ПУÇА ЫРАТТАРАÇÇĔ
Пуç ыратма пуçласан нумай пулмасть мĕнле апат çинине аса илĕр, мĕншĕн тесен хăш-пĕр çимĕç çакăн пек витĕм кÿме пултарать.
Сыр. Унра юн пусăмне ÿстерме пултаракан тирамин нумай. Çавна пула пуç ыратать. Тирамин кăмăскаллă тата ирĕлтернĕ /плавленый/ сырта пуринчен те ытларах.
Хăвăрт хатĕрлемелли яшка. Çакăн евĕр шÿрпере, çĕрулми нимĕрĕнче, яшкара апат хушăмĕсем нумай пулнă май вĕсене çисен пуç ыратасси те часах.
Какай, кăлпасси. Пуçа ыраттаракан апат хушăмĕсем питĕ нумаййине кура хура списока салями, пепперони, ветчина, хот-дог, сосиска, технологи мелĕпе тирпейленĕ ытти какай çимĕçĕ кĕреççĕ.
Шăккалат, кофе. Юн пусăмне ÿстерекен витĕмлĕ кофеинпа тирамин нумаййине пула пуçа ыраттарма пултараççĕ.
Алкоголь. Пуç мимин юн тымарĕсенче юн куçассине вăйлатать. Унри ферментсем нерв тытăмне пăлхатаççĕ. Çак пулăмсем пĕрлешсе пуçа ыраттараççĕ те. Уйрăмах хĕрлĕ эрех, шампань эрехĕ, виски, сăра асăннă витĕмпе палăрса тăраççĕ.
Мигрене вĕсемсĕр пуçне çаксем те аталантарма пултараççĕ:
- апатлану йĕркине пăхăнманни;
- кун тăршшĕнче шĕвек сахал ĕçни;
- шăрăх çанталăкра ытла сивĕ шыв ĕçни.
Мĕн тумалла-ха? Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 4-5 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Васкавлă пулăшу вырăнне апатчен 20 минут маларах эмел курăкĕн 2-4 чĕрĕ çулçине çиме юрать. Аллерги çук пулсан тăнлавсене темиçе тумлам лаванда эфир çăвĕпе сăтăрмалла.