Комментари хушас

28 Кăрлач, 2016

Ферма ĕçĕ хăратмасть

Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă пин çамрăка Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендийĕпе çулсерен хавхалантараççĕ. 2004 çултанпа ăна 13 пине яхăн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть кăçалхи лауреатсен ячĕсене палăртрĕç. Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче пурăнакан Илена Егорова патне стипендие тивĕçнине çирĕплетекен сертификата иличченех çитрĕмĕр. Киров ячĕллĕ ЯХПКра выльăх пăхаканра тăрăшакан çамрăкпа ĕç вырăнĕнче тĕл пулма тÿр килчĕ.

Илена Ставрополь крайĕнче çуралнă. Шкул пĕтериччен Калмăк Республикинчи Бага-Бурул поселокĕнче пурăннă. Даргин хĕрне шăпа Чăваш Ене мĕнле илсе çитерни кăсăклантарчĕ. Повар профессине алла илсен вăл ытти чылай çамрăк пекех пысăк шалу илес тĕллевпе çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă. Дипломлă хĕре унта ĕç тупма йывăр пулман. Мускавра вăл кафере тăрăшма тытăннă. Пулас мăшăрĕпе Сергейпа общежитире паллашнă. Чăваш каччи Мускавра метро тунă çĕрте ĕçленĕ. Йĕкĕте хĕрĕн ырă кăмăлĕ, ĕçченлĕхĕ тÿрех тыткăланă - вăл пĕрре пăхсах савнă пикене текех куçран вĕçертмен. Икĕ çул Мускавра ĕçлесе пурăннă хыççăн Сергей ăна качча тухма ыйтнă. 2007 çулта вĕсем çемье чăмăртанă. Унтанпа Илена Канаш районĕнчи Атнашра пурăнать. Тăван тăрăхран çĕр-çĕр çухрăм аякка килме пике мĕнле килĕшнĕ-ши? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.