КАЛЬЦИ ÇИТМЕСТ-И?
Организмра кальци çитмесен остеопороз /шăмăсем патракланни/ аталанать. Çак чиртен сипленнĕ чухне тухтăр сĕннĕ эмелсене ĕçнипе пĕрлех килти мелсемпе те усă курма пулать.
1. Çарăк çулçи тĕлĕнмелле усăллă. Унра кальци питĕ нумай. Остеопорозпа, шăмăсем, шăлсем çемçелнипе аптракансемшĕн, уйрăмах ачасемпе ватă çынсемшĕн, çарăк çулçин сĕткенĕ паха.
Тин татнă чĕрĕ çулçа çумалла та йĕпеллех аш арманĕпе авăртмалла. Тăватă сий марля витĕр сĕткенне юхтармалла. Сĕткене пылпа çурмалла хутăштармалла, савăта хупăлчапа витсе тĕттĕм вырăна 7 куна лартмалла. Холодильникре упрамалла. Кунне пĕрре ирхине выç хырăмла 1 апат кашăкĕ ĕçмелле. Çарăк çулçин тапхăрĕ иртичченех сĕткен хатĕрлесе сипленмелле.
2. Остеопорозран сипленнĕ чухне витĕмне вăйлатма тата шăмă тĕртĕмне çирĕплетме çарăк çулçин сĕткенне тин юхтарнă кишĕр сĕткенĕпе çурмалла хутăштарма юрать. Сиплев йĕрки çакăн пек: ирсерен выç хырăмла 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сăмах май, çак хутăш хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхне чакарать.
3. Апата çутçанталăк кальцине /тÿнĕ çăмарта хуппине/ хушсан аван пулмалла. Чĕрĕ çăмарта хуппи кăна сиплĕ. Çăмартана ăшă шывра супăньпе лайăх çумалла, шалтине савăта юхтармалла, хуппи çумĕнчи çурхаха сÿсе илмелле. Унтан хуппа тĕттĕм вырăна хурса типĕтмелле. Çутă çинче кальци арканать. Типĕтнĕ çăмарта хуппине тÿсе е кофе арманĕпе çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Çак çăнăха тĕксĕм тĕслĕ кĕленче савăтра мамăкпа витсе упрамалла. Ăна кашни кун тăпăрча 2 грамм /пĕр çăмарта хуппи 3,5-5 грамм таять/ ярса çимелле. Хăйне кăна çиес тесен 1-2 тумлам лимон сĕткенĕ хушмалла.
4. Сухан шĕвекĕ ырă витĕм кÿрет. Шултра икĕ сухана лайăх çумалла, хуппипех вĕтĕ вакламалла. Тип çу çинче ылтăн тĕслĕ пуличчен ăшаламалла. Унтан тÿрех 1 литр шыва ямалла та 15 минут вĕретмелле. Илсен хупă савăтпа çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке виçĕ пая уйăрмалла. Кашни кун пĕр пайне ĕçмелле. Диффузлă остеопорозран сухан шĕвекне пĕр уйăх ĕçсе сипленмелле.
5. Рационра хытă сыр, тăпăрчă, çуллă мар сĕт, уйран, тăпăрчă шывĕ, кефир пулмалла. Пулăсенчен сардина, тунец, лосось кальципе пуян. Соя, миндаль, кунжут, нимĕç пăрçи, шалча пăрçи çимелле. Хывăхлă çăкăр, кишĕр, брокколи купăста, банан, салат çулçи, килте юхтарнă панулми, томат, иçĕм сĕткенĕсем усăллă.