрри сăрламалла-и, обой çыпăçтармалла-и, юсав ĕçĕсем ирттермелле-и — Резидапа Зиле кирек кама та пулăшма хатĕр.
Пепке çуратнă хыççăн чирленĕ
Резидапа Эмир Батановсем икĕ арçын ачана кун çути парнеленĕ. Ывăлĕсем çитĕннĕ, шкул сукмакне такăрлатма тытăннă. Резида хĕрача пирки ĕмĕтленнĕ. 10 çул каялла унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ача çуртĕнчен Регинăна илсе килсен шкул сумакне такăрлатакан Риаспа Раиль савăннипе ниçта кайса кĕреймен. 3-ри хĕр пĕрчи вĕсемшĕн чĕрĕ пукане пекех пулнă, арçын ачасем ăна йăтса çÿренĕ. Регина ун чухне 11 килограмм çеç тайнă, калаçма та пĕлмен вăл, çынсенчен хăранă. «Сана мĕншĕн тÿрех илсе килмен-ши эпĕ? Мĕншĕн çавăн чухлĕ асап куртăн-ши?» — пĕчĕкскере ыталаса макăрнă ырă чунлă хĕрарăм. Регина 9 уйăхра чухне ача çуртне лекнĕ. Путсĕр амăшĕ пăхман ăна: эрех ĕçтернĕ, хĕненĕ… Каярахпа хĕрарăм тĕрмене лекнĕ. Хĕрачан икĕ пиччĕшĕ пур. Асли çемьеленнĕ, Батановсемпе çыхăну тытать. Тепри — ача çуртĕнче. Малтанах Батановсем Регина нерв чирĕпе аптăранине сисмен, ку адаптаци вăхăчĕ тесе шухăшланă. 1-мĕш класа кайсан хĕрача вĕрентекене итлемен, ун çине хăпарса ларнă, пуçĕпе стенана çапнă… Больницăра 40 кун сипленнĕ, лăплантаракан эмелсем ĕçтернĕ хыççăн Регина йĕркене кĕнĕ. 1-мĕш класра икĕ çул вĕреннĕ вăл. Малалла вулас...