Комментари хушас

18 Пуш, 2014

Алă çупнă самантра кăмăл çĕкленет

Анатри Кĕлешкасси ялĕ çумĕнче Хум шывĕ юхса иртет. Ку тăрăха турă хăех пилленĕ тейĕн. Кунта пурăнакансен чун-чĕрине çутă та савăнăçлă туйăмсем иленеççĕ.

«Пирĕн патăмăрта пĕр хутчен пулса курнă çын та эпир атте-анне çĕрне мĕнлерех юратнине çийĕнчех туйса илĕ, - тет мĕн ачаранах çакăнта çарран чупса ÿснĕ Николай Николаев, ял-йышри пек каласан - икĕ хут Микулай. - Маншăн кунта пурте хаклă: пĕр чарăнми малалла чупакан юхан шыв та, унăн тĕпĕнче йăлтăртатса выртакан вак чулсем те, шапа хуранĕсем те... Унччен шыв куç кĕски пекех тасаччĕ. Ача чухне çыран хĕрринчен хăпма та пĕлмен темелле. Шыв пĕр тикĕссĕн юхнине сăнаттăм, кĕвĕ çепĕçлĕхĕн вăрттăнлăхĕ ăçтан тухнине пĕлме тăрăшаттăм. Анчах кăлăхах, Хум шывĕ çийĕн чупакан хушка хумсем самантрах улшăнса тăратчĕç, çавна май вĕсем кăларакан кĕвĕ çемми те çĕнĕлле илтĕнме тытăнатчĕ. Ирĕксĕрех шухăша путаттăм. Хумсен кĕввине сараканни юхан шыв-ши е çут çанталăкăн куçа курăнман асамлă кĕслин çинçе хĕлĕхĕсем-ши?»

Микулай, Тури Кĕлешкассинче çуралса пĕчĕклех Анатри Кĕлешкассинче пурăнма тытăннăскер, сăваплă шутланакан Хум хĕррине тăтăшах кайса çÿреме, хумсен кĕвĕллĕ сассине тарăн шухăша кайса тăнлама юратнă. Чулсен хушшипе шăнкăртатса юхакан шыв кĕвĕлĕхĕнче вăл савăк çу кунĕсем иртнĕ хыççăн çуралакан салху çемĕсене те, хĕле хăваласа яма вăй-хăват çитерекен çуркуннен çĕкленÿллĕ янравлăхне те илтсе-туйса тăнă.

Ара, Хум паян та, хăйне талккишпех шурă пĕркенчĕк витсе хунă пулсан та, пăр айĕнче хăйĕн хÿхĕм юррине юрлать... Акă мĕншĕн Николай Николаевăн чун-чĕри мĕн ачаранах юрă-кĕвĕпе туслă. Вăл, хăй ас тăвасса, кирек хăçан та юрланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, Тури Кĕлешкасси пуçламăш шкулĕнче вĕреннĕ тапхăрта, ял-йыш умне пуçласа тухнă. Çавăн чухне паллă кунсен, уявсен ячĕпе хатĕрленĕ концертсене хутшăннă. Нумай сасă хушшинче çухалса кайман пĕчĕк юрăç, кăкăрĕнчен çĕкленсе тухакан килĕшÿллĕ янравĕпе вăл пурне те тĕлĕнтернĕ.

Çут çанталăк панă ăсталăх, ыттисенчен уйрăлса тăракан сасă пурри ăна шкулти пултарулăх ушкăнĕнчи тантăшĕсен хушшинче чи мала кăларнă та. Ытахальтен «шăпчăк» тесе чĕнмен ĕнтĕ ăна вĕренекенсем. Вăл юрланă чухне хăйне сцена çинче артист пек тытса юрă содержанийĕпе килĕшÿллĕн сăн-питне улăштарма пултарнă. Кунпа пĕрлех шкул ачи ăста купăсçă пулнă, кирек мĕнле кĕвве те çăмăллăнах шыраса тупнă.

Анчах Николай Николаев музыка училищине мар, Вăрнар районĕнчи Калининăри професси училищине кайса кĕнĕ, электромонтер ĕçне алла илнĕ. Кунти хорта юрланă. Специальноç илсен тăван республикăн тĕп хулинчи механизациленĕ 50-мĕш колоннăна вырнаçнă. Электромонтер хăйĕн пекех çамрăк та маттур каччăсемпе пĕрле районсене тухса çÿренĕ, пысăк вольтлă электричество линийĕсене карнă. Мĕнлерех ĕçленĕ-ха вĕсем? Ыйтăва çапла хуравларĕ: «Канма та пĕлмен. Юрă вара пирĕн чи шанчăклă та çывăх тус пулнă. Ĕç хыççăн çынсене савăнтарнă. Çавна май ялсене çутă кĕртме хутшăннă Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç районĕсен ертÿлĕхĕсенчен тав сăмахĕ сахал мар илтнĕ».

