Комментари хушас

12 Нарăс, 2016

Эпир - туслăхшăн, çирĕп хутшăнушăн

Çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех иртет.

«Чăваш тĕнчи» кăларăм тухма пуçланине те паянхи пекех астăватăп, унтанпа вара 18 çул та çитрĕ.

«Хыпарти» «Чăваш тĕнчи» страница çак ятпах кун çути куракан хаçатăн аслă пиччĕшĕ вырăнĕнче пулчĕ. Халĕ «Хыпарпа» Чăваш наци конгресĕн /учредителĕсем/ хаçатне бюджет укçи-тенкипе уйрăм кăлараççĕ. Апла пулин те эпир асăннă кăларăма «Хыпарта» та тытса пырас тĕллевлĕ.

Пирĕн «Чăваш тĕнчи» пысăк чăваш тĕнчин сасси пулса тăрайрĕ-ши? 18 çул тăршшĕнче ятарлă страницăра кам кăна сăмах илмен-ши? Йăхташăмăрсем йышлă пурăнакан хăш вырăна кăна тухса килмен-ши? Кампа кăна çыхăну тытман-ши? Хăй вăхăтĕнче Питĕртен Виталий Золотов, Михаил Медяков, Раççейĕн тĕп хулинчен Петĕр Мульдияров, Самар облаçĕнчен Виктор Симаков, Пушкăртстанран Борис Борлен, Тутарстанри Пăва районĕнчен Давид Шашкин, Нурлат районĕнчен Елизавета Илюшкина тата ыттисем тĕрленчĕксем, очерксем çыратчĕç. Шел, çаксенчен чылайăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, теприсем килтен тухса çÿреймеççĕ. Юлашки тапхăрта Чĕмпĕр хутлăхĕнчи Валентина Тараватпа Анатолий Юман çыравçăсем, Пушкăртстанри Василий Антонов, Александр Савельев-Сас поэтсем, Хабаровскра пурăнакан 102 çулти йăхташăмăр Петр Егоров авиатор чи çывăх туссем пулса тăчĕç.

Пурнăç малаллах шăвать. Çĕнĕ авторсемпе пуянланса пыни те савăнтарать. Нумаях пулмасть Эрĕнпур облаçĕнчи Грачевка районĕнчи Галина Федороваран çыру илтĕмĕр. Унти Тури Игнашкино ялĕнче пурăнать вăл. 40 çул ачасене вĕрентнĕ. Галина Федоровăн çырăвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Çиччĕмĕш класа çитиччен чăвашла вĕрентнĕ пире. Кĕнекесене Чăваш Республикинчен ярса паратчĕç. Пирĕн ялта «Кĕпер» роман авторĕ Влас Паймен çуралса ÿснĕ. Шăпах унăн произведенийĕнче сăнласа кăтартнă юханшыв урлă хывнă кĕпер урлă каçсан чăваш чĕлхи никама та кирлĕ пулмарĕ. Вăл çуллен-çул вăйне çухатса пырать. Тăван чĕлхепе аслă ăрурисем кăна калаçаççĕ. Вĕсен ачисем ашшĕ-амăшне ăнланаççĕ-ха, анчах мăнукĕсем вырăсла кăна пуплеççĕ.

Тăван ялăмăр темиçе çул каялла 300 çул тултарчĕ. Çавна май, юбилей мероприятийĕсем ирттернĕ самантра, Чăваш Енпе çыхăну йĕркеленсе кайрĕ. Ялта Вячеслав Христофоров хăйĕн ушкăнĕпе, ытти коллектив пулчĕç. Пирĕн «Нарспи» ансамбль те Шупашкара Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне çитсе килчĕ. Ачасене «Шурăмпуç» фольклор коллективне явăçтарма тăрăшатпăр, тăван юрăсене ан манччăр тетпĕр». Галина Федорова çырура хăйĕн сăввипе те паллаштарма тĕв тунă. «Тăван чĕлхе» сăвăри йĕркесемпе паллашар-ха:

Тăван ялăмра та тĕрлĕ чĕлхе.
Юлташăн çемйи калаçать вырăсла.
Кÿршĕсем пуплеççĕ мăкшăлла, тутарла,
Эпĕ атте-анне чĕлхипе - чăвашла...

Тавах сире, «Чăваш тĕнчин» тусĕсем. Пирĕн çинчен манмастăр-ха эсир. Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен кун-çулĕпе, шăпипе, йăли-йĕркипе паллаштарсах тăратăр. Хамăр та май пур чухне вăл е ку республикăна, облаçа тухса курма тăрăшатпăр. Çак ĕçе ытларах чухне Чăваш наци конгресĕпе пĕрле пурнăçлатпăр. ЧР Культура министерстви йĕркелекен мероприятисене те хутшăнатпăр.

Юлашки çулсенче Тутарстана, Пушкăртстана, Эрĕнпур, Чĕмпĕр облаçĕсене çитсе килтĕмĕр. Мĕн асра юлчĕ, савăнтарчĕ? Тутарстанри Нурлатри Уяв. Пирĕн тăрăхра эпир ача чухне ирттернĕ вăййа питĕ çывăх вăл. Эрĕнпурта наци культурисен «ялĕпе» паллашма пултартăм. Чăваш килĕ те пур унта. Çуртра çавăн пекех музей те вырнаçнă. Унта кăлканлă çеçенхирти 12,5 пин чăвашăн пурнăçĕ, культури, йăли-йĕрки сăнланнă.

«Хыпар» хаçатăн 110 çулхи юбилей çулĕнче йăхташсемпе тытакан çыхăнăва тата вăйлăрах çирĕплетесчĕ.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.