Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Пурнăç çĕрулмирен хаклăрах

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çур çĕр иртни икĕ сехетре Шупашкарти Мир проспектĕнчи пĕр çуртăн çÿлти хутĕнче пушар тухнă - пусма лаптăкĕнче вырнаçнă йывăç ещĕк çунма тытăннă. Юрать, вут-çулăма вăхăтра асăрханă, çăлавçăсене чĕнсе илнĕ. Брандмейстерсем "хĕрлĕ автана" 15 минутранах сÿнтернĕ. Асăннă çуртра пурăнакансене çĕр варринче, çитменнине хĕлле, урама илсе тухма тивмен. Ку тĕслĕхре шар курнисем çук, тăкакĕ те пысăках мар, анчах çакнашкал кашни пăтăрмах йĕркеллех вĕçленет тесе никам та шантарса калаймасть.

Общежитисенче тата "малосемейка” текен çуртсенче пулса курнисем пĕлеççĕ: вĕсенчен нумайăшĕн коридорĕсене тĕрлĕ япалапа, уйрăмах пахчаçимĕç упрамалли ещĕксемпе тата кивĕ шкапсемпе тултарнă. Вĕсен хуçисене пĕр енчен ăнланма пулать: пĕчĕк пÿлĕмре е хваттерте вырăн сахал, çавăнпа нумайăшĕ çĕрулми ещĕкĕсене, ыттине коридорсене, пусма лаптăкĕсене, чартаксене е тата ытти çĕре кăларса лартать. Çакна çынсем мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе Шупашкар хулинчи "На-связи" информаци порталĕ "Эсир подъездсенчи çĕрулми ещĕкĕсене мĕнле йышăнатăр?" ыйтăва хуравлама сĕннĕ. Ыйтăма порталта регистрациленнĕ çынсем, Чăваш Енĕн тĕп хулинче çеç мар, ытти районта пурăнакансем те, хутшăнма пултарнă. "Аван. Ахаль çынсен хăйсен саппасĕсене ăçта та пулин упрамаллах", - çак шухăша 94-ăн палăртнă. "Йĕркеллех. Енчен те ещĕк нимĕн те пÿлмест тата шăршлă мар-тăк - пултăрах”, - тенĕ 536 çын. Тепĕр 192-шĕ çакнашкал пулăма ырламан: "Çĕрулмине килте е гаражра упрамалла”. 189 çын - пушшех те хирĕç, вĕсем кунашкалли подъездсенче пачах пулмалла мар тесе критикленĕ.

"Çĕрулмине, ытти пахчаçимĕçе упрамалли ещĕк вырнаçтарни темех мар-ха, пирĕн хутра пурăнакан пĕр çемье пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнчи кивĕ япалисене йăлтах коридора кăларса лартать: пысăках мар диванне, креслине... Кил хуçи арăмĕ, хăйне пуринчен ăслăрах тесе шутлаканскер, упăшкине пĕрлехи балкона пăталаттарчĕ /унтан вăрă-хурах кĕме пултарать-мĕн/, çур коридор йышăнакан шкап ăсталама хистерĕ. Ун çине чечексем илсе тухса лартрĕ-ха та, анчах лешсем вăй илеймеççĕ: правур хĕрарăмăн упăшки кунне темиçе хутчен диван çине выртсах пирус мăкăрлантарать-çке. "Хваттерĕрте е урамра пирус туртăр”, - тесе унпа миçе хутчен ятлаçман-ши - усси çук. Тăтăшах ÿсĕр çÿрекенскере пула пушар тухасран хăратăп”, - каласа кăтартнăччĕ çулталăк каялла пĕлĕшĕм. Юрать, вăл пĕлтĕр çулла "малосемейкăри" хваттерне сутса пысăкраххине туянчĕ, çĕнĕ кÿршисемпе те кăмăллă.

