16 Пуш, 2016
ЛАВККАРА СУТАКАН ÇЕРЕМ КĂМПИ
Лавккара сутакан çерем кăмпи /шампиньон/, унăн паха енĕсемпе сывлăхшăн усăллах мар енĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлни ытлашши пулмĕ.
- Çак çерем кăмпине вăрманта пухмалла мар, ăна кашни лавккара тенĕ пекех сутаççĕ. Вăл наркăмăшлă та пулмасть, ăна сиенлĕ кăмпасемпе пăтраштарма та çук.
- Çерем кăмпи юнран ытлашши холестерина кăларма пулăшать. Унра организм çăмăллăн йышăнакан белок нумай. Çавăн пекех линол йÿçекĕ, магни, натри, кали, фосфор пур. Ытти çимĕçпе танлаштарсан калори питĕ сахал.
- Çерем кăмпинче пахча çимĕçре пачах çук фоли йÿçекĕ пур. Минералсем тĕлĕшпе вăл чăннипех пуяннине палăртмалла. Вегетариансем какай çименнипе организмра белоксен выçлăхĕ аталанасран рациона çерем кăмпи кĕртсе хÿтĕленме пултараççĕ.
- Апатра çерем кăмпипе усă курсан инфаркт хăрушлăхне чакарма тата атеросклероз аталанăвĕнчен сыхланма пулать. Çерем кăмпинче аш кăмпинчи /вешенка/ пекех ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе астуса юлассишĕн яваплă лизинпа аргинин пур.
- Çерем кăмпи сахал калориллĕ пулсан та выçнине хăвăрт ирттерет. Чĕрри кăна мар, типĕтни те усăллă. Типĕ кăмпапа хырăмлăх язви тата гепатит аптратсан усă кураççĕ. 1 чей кашăкĕ типĕ кăмпа порошокне ăшă шыва ярса 20 минут лартмалла та выç хырăмла тĕпне ларнипе пĕрлех ĕçмелле. Кунне 2-3 хут ĕçес пулать.
- Ăсчахсем çерем кăмпин тепĕр паха енне тĕпчесе палăртнă: вăл ÿт ватăлса пĕркеленессине вăрахлатать, ÿте пиçĕлĕх кĕртет. Хĕрарăмсене пит çине тăтăшрах çерем кăмпин маски хума сĕнеççĕ.
Анчах асăрхануллă пулмаллине те ан манăр.
- Фоли йÿçекĕ нумаййине кура çерем кăмпине онкологипе чирлĕ çынсен çиме юрамасть. Фоли йÿçекĕ ытлашши пулни усал клеткăсене хăвăрт ĕрчеме тата сарăлма витĕм кÿрет.
- Ватăлнă кăмпасенче час-часах холестеринпа холин пухăнаççĕ. Вĕсем апат ирĕлтерекен органсен тата юн çаврăнăшĕн органĕсен ĕçне пăсма пултараççĕ. Çавăнпа апатра шĕлепки уçăлман е уçăлнă, анчах шĕлепкин аял енче тĕксĕм хăмăр чĕлкемсем çук çерем кăмпипе кăна усă курмалла.
- Банкăпа сутакан маринадланă кăмпара витамин чылай сахалрах, тăхланпа чĕр кĕмĕл /ртуть/ ыларах.