Юрлас ăсталăхĕ тивĕçлĕ шайра пулни ăна Совет Çарĕнче пулнă чухне те пулăшнă. Вĕсен çар чаçĕ Çурçĕр Казахстанра тăнă. Салтаксем стройпа утнă чухне юрласа яраканĕ кам пулнă тетĕр? Паллах, Николай Николаев! Вăл театрта та ĕçлеме пултарнă, анчах пурнăçра урăх çул-йĕр суйласа илнĕ. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн тăван тăрăха таврăннă та кăшт вăхăтран Йĕпреçри «Ял хуçалăх техники» пĕрлешĕве хăйĕн специальноçĕпе вырнаçнă. Ĕмĕт-тĕллевĕ çитнĕ темелле.

Коллективра - пĕр-пĕрне хисеплекен, ăнланакан çынсем. Анчах Николай Николаева темĕн çитмест пек, чунĕ таçталла туртăнать пек. Çакăн пек хыпăнса çуннă вăхăтра çамрăкăн тунсăхне сирме пулăшакан çул-йĕр уçăлнă иккен. Тăван ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçлеме тытăнсан кăмăлĕ савăкланса кайнă Николай Александровичăн. Кĕске хушăрах культурăн чăн вучахĕ пулса тăнă ку çурт. Директор тăрăшнипе, çине тăнипе арçынсемпе хĕрарăмсен ансамблĕсем, драма кружокĕ йĕркеленнĕ. Вырăнти артистсем концерт, спектакль час-часах лартнă. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ пуçлăх, таланчĕпе савăнăç-киленÿ кÿнĕ ял-йыша. Вăл ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ районти конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ тата çĕнтерÿçи пулнинче те Николай Александровичăн тÿпи сумлă та курăмлă. Тĕп ĕçрен пĕр шит те уйрăлмасăр директор Чăваш Республикинчи культурăпа çут ĕç училищинчен хор дирижерĕн специальноçне илсе тухнă.

«Эпĕ çынсем искусство енне туртăннине тата çав юратăва ăша хывма тăрăшнине куратăп та - калама çук хĕпĕртетĕп, - пытараймасть хăйĕн савăнăçне ветеран. - Хам мĕн паян кунчченех халăх юрри-такмакне, ташă çеммисене кăмăллатăп. Çынсем хыттăн алă çупса саламланă самантра тÿпене кайăк пек çĕкленме хатĕр. Çынна тарăн шухăша яракан, хумхану-пăшăрханăва сирме пулăшакан юрăсем мана уйрăмах çывăх...»

Николай Александрович тахçанах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, анчах килте пуçа усса лармасть. Савнă мăшăрĕ, тĕрĕ-эреше ăста, ĕçчен алăллă Галина Федотовна çур сăмахранах ăнланать ăна, тăтăшах пулăшса пыма тăрăшать. Кил хуçине паян та юрă-кĕвĕрен уйăрма çук, вăл район центрĕнчи Геннадий Степанов ячĕллĕ ветерансен хорĕн репетицийĕсене çÿреме те, Чăваш Тимешри «Эревет» фольклор ушкăнĕпе пĕрле юрлама та вăхăт тупать. «Эревет» çулталăкра икĕ хут лауреат пулчĕ: малтан Чăваш наци радиовĕн, унтан Чĕмпĕрте иртнĕ регионсен фестивалĕнче çĕнтерчĕ. Çав çитĕнÿсем, паллах, Николай Николаев хутшăнмасăр пулман.

Юлашки вăхăтра Николай Николаев хăй пекех юрра-кĕвве кăмăллакан, вырăнти авторсен сăввисемпе сахал мар юрă çырнă, Тури Кĕлешкассинчи Ананий Макаровпа уйрăмах туслă çыхăнура. «Аннесем çинчен çырнă юрă питĕ нумай, çав хушăрах аттесене манса хăваратпăр. Эпир Ананий Макаровпа иксĕмĕр çав «йăнăша» тÿрлетес терĕмĕр. Пирĕн хайлав начар мар пулса тухрĕ. Куракансем ăна лайăх хак парса йышăнчĕç», - савăк туйăмĕсене туллин уçса калаçать ырă ятпа чыс-сума тивĕçнĕ юрăç.

Кĕлешкасси шăпчăкĕ сцена çинчен хăйĕн ентешĕсене ÿлĕмрен те савăнăç, хавхалану кÿрессе шансах тăратпăр.


Геннадий КУЗНЕЦОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.