Комментари хушас

23 Кăрлач, 2016

Сăмах ăстисене хавхалантарчĕç

Кăрлач уйăхĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявласси йăлана кĕчĕ. Хальхинче те Чăваш патшалăх филармонийĕ уяв хаваслă сассипе тулчĕ. Йышра - пичет ветеранĕсем те, пулас журналистсем те. Шăпах çитĕнекен ăру уява хăйне евĕрлĕ йĕркелеме пулăшрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсемпе, "Куча мала" телекурав-театр студийĕн ачисемпе чарăнсах калаçрĕ, пуласлăхра çитĕнÿ сунчĕ.

"Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ", - чăваш журналистикине никĕсленĕ Николай Никольский каланине хальхи ăру асра тытнинчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич. Информацие халăх патне вăхăтра тата обћективлă çитересси, республика пурнăçĕпе уйрăм çын çинчен ыттисем мĕнле пĕтĕмлетÿ тăвасси журналистăн ăсталăхĕнчен, яваплăхĕнчен нумай килнине палăртрĕ вăл.

- Пасар экономикин тапхăрĕнче пурăннă вăхăтра та хăйхаклăхне çухатман ăнлавсем - çемье телейĕ, юрату, патриотизм - çинчен пĕлтерсех тăратăр. Çакă халăха паянхи лару-тăрăва хак пама, тĕрĕс йышăну тума, çĕнĕ проектсем палăртма пулăшать, - терĕ Михаил Васильевич.

Хамăр тăрăх медиатытăмĕн çитĕнĕвĕсемпе ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. Журналистсен ĕçне республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче пысăк хак панă. Çырăнтару кампанийĕн пĕтĕмлетĕвĕ, уйрăмах ача-пăча кăларăмĕсен тиражĕ хушăнни, савăнтарнине пытармарĕ вăл. Интернет-кăларăмсем вăй илсе пынă саманара хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышĕ те пысăкки хавхалантарать паллах.

Александр Степанович паянхи ÿсĕмпе лăпланмалла маррине, кăсăклăрах статьясем çырмаллине, çав вăхăтрах критика материалĕсене кун çути кăтартмаллине палăртрĕ.

Уяв ячĕпе çавнашкалах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата ыттисем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Чи маттурисене наградăсемпе чыслани - уявăн асра юлакан тепĕр саманчĕ. Çак хисепе пирĕн ĕçтешсем те тивĕçрĕç. Калăплав операторне Ольга Романовăна ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе наградăларĕç. "Хыпар" хаçатăн пай редакторне Николай Коновалова коррупципе кĕрешес ĕçе хаçат страницинче витĕмлĕ кăтартнăшăн Дипломпа хавхалантарчĕç.

ЧР Журналистсен союзĕн премийĕсен лауреачĕсен йышĕ хушăнчĕ. Çемен Элкер ячĕллĕ премие - "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăçпа вĕренÿ пайĕн редакторне Ирина Ивановăна тата "Советская Чувашия" хаçат корреспондентне Леонид Никитина, Николай Никольский ячĕллĕ премие - "Хыпар" Издательство çурчĕн "Самант" журнал редакторне Владимир Степанова, Леонид Ильин ячĕллĕ премие Раççей ялхуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-секретарьне Надежда Васильевăна пачĕç.

Пултарулăх ушкăнĕсем юрăпа-ташăпа тыткăнларĕç. Уяв тĕлне хатĕрленĕ сюжетра куракан-итлекен-вулакан журналист ĕçне пысăк хак пани те кăмăла кайрĕ. Малашне те хавхалансах ĕçлĕпĕр!

Марина ТУМАЛАНОВА.

Василий Кузьмин сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.