Комментари хушас

15 Кăрлач, 2016

Çĕрĕ янă чухнехи юрăсем

2008 çулта Раççей гуманитари наука фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви ырланă «Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи чăвашсен фольклорĕ» тĕпчев проекчĕпе ирттернĕ экспедици вăхăтĕнче Лачакара кашни çул Кивĕ çĕнĕ çулта çĕрĕ яма пуçтарăнни, çĕрĕ янă чухнехи юрăсем юрлани çинчен пĕлме май килчĕ. Вара ятарласа 2009 çулхи кăрлачăн вунвиççĕмĕшĕнче - Кивĕ çĕнĕ çулта - ятарласа Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи Лачака ялне çитрĕм. Çавăн çинчен сăмах.

Тутарстанри ытти ялти пекех Нурлат районне кĕрекен Лачака ялĕнче кашни çул Кивĕ çĕнĕ çулта каçхине çĕрĕ яраççĕ. Çĕрĕ янă чухнехи юрăсене юрлаççĕ. Тата урăхла вĕсене Кивĕ çĕнĕ çул юррисем теççĕ. Юрăсене çамрăксем манасран уйрăм тетраде çырса пыраççĕ. Аслăраххисем каплах астăваççĕ. Çав юрăсене ытти чух юрламаççĕ. Кивĕ çĕнĕ çул каçхине çĕрĕ янă чухне кăна шăрантараççĕ. Лачакасем кашни çул çĕрĕ яма Юлия Петровна Кольцова /хĕр чухне Миронова/ килĕнче пуçтарăнаççĕ. Унччен унăн амăшĕн - Матрена Алексеевна Мироновăн - килĕнче пуçтарăннă. Лачакасем каласа панă тăрăх, Матрена Алексеевнăн пысăках мар пÿртне çитмĕле яхăн çын вырнаçнă. Çĕрĕ янă чухнехи юрăсене юрланă. Çĕрĕ ярса пĕтернĕ хыççăн пурте сĕтел хушшине ларнă, хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ апат-çимĕçе, кил хуçи пĕçернĕ хуплăва астивнĕ. Кивĕ çĕнĕ çула яланах йăва, çĕнĕ çул кукли пĕçернĕ. Çур çĕр иртсе иккĕмĕш сехете кайсан тин çынсем çăварни юрри юрласа килĕсене саланнă. Малалла вулас...

Елена Федотова,

филологи aслaлaхeсен кандидачe.

Автор сaнyкерчeкeсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.