Комментари хушас

12 Нарăс, 2016

Вăхăтлăх кампани кăна пулчĕ

Çынсем алкогольпе наркăмăшланнине пула пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем сиксе тухни общественноçа иртнĕ çул вĕçĕнче самаях калаçтарчĕ. Пирĕн хутлăхри виçĕ çамрăкăн вилĕмĕ те Интернет урлă туяннă суррогатлă хаяр шĕвек ĕçнипе çыхăннă. Çавна май йĕркелĕх сыхлавĕнче тăракансем «шуйттан сĕтне» пули-пулми вырăнта е алăран туянмалла маррине аса илтереççĕ: хаклă йышши бренд тесе сĕнекенскер контрафакт таварĕ маррине малтан никамах та уçăмлатаймĕ, кайран вара: «Чавса çывăх та çыртма çук», - тенĕ пек пулса ан тухтăр.

Сывлăхăмăршăн, тĕрĕсрех каласан - пурнăçăмăршăн, хамăрăн ытларах тăрăшмаллине пурте аван пĕлетпĕр, май пур таран асăрхануллăрах пулас тетпĕр. Кун пек чухне саккун та вăйне кăтартать: суя эрех кăларакана-сутакана шыраса тупать, явап тыттарать. Çав вăхăтрах тĕрлĕ суррогата аптекăра, хуçалăх таварĕсен лавккинче туянса «Дихлофоспа» имçамланă хыççăнхи таракан евĕр минресе çÿрекен йышланни халăха та, саккун йĕркине сыхлакансене те, влаç тытăмне те питех хумхантармасть ахăр.

Чăн та, ку енĕпе вăхăтăн-вăхăтăн аса иленçи тăваççĕ-ха. Сăмахран, 2014 çулта аптека тытăмĕн тăватă организацийĕ /«Сальва», «Виктория», «РУТА» ОООсем, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» ПУПĕ/ тата çак министерство çумĕнчи пациентсен канашĕ ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче «фанфуриксене» сутассине чикĕлес ыйтупа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесси çинчен меморандума алă пуçнăччĕ. Тĕллевĕ чăннипех пархатарлăччĕ çак документăн: ентешĕмĕрсен сывлăхне сыхлассипе тата çирĕплетессипе, вăхăтсăр вилĕме сирессипе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе, эрех, çав шутра апат продукцийĕ шутланман спирт хутăшне ĕçессине чикĕлессипе çыхăннăччĕ. Сăмах май, апат продукцийĕ шутланман спирт хутăшĕ шутне меморандумра медицинăра тата урăх тĕллевпе усă куракан тавар кĕрет.

Каярахпа вĕсен йышне Елчĕк, Çĕмĕрле тăрăхĕсенчи, Шупашкар хулинчи ытти аптека та хушăннăччĕ.

Пациентсен канашĕн ертÿçи, республикăри хĕрарăмсен общество организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева ун чухнех «фанфурик» ыйтăвĕ çивĕччине, вăл халăха эрех серепине сĕтĕрнине палăртнăччĕ.

Унтанпа кĕçех икĕ çул çитет. Шел те, «Асăннă документ алă пуснă самантран пурнăçа кĕрет тата вăл вăйра тăнă тапхăрăн чикки çук», - тесе йышăнни хут çинче кăна юлчĕ, меморандум хăй те вăхăтлăх кампани шутланчĕ пулас. Çапла каламашкăн сăлтав пур: район центрĕнче-и, хулара-и - аптекăсем шăкăрин вырнаçса тухнă, кашнинче тенĕ пекех хаяр шĕвеклĕ имçампа сутă тăваççĕ. Пĕрисем - вăрттăн, теприсем - ирĕклĕнех, хăйсен клиенчĕсене вĕсем çийĕнчех палласа илеççĕ: урисене сĕтĕрсе пынинчен, шыçăнса тăртăннă пит-куçĕнчен, хаяр шĕвеке хутăштармашкăн шыв тултарса чикнĕ савăт кĕсйинче мăкăрăлса тăнинчен. «Фанфурикпе» сутă тăвакан аптека-павильона урамранах палăртма май пур: çуркуннене сулăннă хĕвел ăшшипе ирĕлекен юр çийĕн спиртран пушатнă кĕленчесем йăлтăртатса шăкăрин выртаççĕ, шĕвекĕпе ăс-тăнне минретнĕ ĕçкĕçĕсем çул варрипе сулкаланса пыраççĕ.

«Ыйтакан тавар каятех. Çакăншăн сутуçа хурламалла мар», - тÿрре тухма пикенет хăшĕ-пĕри. Аптекăри сутуçă - медицина енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ çын, унăн халăх сывлăхне упрассишĕн ытларах тăрăшмалла. Вăл вара пайталлă пулассишĕн хыпса çунать. Чăн та, спирт хутăшĕсене сутлăха кăларассине саккун йĕркипе чикĕлемен. Çакăнпа усă курать те чылайăшĕ. Апла-тăк çирĕп йĕрке туса хумалла. Ку енĕпе Чăваш хутлăхĕн хăйĕн опычĕпех усă курмалла: çынсене табак тĕтĕм-сĕрĕмĕн витĕмĕнчен хÿтĕлес тĕллевпе халăх çине тăнипе федераци шайĕнче ятарлă саккун вăя кĕчĕ вĕт. Халĕ авă кальян туртассинчен пистерме тĕллев лартнă. Çакă пурнăçланасси иккĕлентермест, мĕншĕн тесен «Чăваш Ен» фонд хастарĕсем пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнă, волонтерĕсем те маттур вĕсен.

Пĕрлехи вăйпа кĕрешсе çынсене вилĕм çавинчен çăлса хăварма пулатех. Пуçаруçи кăна кирлĕ. Çакна пурнăçлаймасан республикăра этем кун-çулне вăрăмлатасси пирки калаçнин усси сахалрах: «фанфуриксене» пула миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине ку таранччен шута илнĕ-ши?

Валентина ИЛЬИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.