Пурнăçпа вилĕм хушшинче
Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн министрĕ, Раççей халăх депутачĕ пулнă Николай Григорьевич ГРИГОРЬЕВА /21.12.1933/ республикăра нумайăшĕ пĕлет. 1993 çулта РФ парламентне хуптĕрленĕ чухнехи пăтăрмахлă вăхăта кĕскен аса илме килĕшрĕ.
Влаç улшăнчĕ
- Кайран мĕнле пурăнтăр?
- Аванах. Пенсие кайсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет профессорĕнче тăрăшрăм, 11 кĕнеке пичетлерĕм.
- Министртан мĕншĕн кăларчĕç?
- РФ халăх депутачĕсен чрезвычайлă X съезчĕ 1993 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Б.Ельцина Президент должноçĕнчен сирме йышăнчĕ. Вăл депутатсене ĕçрен хăвалама хушнă. 1993 çул вĕçĕнче ЧР Президентне суйланнă Н.Федоров январĕн 25-мĕшĕнче министерствăна пычĕ те тĕп врачсен канашлăвĕнче мана 60 çулхи юбилейпе саламларĕ. «Тен, хăшĕ-пĕри Николай Григорьевича октябрьти событисене хутшăннăшăн должноçран хăтарчĕç тесе шухăшлать, - терĕ. - Эпĕ - депутатсен енче. Шурă çурта штурмланине хăюллă, çирĕп кăмăллă, хăйсен идеалне парăннă çынсем çеç чăтса ирттерме пултарнă. Çапах та Николай Григорьевич паян - отставкăри министр…»
- Мускавра хирĕçтăру епле çивĕчленсе пычĕ?
- Эпĕ куллен дневника çырса пытăм. Малалла вулас...