Комментари хушас

10 Нарăс, 2016

ТИВĔÇЛИПЕ ХАКЛАТПĂР

Банан пирки диетологсем ырă сăмах нумай калаççĕ. Ахальтен мар паллах. Çак çимĕç нумай лару-тăрура сывлăха паха витĕм кÿрет. Унăн сиплĕ хăш-пĕр енĕ çинчен хаçатра çырса кăтартнăччĕ-ха. Паян тата тĕплĕнрех каласа паратпăр.

1. Кăмăл пусăрăнсан.

Хĕллехи пусăрăнчăк туйăм çавăрса илсен икĕ банан çимелле. Сăмах май, талăкри чи пысăк виçе - виçĕ банан. Çимĕçре серотонина /телей гормонĕ/ тума хутшăнакан триптофан пур. Организм çак япалана хăй тĕллĕн туса кăлараймасть, ку тĕлĕшпе ăна банан витĕмлĕ пулăшать.

Лайăх кăмăлшăн çак çимĕçри В ушкăнри витаминсем тата магни яваплă. Унсăр пуçне банан углеводсемпе /сахароза, фруктоза, глюкоза/ апат чĕлкемĕсен çутçанталăк çăлкуçĕ пулнипе палăрса тăрать. Çавăнпа вăл организма энергипе питĕ хăвăрт тивĕçтерет.

2. Язва та хăрушă мар.

Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе аптракансем сипленнĕ вăхăтра апатланăва тĕрĕс йĕркелемеллине лайăх ăнланаççĕ. Чылай çимĕç юрамасть, анчах банан мар. Сиплев тапхăрĕнче ăна рациона кĕртмеллех. Вăл хытаракан витĕмлĕ, хырăмлăх стенкисене бактерисенчен тата хырăмлăх йÿçекĕн сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕлекен сийпе хуплать. Унсăр пуçне банан питĕ çемçе, ăна хырăмлăх çăмăллăнах ирĕлтерет.

3.Юн пусăмне йĕркене кĕртет.

Банан калипе /виçĕ çимĕçре- çынна талăкра кирлĕ виçе/, кальципе, магнипе пуян. Шăпах çак япаласем юн пусăмне йĕркене кĕртме пулăшаççĕ, юн тымарĕсене çирĕплетеççĕ, инфарктпа инсульт хăрушлăхне чакараççĕ. Чĕрепе чирлĕ çынсемшĕн банан - çав тери паха çимĕç.

4. Юн сахал чухне.

Юн сахал /малокровие/ чухне банан уйрăмах кирлĕ. Унра тимĕр пур. Çак элемент гемоглобинăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрать, вăл кислород молекулисене çыхăнтарать, ăна организмăн клеткисем, тĕртĕмĕсем патне илсе çитерме пулăшать. Анемирен сыхланма тата чиртен сипленме банана тăтăшрах çимелле.

5. Шăмăсене çирĕплетет.

Кун пирки кофе нумай ĕçекенсене уйрăмах асăрхаттармалла. Вĕсемшĕн банан мĕнпур улма-çырла йышĕнче пĕрремĕш вырăнта тăмалла. Мĕншĕн-ха? Кофе организмран кальцие çуса кăларать.

Банан вара çак элемента тытса тăрать, шăкпа çăвăнса тухма памасть. Кальци шăмăсене çирĕплетме тата ÿсме пулăшать.

6. Кăкăр хĕртнинчен, ÿслĕкрен.

Паллах, банан хырăмлăхпа апат пырĕнчи амаксен сăлтавĕсенчен /гастрит, язва.../ хăтараймасть. Вĕсенчен питĕ тимлĕ сипленмелле. Анчах япăх палăрăмсене вăхăтлăха та пулин ирттерет.

Ÿслĕкпе кĕрешме банана вилкăпа нимĕрлемелле, 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Каçхи апата сывлăх лайăхланичченех çисе пурăнмалла.

7. Çăмăл апат кунĕ.

Çак кун улма-çырла салачĕ çисен аван. Вăл япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртме пулăшать, организма кирлĕ витаминсемпе тивĕçтерет. Пĕрер банан, киви тата грейпфрут кирлĕ. Вĕсене тăваткалласа вакламалла, хутăштармалла, кăштах лимон сĕткенĕ ямалла.

Шута илме. Калори нумаййине кура /пиçнĕ 100 грамм çимĕçре - 70-100 килокалори/ банан самăрлăхпа аптрасан юрамасть. Питех çиес килсен - кунне 1 бананран ытла мар! Сахăр диабечĕпе чирлисен - тухтăрпа канашласа кăна. Çавăн пекех банан юна çăратать, инсульт, инфаркт тÿссе ирттернĕ çынсене юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.