Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов
Республикăра физкультурăпа спорт мĕнле аталанса пынине тĕпченĕ май манăн ăна икĕ тапхăра пайлас килет: 1990 çулчченхи тата юлашки чĕрĕк ĕмĕр.
РСФСРти халăхсен пĕрремĕш спартакиадине 1956 çулта ирттернĕ. Малтанхи тапхăрта пирĕн физкультурниксемпе спортсменсем хуласемпе районсенче мала тухассишĕн вăй виçнĕ, унтан çĕртме уйăхĕнче Шупашкарти «Энергия» стадионта республикăри спартакиада пуçланнă. Утă уйăхĕн варринче Атăл тăрăхĕнчи хуласенче Пĕтĕм Раççейри халăхсен спартакиадин виççĕмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем иртнĕ. Мускаври В.И.Ленин ячĕллĕ тĕп стадионта спартакиадăн финалти тупăшăвĕсене облаçсемпе республикăсен чемпионĕсемпе призерĕсем хутшăннă. Унта чăваш спортсменĕсенчен ылтăн медальсене 200 тата 400 метрлă дистанцисенче пĕрремĕш вырăнсем йышăнса Елчĕк раонĕнче çуралса ÿснĕ, çав вăхăтра Ленинградри физкультура институтĕнче вĕреннĕ Ардалион Игнатьев çĕнсе илнĕ. Пĕтĕм Раççейри халăхсен спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш АССРĕн пĕрлештернĕ команди ун чухне 70-мĕш вырăн кăна йышăннă. Совет Союзĕ саланса кайиччен пирĕн ентешсем çĕршыв ăмăртăвĕсенче кăна мар, СССР, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче те пысăк çитĕнÿсем тунă-ха, анчах вĕсене пĕр алăри пÿрнесемпе шутласа кăларма пулатчĕ.
Паян чăваш халăхĕ пирĕн республикăран тухнă хĕрĕхе яхăн олимпиецпа тивĕçлипе мухтанать. Вĕсенчен вуннăшĕ 1952-1990 çулсенче çуллахи тата хĕллехи Олимп вăййисенче ăмăртнă, пиллĕкĕшĕ малти вырăнсене йышăннă. Ыттисем пурте - 1992 çулта Испанири Барселонăра иртнĕ XXV Олимпиадăран пуçласа кăçалччен.
Чĕрĕк ĕмĕр ытларах каялла Совет Союзĕнче урăх самана пуçланчĕ те нумай нациллĕ, вăйлă та тĕнчери чи пысăк çĕршывсенчен пĕри вунпилĕк пая сапаланса кайрĕ. Экономика тĕлĕшĕнчен йывăр çак вăхăтра, 1990 çулта, пирĕн республикăри физкультурăпа спорт отрасльне Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ СССР спорт мастерĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн комсомол тата парти организацийĕсенче ĕçлесе пиçĕхнĕ вăйлă та тăрăшуллă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă Вячеслав Краснов ертсе пыма пуçларĕ.
Эпĕ ăна студент чухнех лайăх пĕлнĕ. Институтра çав çулсенче Вячеславпа пĕрле тĕнче тата ХХ Олимп вăййисен чемпионĕ Валерий Ярды велосипедист, 5000 метра чупассипе Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн чемпионĕ Николай Пуклаков тата çĕршыври мухтавлă ытти атлет вĕренетчĕç. Слава Краснов вĕсенчен тĕслĕх илнĕ.
Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте пи-рĕн республика йывăрлăха пăхмасăр спортра вышкайсăр пысăк çитĕнÿсем турĕ. Чи курăмлă кăтарту - пирĕн спортсменсем 1992-2012 çулсенче иртнĕ Олимп вăййисенче сакăр медаль çĕнсе илни, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăнни. 1990 çулччен пирĕн республикăра çĕршыв е Европа шайĕнчи ăмăртусене ирттерме юрăхлă тăватă спорт керменĕ кăначчĕ. Паян вара хăтлă, илемлĕ тата пĕтĕм тĕнче стандарчĕсене тивĕçтерекен стадионсем те пур. Çак çитĕнÿсенче, паллах, республикăри физкультурăпа спорт министрĕнче çирĕм çула яхăн ĕçленĕ Вячеслав Красновăн тÿпи пысăк. Шел те, йывăр чире пула Вячеслав Максимович иртнĕ çул пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Пурăннă пулсан 1970 çулсенчи çĕршыври чи вăйлă спортсменсенчен пĕри, çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн вице-президенчĕ пулнă, Раççей Федерацийĕн физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Краснов 65 çул тултармаллаччĕ.
Петр СИДОРОВ,
РФ физкультурăпа спорт отличникĕ