Комментари хушас

13 Пуш, 2014

Хăнара - Людмила Кинер

2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. «Чăваш Республикин хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, хăйĕн ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси», - палăртнă республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ÿссе пыракан хальхи ăру çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Вĕсем пуян тăван культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма тытăнсан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсех пырсан тăван халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку енĕпе çине тăрса, пур енлĕн ĕçлемелле.

Патшалăх Канашне янă Çырура республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев чăвашлăха сыхласа хăварасси чи пысăк ĕç пулнине палăртать. Тăван культурăна аталантарасси, упраса хăварасси чи малтан çемьерен, шкултан пуçланнине палăртать.

Культура çулталăкне халалласа тата республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырури шухăшсене тĕпе хурса çак кунсенче Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкулта тĕл пулу-концерт иртрĕ. Уявра Людмила Кинер композитор-юрăç тата хĕрарăмсен «Чăвашлăх управçи» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Нина Димитриева пулчĕç.

Людмила Кинер хăйĕн юррисемпе ачасене тăван халăха, тăван çĕр-шыва, чăвашлăха упрама хистет, вĕрентет:

«...çуралнă ен - Чăваш çĕр-шывĕ,
Сана мĕн ĕмĕр тавтапуç.
... Тăван çĕр-шыв чечекленсен
Телей те пысăк,
Вăл çĕклемĕпех килет...»
 

Туслăх, телей, тăванлăх çинчен юрăсем шăрантарать Людмила Кинер.

Куславка районĕнчи Кинер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех ташă-кĕвве юратнă юрăç хăйĕн пултарулăхне пур енлĕн аталантарса пырать. Юлашки çулсенче çеç вăл чăвашсен паллă çыравçипе Раиса Сарпипе пĕрле 4 кĕнеке кăларнă, 10 яхăн диск çырнă. Людмила Кинер ытларах Р.Сарпи, А.Юрату, В.Туркай, Вăрăм Палюк сăввисене кăмăллать, вĕсен хайлавĕсемпе юрă кĕвĕлет.

Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Димитриева тĕл пулу-концерта йĕркелесе ертсе пынă май ачасене тăван халăха, чĕлхене упрама, юратма, аслисене хисеплеме, лайăх вĕренме, малашнехи пурнăçра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕ.


Л.Никифорова,

Г.Керукова

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.