Комментари хушас

18 Нарăс, 2016

Паха вăрлăх - пысăк тухăç

Çанталăк çур енне кайнă май хуçалăхсенче хĕрсех ака-сухана хатĕрленеççĕ: техника юсаççĕ, вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем янтăлаççĕ.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикипе çурхи культурăсен вăрлăхĕ 48 726 тонна пур. Ку палăртнин 101 проценчĕ. Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсенче вăл ытлашшипех. Çак вăхăт тĕлне ăна йăлтах тĕрĕслеттернĕ.

Мĕн акатăн - çавă шăтать тенĕ. Хывнă вăрлăхран 35 380 тонни /73 проценчĕ/ кондицие ларнă. Улатăр /91 процент/, Патăрьел /80/, Комсомольски /83/, Шăмăршă /80/, Çĕмĕрле /83/ районĕсенче кăтарту пысăкрах. Муркаш районĕнче вара акма юрăхли çурри те çук.

Кондицие ларманни – 13 346 тонна /27 процент/. Канаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Муркаш тăрăхĕсенче кун пекки самай.

Хывнă вăрлăхăн пысăк пайĕ - 12 731 тонна - çÿп-çаплă пулнипе акма юрăхсăр /тĕрĕсленĕ хисепĕн 26 проценчĕ/. Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тăрăхĕсенче çÿп-çаппа хутăшни уйрăмах нумай. Шăтаслăх тĕлĕшпе - 1329 /2,7 процент/, нÿрĕклĕхĕпе 1387 тонна /3 процент/ вăрлăх тивĕçтермест. 974 тонна сăтăрçăсемпе сиенленнĕ. Канаш, Муркаш, Елчĕк районĕсенче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. Палăртнă вăхăт тĕлне республикăри хуçалăхсенче 112 звено ĕçленĕ. Комсомольски енче 18 звено йĕркеленĕ.

Вăрнар районĕнчи «Санары» хуçалăхра та хĕрÿ тапхăра хатĕрленеççĕ. «Вăрлăх йăлтах кондицие ларнă. Халĕ ăна тепĕр хут алласа тасатаççĕ. Удобрени, топливо çителĕклех туяннă. Механизаторсем техникăна юсаççĕ», - пĕлтерчĕç хуçалăх ертÿçисем. Ака-сухана Леонид Харитонов ?сăнÿкерчĕкре% та Джон Дир тракторĕпе хутшăнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ çур акинче, вырмара уй-хиртен кĕме пĕлмест темелле. Ĕçченскер ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх. Хуçалăх çуллен пысăк тухăç илнинче унăн тÿпи те пур.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.