Амăшĕн тÿпи те пур
Пĕр-пĕр спортсмен яваплă ăмăртура çĕнтерсе чемпион ятне тивĕçсен эпир унăн тренерне те çитĕнÿпе ăшшăн саламлатпăр. Вĕрентекен çамрăк спортсмена ăсталăх картлашкипе çÿллĕ шая çĕкленме пулăшать.
Çав çитĕнÿсем спортсменăн килти, çемьери лару-тăрăвĕнчен те нумай килеççĕ. Кун пирки Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада чемпионки Татьяна Семенова акă мĕн калать:
- Анне мана аппапа Иринăпа тата пиччепе Сережăпа Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулне çавăтса кайрĕ. Пĕчĕк çеçчĕ эпĕ ун чухне, улттăра кăначчĕ. Йĕлтĕрпе тренировкăсене çÿреме пуçларăм. Пушă вăхăтра анне хăй те час-часах йĕлтĕр çине тăратчĕ, яланах хавхалантаратчĕ, пулăшатчĕ.
Çулсем иртнĕçемĕн Татьяна Семенова ăсталăха ÿстерсех пычĕ. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн тренерĕсен Валерий Павловпа Анатолий Акимовăн вĕренекенĕ халĕ биатлон енĕпе те, йĕлтĕрпе чупассипе те Раççей спорт мастерĕ, Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренет. Çак аслă шкулăн, республикăн чысне чылай ăмăртура хÿтĕлеме тÿр килнĕ пултаруллă биатлонисткăн. Иртнĕ çул вĕçĕнче Татьяна Семенова Италире иртнĕ Универсиадăран виçĕ медальпе таврăнчĕ. Еплерех савăнчĕç спорт шкулĕнче, институтра. Чемпионкăн ашшĕ-амăшĕ те калама çук хĕпĕртерĕ.
Юрий ПЛОТНИКОВ