Çÿлерех асăннă евĕрлĕ лару-тăрăва лексен, кÿршĕ-аршă коридорсене, урăхла каласан эвакуаци çулĕсене, тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарсан малтан çав çынсемпе калаçмалла, вĕсене çакă мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантармалла. Правуррисем пĕрле усă курмалли лаптăка хăйсенни пек çеç йышăнма чарăнмасан управляющи компание пĕлтерме юрать. Хăшĕсем прокуратурăна та çăхав çитереççĕ, ун пек чухне МЧС ĕçченĕсен тĕрĕслев ирттерме ирĕк пур. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - Раççей Федерацийĕнчи пушара хирĕçле режим правилисен 36 пункчĕн "б” çумпункчĕпе килĕшÿллĕн эвакуаци çулĕсене /çав шутра коридорсене, тамбурсене, галерейăсене, лифт холĕсене, картлашка лаптăкĕсене, алăксене, эвакуаци люкĕсене/ тĕрлĕ материалпа, япалапа, хатĕр-хĕтĕрпе, производство каяшĕпе, çÿп-çаппа тултарса хума, çавăн пекех эвакуаци çулĕсен алăкĕсене пÿлме юрамасть. Çак йĕркене пăхăнмасан РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн граждансене асăрхаттарма е 1 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене - 6-15 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 150-200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Хăшпĕрне, тен, штраф та хăратмасть пулĕ, çапах эпир сăнлакан пулăм тата пысăкрах хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. "Эвакуаци çулĕсем ирĕклĕ пулмалла. Вĕсене тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарса хуни, унта пахчаçимĕç упрамалли ещĕксем, сĕтел-пукан вырнаçтарни подъездра пушар тухсан чăн-чăн чăрмав пулса тăрать. Çакă çынсене урама чупса тухнă чухне кансĕрлес хăрушлăх пур. Унсăр пуçне асăннă япаласем тепĕр чухне вут-çулăм çăлкуçĕ пулса тăраççĕ - вĕсене ăнсăртран е ятарласа чĕртсе яракансем те тĕл пулаççĕ. Коридора тĕтĕм-сĕрĕм тухса тулсан нимĕн те курăнмасть, çавна май çынсем тĕрлĕ ещĕкрен, ытти япаларан такăнса çăлăнаймас хăрушлăх пысăк”, - ăнлантараççĕ специалистсем.

МЧС ĕçченĕсемпе, вырăнти влаç органĕсен тата йĕрке хуралĕн представителĕсемпе пĕрле 3-4 çул каялла çак йĕркесен авторĕ те Шупашкар районĕнчи кивĕ пĕр общежитире рейдра пулнăччĕ. Ун чухне курнă ÿкерчĕк паянхи кун та куç умĕнчен каймасть: кивелсе çитнĕ электропралуксем, тĕрлĕ ещĕкпе, михĕсемпе, ытти ăпăр-тапăрпа тултарнă хĕсĕк коридорсем... Алăк вырăнне утиял çакса хунă пÿлĕме кĕрсен сăмсана йывăр шăршă пырса çапнăччĕ. Çывăракан кил хуçипе унăн юлташне йĕрке хуралçи аран вăратнăччĕ. Ÿсĕрскерсем хăйсем патне ют çынсем кĕнине те сисмен иккен. Пÿлĕмре сивĕччĕ, хăйсем тĕллĕн ăсталанă ăшăтакан хатĕр вара вăрах вăхăт ĕçленипе хĕрсе кайнăччĕ...

Çĕрулмипе ытти пахчаçимĕçе хваттерте е балконра, çавăн пекех гаражра упрама тăрăшмалла. Велосипеда, кивелнĕ сĕтел-пукана, ытти япалана та коридора кăларса лартма васкамалла мар. Пĕрлехи лаптăкпа усă курмалли тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни, кÿршĕ-аршă шухăшне тĕпе хуманни юнашар пурăнакансен çеç мар, хăвăр сывлăхпа пурнăçшăн та хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине яланах асра тытасчĕ. Пурнăç, тем тесен те, çĕрулми ещĕкĕнчен хаклăрах.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.