Комментари хушас

18 Пуш, 2014

Тĕлĕнтермĕш ăста

Йÿçкасси ялĕнчи Станислав Владимирова кам пĕлмест? Таврари паллă ăста пирки ыррине нумай илтнĕ пулин те хăйĕнпе халĕччен те курса калаçманччĕ-ха. Станислав Германовича патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕпе Юрий Ивановпа килĕнче тĕл пултăмăр.

Кил хуçи арăмĕ Зоя Гурьевна пире ырă сунса кĕтсе илчĕ. Кĕçех кирлĕ çын хăй те курăнчĕ. Унпа калаçма селĕм, ыйтусене кĕскен те татăклăн хуравлать. Хамăра та çăмăл туятпăр.

Станислав Германович 64 çулта. Ĕç стажĕн ытларах пайне «Красноармейский» пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа çыхăнтарнă. Хуçалăх салансан пĕр тапхăр «Мир» кооперативра вăй хунă. Каярахпа ĕçсĕр юлнă, анчах вăхăта кĕрĕк арки йăваласа ирттермен - тивĕçлĕ канăва тухичченех Мускава çÿренĕ.

- Иртнĕ çул тухтăрсем патĕнче сывлăха тĕрĕслеттертĕм. Ытларах çуран çÿреме сĕнчĕç. Халĕ ир-каç пилĕкшер çухрăм утатăп. Эрех-сăра таврашне сыпмастăп, пирус та туртмастăп текех, - пĕлтерчĕ кил хуçи кăмăллăн.

Мăшăрĕ хамăр енчисемех, Чумаш ялĕнчен. Крентейкассинчи сĕт-çу ферминче дояркăра, техник-осеменаторта, каярахпа Именкассинчи комбикорм заводĕнче вăй хунă, халĕ вăл та - пенсире.

Вĕсем 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Шел, ирсĕр чунлă çынсем Мускавра Женьăн пурнăçне татнă. Саша хăйĕн çемйипе Крентейкассинче тĕпленнĕ, ашшĕ пекех электрике вĕреннĕ, «КЕТРА» заводра операторта вăй хурать. Эдикăн та хăйĕн кил-йышĕ, çĕр-шывăн тĕп хулине ĕçлеме çÿрет. Хĕрĕ Татьяна Шупашкарта пурăнать, вăл - çĕвĕç. Екатерина вара ялтах, пĕчĕк ача пăхать. Владимировсен 8 мăнук, вĕсемпе тивĕçлĕ канурисем куç тулли савăнаççĕ.

- Техникăпа ачаранах кăсăкланатăп, çакă аннерен Мария Владимировнăран куçрĕ пулмалла. Вăл кустăрмаллă трактор çÿрететчĕ, - аса илчĕ Станислав Германович.

Ялта вăл тума пĕлмен, тытса курман ĕç çук пулĕ. «Кашнин хăйĕн кĕвви тата меслечĕ. Пĕр тытăнсан, чун-чĕререн киленнĕрен, ниепле те пăрахаймастăп», - тет чăнласах ылтăн алăллă ăста. Пиллĕкмĕш класра чухнех, çу кунĕсенче, çитĕннисемпе пĕрле платникре çÿренĕ. Алли çыпăçуллă пулнине аслисем асăрханă, çавăнпа ăна хăйсенчен уйăрман.

Мĕнле кăна ăсталăха хăнăхман-ши вăл? Çуртсене тул енчен хăмапа витнĕ. Хăйсем пурăнакан пÿртпе ытти хуралтăна та мăшăрĕпе иккĕшех тунă.

- Салтакран килсенех инвалидсен коляска машинин двигательне вырнаçтарса виçĕ урапаллă трактор, кабинăллă аэроçуна майлаштартăм, - тĕлĕнтерет Станислав Владимиров. Çав çулсенчен пуçласа «Моделист-конструктор» журнал çырăнса илет. «Вăл малтанах питĕ пулăшрĕ, чертежсене халĕ пĕтĕмпех пуçра тытатăп», - шÿтленĕн калаçать «Кулибин».

Килĕнче вăл виçĕ фазăллă электрооборудование ĕçлеттерет, универсал станок, шурă çăнăх авăртмалли икĕ арман, темиçе трактор, виçĕ касăллă плуг, утă пуçтармалли кĕрепле, сварка ĕçĕсем тума трансформатор, шпунтпа закрой кăлармалли станок, утă-улăм вĕтетмелли агрегат тата ыттине те ăсталанă.

- Алă пырать пулсан, пĕр тытăнсан тĕллеве пурнăçлатăнах. Ĕçе вĕçне çитеретĕнех. Пĕлтĕр хăма саваламалли станок майлаштартăм. Кăçал косилка туса хатĕрлесшĕн, - çунатланать Станислав Владимиров.

Чăваш хăй куçĕпе курмасăр, аллипе тытса пăхмасăр ĕненмест тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Пирĕн те ăста ĕçĕсемпе çывăхрах паллашас килчĕ. Гаражпа столяр цехне те кĕрсе куртăмăр. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, алă айĕнче.

Владимировсем пахчари, анкартинчи мĕн пур ĕçе /çĕр улми лартнисĕр пуçне/ пĕтĕмпех кил хуçи ăсталанă техникăпа тăваççĕ. Ял çыннисене те пулăшма ÿркенмеççĕ.

Вĕсен садĕнче улма-çырла йывăççи темĕн чухлех. Кил хуçи пурне те тенĕ пекех вăрăран акса ÿстернĕ.

Кустăрмаллă тракторне кăтартса районти «Кулибин-2013» конкурсра диплома тивĕçнĕ. Станислав Германович Трак ен çыннисене хăйĕн çĕнĕ ĕçĕпе кăçал та тĕлĕнтересшĕн. Мĕнпе тетĕр-и? Хальлĕхе ку - вăрттăнлăх.


Виктор ДАНИЛОВ.

Красноармейски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.